Комментари хушас

26 Чÿк, 2020

Чӑвашсен авалхи тӗрри кӑсӑклӑрах

Трак тӑрӑхĕнче чӑваш тĕррине тĕрлекенсем йышлӑн. Ҫак кунсенче Красноармейски салинчи тĕп вулавӑшра "Чӑваш тĕрри" курав уҫӑлнӑ. Унта чи пултаруллӑ 8 алĕҫ ӑстин ĕҫĕсене тӑратнӑ. Сӑмах май, вĕсем пурте Евгения Жачевӑн вĕрнекенĕсем.

Евгения Николаевна маларах асӑннӑ район центрне ҫӳресе тĕрĕ вӑрттӑнлӑхĕсене уҫнӑ. Красноармейскисем выставкӑна Чӑваш тĕррин кунне халалланӑ. Курава хутшӑннисенчен пĕри - Светлана Мефодьева. Вӑл газ уҫлакан комплексра инженерта ĕҫлесе тивĕҫлĕ канӑва тухнӑ.

Светлана Матвеевна пĕрре те ахаль лармасть. Мӑшӑрĕпе Валерипе пĕрле вĕсем "Виҫĕ хĕвел" парк уҫнӑ сала ҫывӑхĕнче. Унта та, ытти вырӑнта та тĕрлĕ йывӑҫ, уйрӑмах кедрсем, пихтӑсем лартаҫҫĕ. Ҫавӑн пекех Светлана Матвеевна тĕрĕ тĕрлеме, пир тĕртме ӑста. Килте унӑн пир тĕртмелли авалхи станок та пур. Ахаль-махаль тĕрĕ (хĕресле, тултарса тĕрлени пирки сӑмахӑм) мар, авалхи, асаннесемпе мӑн асаннесем тĕрлени илĕртет ӑна. Килти чӳрече каррисене те, сĕтел ҫивиттине те авалхи чӑваш тĕррипе илемлетнĕ вӑл. Кӑмака карри те, ытти чаршав та тĕрĕллĕ! Мефодьевсен килĕнче музейри пекех! Чӑваш тĕррин кунĕ тĕлне вара Светлана Матвеевна сурпан тĕрленĕ! Тĕлĕнмелле чаплӑ, ҫав тери илемлĕ, питĕ ĕлккен вӑл!

Пирĕн йышра ҫавӑн пек маттур, пултаруллӑ, ӑста ҫынсем пурри шутсӑр савӑнтарать! Чӑвашсен авалхи тĕррине ҫухалма памаҫҫех вĕсем!

www.hypar.ru

Рубрика: