Комментари хушас

25 Чÿк, 2020

Спортсменсене стипенди тÿлессине сÿтсе яврĕç

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев паян ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче спорт министрĕ Василий Петров Чăваш Ен спортсменĕсене — Раççейĕн пĕрлештернĕ командисен членĕсене — ЧР Пуçлăхĕн стипендийĕсене тÿлес ыйтупа сăмах илчĕ. Паянах тивĕçлĕ положение çирĕплетрĕç. 

Унпа килĕшÿллĕн спортсменсене стипенди тÿлессине çуллен палăртма пăхнă. Регион ертÿçи документ тÿлевсен енĕпе йĕрке тума пулăшасси пирки каларĕ. Ачасене, çамрăксене спортпа туслашма хавхалантармалла, вăхăт иртнĕ май вара вĕсем пысăк çитĕнÿсем патне туртăнĕç — стипенди ку енĕпе хавхалану кÿрĕ. Анчах хальччен кăмăлсăрри те пулман мар.

«Спортсмен аталанать, пирĕн пĕтĕм инфратытăм уншăн ĕçлет, анчах вăхăт иртнĕ май пысăк çитĕнÿсен шайне çĕкленет те — вăл урăх регион е хула чысне хÿтĕлеме пуçлать…» — ÿпкевлĕн каларĕ Олег Алексеевич. Кунашкаллипе, паллах, çырлахма юрамасть, çак саманта малашне стипенди тÿлес тĕлĕшпе те шута илĕç. Чăваш Ен пулăшать, унăн çăкăрне çиетпĕр тĕк — ытти регионăнне мар, тăван республика чысне хÿтĕлемелле.

Раççейĕн пĕрлештернĕ командисен йышĕнче паян пирĕн 202 ентеш. Çав шутра Чăваш Ен ячĕпе кăна тупăшакансем — 119-ăн. Ыттисем, министр çирĕплетнĕ тăрăх, паралеллĕ майпа ытти регион чысне те хÿтĕлеççĕ. Паллах, никама та ирĕксĕрлеймĕн, çапах юлашки вăхăтра ĕç-пуç улшăнма пуçлани сисĕнет. Василий Владимирович каланă тăрăх, ЧР Пуçлăхĕн стипендине тÿлемелли йĕрке улшăнасси пирки пĕлнĕ май чылайăшĕ министерствăна малашне хăйсем сумлă ăмăртусенче Чăваш Ен ячĕпе кăна тупăшасси çинчен евитлеме те ĕлкĕрнĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.