Комментари хушас

25 Чÿк, 2020

37 ҫул - сцена ҫинче

Паян Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Воюцкая 60 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.

...Чӳрече янахӗ уншӑн сцена, чӳрече карри чаршав пулнӑ. Пӗчӗкрен артистла выляса ӳснӗ Надежда пурнӑҫне театрпа ҫыхӑнтарнӑ. Мускавран вӗренсе килнӗ хыҫҫӑн К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 37 ҫул хушшинче 90 ытла сӑнар калӑпланӑ вӑл. Муза, Эльвира, Мила... Кашниех куракан чунӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Юбилей каҫӗнче Надежда Сильвестровна "Авланатӑп эпӗ, авланатӑп" спектакльти Федулова сӑнарӗпе тухрӗ. Ҫуралнӑ кунпа пултаруллӑ артисткӑна ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, театр ертӳлӗхӗ, ӗҫтешӗсем, унӑн ӗҫӗсене кӑмӑлласа театра килнӗ ҫынсем ӑшшӑн саламларӗҫ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ рольсемпе сцена ҫине тухма ыр сунчӗҫ.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сӑн ӳкерчӗкӗсем.

Рубрика: