Комментари хушас

25 Чÿк, 2020

Патшалăх экспертизи валли субсиди парасшăн

Муниципалитетсене малашне капиталлă строительство объекчĕсен проект документацине хатĕрлеме, çав документсен патшалăх экспертизи валли те республика бюджетĕнчен субсиди пама пултарĕç. Çак йĕркене Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче çирĕплетрĕç — патшалăхăн республикăри ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантармалли программине тивĕçлĕ улшăну кĕртессине ырларĕç.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, çĕнĕ норма районсене федераци шайĕнчи программăна хастартарах хутшăнма май парĕ. Ку енĕпе вара хальччен чăрмавсем пулнă. Çакна Олег Николаев та палăртрĕ. Муниципалитетсем строительство енĕпе тивĕçлĕ сĕнÿсем параççĕ, вĕсене пурнăçлассине палăртатпăр, анчах ĕçе пуçăнмашкăн вăхăт çитсен хайхи объектсен проектпа смета документацийĕ çукки палăрать — пуçару сÿнет. Çак сăлтава пула кăçал кăна, Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, республика 200 миллион тенкĕ ытла çухатнă – культура объекчĕсен, социаллă объектсен проектпа смета документацийĕ хатĕр маррине кура çав укçана федераци бюджетĕнчен илсе çитереймен.

Муниципалитетсене тĕревлемелли укçапах çыхăннă ыйту ларăвăн кун йĕркинче татах пулчĕ. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков районсемпе хуласен республика бюджетĕнчен пулăшса пурнăçламалли тăкак обязательствисемпе паллаштарчĕ. Çав обязательствăсен списокĕ самай вăрăм — вĕрентÿпе, культурăпа, строительствăпа, ытти сферăпа çыхăннă ултă теçетене яхăн позици. Правительствăн тивĕçлĕ йышăнăвĕнче республика бюджетĕнчен уйăракан укçапа тухăçлă усă курнине хаклассине те палăртнă — куншăн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем яваплă пулĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Теги: