Комментари хушас

23 Чÿк, 2020

Меланомăран вăхăтра хăтăлмалла

Шупашкарта онкологи диспансерĕнче меланомăна пуçламăш тапхăрта палăртмашкăн «Хăвăн тур паллине ӳкерсе ил» акци иртет.

Сирĕн иккĕлентерекен тур палли пулсан ăна линейка хурса лайăх пахалăхлăн ӳкерсе илмелле, www.medicin.cap.ru сайтри ятарлă анкетăн ыйтăвĕсене хуравламалла та çакна пĕтĕмпех rodinka@med.cap.ru электрон адреспа ăсатмалла. Çавăн пекех хăвăрăн ятăра тата телефон номерне çырмалла.

Сăн ӳкерчĕксене онкологсем тимлĕн тишкерĕç. Онкологи чирĕн паллине асăрхасан специалист патне пыма йыхравласа электрон çыру ярĕç.

Акци чӳк уйăхĕн 15-30-мĕшĕсенче иртет.

www.hypar.ru Фото medicin.cap.ru

Рубрика: