Новости по теме

14 Раштав, 2020

Чăвашпотребсоюз Раççейре чи лайăххи

Пĕтĕм Раççейри «Ĕç-хĕл отраслĕн тухăçлă аталанăвĕшĕн» ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ.

Конкурса потребитель кооперацийĕн Раççей Центрсоюз тытăмĕн регионсенчи пĕрлешĕвĕсем хутшăннă, вĕсен 2020 çулхи 3-мĕш кварталĕнчи ĕç-хĕлне хакланă.

Чăвашпотребсоюз розницăллă суту-илĕве аталантарнăшăн — 1-мĕш, хатĕрлев ĕçне аталантарнăшăн — 1-мĕш, пĕрлештернĕ закупкăсене хутшăннăшăн — 3-мĕш, Атăлçи федераци округĕнчи союзсен пĕрлехи ĕç-хĕлне аталантарнăшăн 1-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.

14 Раштав, 2020

Кинозал уçăлнă

Нумаях пулмасть Канаш хулинче «Проспект» пĕчĕк кинозал уçăлнă.

Сăмах май, Канаш хулинчи кинотеатр, Культура керменĕнчи пысăк залĕнче вырнаçнăскер, 2016 çултанпа ĕçлет. Ачасем валли уйрăм кинозал кирлине ун чухнех туйма пуçланă, çавăнпа çак шухăша пурнăçа кĕртнĕ.

Пĕчĕк кинозала уçнă кун хăнасене Михаил Локшин режиссерăн «Серебряные коньки» фильмне кăтартнă.

www.hypar.ru Фото culture.cap.ru

14 Раштав, 2020

Çеçпĕл сăввисенчен — картина

Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ музейра хĕрÿ чунлă поэтăн вилĕмсĕр сăввисенчи кĕске пайсене пухса картина йĕркелеме пулать.

Музея ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене ачасемпе пĕчĕк ушкăнсемпе йыхравлаççĕ. Чĕнсен музей ĕçченĕсем ача сачĕсене  те çитĕç. 

Антонина АНДРЕЕВА, музей ертÿçи:

12 Раштав, 2020

Кĕçех - Çĕнĕ çул

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Çĕнĕ çул пирĕн пата килет" курав уçăлчĕ. Арт-проект авторĕ - паллă ÿнерçĕ Каллиста Иванова.

Ăна, ЧР Культура министерствипе ЧР Хĕрарăмсен союзĕ пулăшнипе йĕркеленĕскере, уçма Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, союз ертÿçи Наталья Николаева, культура министрĕ Светлана Каликова хутшăнчĕç.

10 Раштав, 2020

Медицина ĕçченĕсем спектакль пăхĕç

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ «Тавтапуç сире, хаклă тухтăрсем» акцие хутшăнни пирки унăн илемлĕх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче журналистсене пĕлтерчĕ.

Пуриншĕн те паллă: хальхи вăхăтра Чăваш Енре, Раççейре, тĕнчипех алхасакан коронавирус инфекцийĕпе кĕрешкен паттăр çынсем — медицина ĕçченĕсем. Куннĕпе, çĕрĕпе вĕсем «хĕрлĕ зонăра» — чирлĕ çынсемпе юнашар. Тăванĕсемпе, ачисемпе, çывăх çыннисемпе те курнăçăнма вăхăт çук.

9 Раштав, 2020

Суйлав комиссийӗсен çӗнӗ йышне йӗркелеççӗ

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕ территорисенчи суйлав комиссийĕсен çĕнĕ йышне йĕркелес енĕпе ĕçлет. Çак йыша пилĕк çуллăха палăртаççĕ.

Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков пĕлтернĕ тăрăх, территорисенчи суйлав комиссийĕсен малтанхи йышĕн полномочийĕсем вĕçленнĕ, çавăнпа çĕнĕ йыша йĕркелеççĕ. Чăваш Енре 28 комисси пулмалла, вĕсенче кашнинче — 9-12-шер çын.

9 Раштав, 2020

Чăваш писателĕсен кĕнекисем шкула таврăнаççĕ

Министрсен Кабинечĕ юнкун пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе иртнĕ черетлĕ ларура пĕр саккун проектне, патшалăх программисемпе Правительство йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртессине ырларĕ.

9 Раштав, 2020

Асăрхăр: акцие тăснă

«Хыпар» Издательство çурчĕн хаçат-журналне 2021 çулăн пĕрремĕш çурри валли декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕччен йÿнĕ хакпа çырăнса илмешкĕн ĕлкĕрĕр.

Пирĕн кăларăмсен почта уйрăмĕсенчи хакĕсем:

Pages