Кĕçех - Çĕнĕ çул

12 Раштав, 2020

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Çĕнĕ çул пирĕн пата килет" курав уçăлчĕ. Арт-проект авторĕ - паллă ÿнерçĕ Каллиста Иванова.

Ăна, ЧР Культура министерствипе ЧР Хĕрарăмсен союзĕ пулăшнипе йĕркеленĕскере, уçма Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, союз ертÿçи Наталья Николаева, культура министрĕ Светлана Каликова хутшăнчĕç.

Наталья Алексеевна палăртнă тăрăх, тĕлĕнтермĕш яланах  пирĕнпе юнашар, ăна асăрхама пĕлмелле кăна, Каллиста Иванова вара ку енĕпе пысăк çитĕнÿсем тăвать. Унăн черетлĕ куравĕ çакна лайăх ĕнентерчĕ. Светлана Анатольевна та, Леонид Ильич та курава пысăк хак пачĕç, унăн авторне Çĕнĕ çул кăмăлне вăратнăшăн ăшшăн тав турĕç.

www.hypar.ru Надежда Смирнова сӑн ӳкерчӗкӗсем кунта. 
 

Рубрика: 

Комментари хушас