«Манăн бизнес» онлайн-форум иртĕ

26 Чÿк, 2020

Ыран, чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче, республикăри виçĕ районти усламçăсем валли «Манăн бизнес» онлайн-форум йĕркелĕç.

Чăваш Енĕн Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви, çавăн пекех Республикăн бизнес-инкубаторĕ ирттерекен мероприятие Куславкка, Вăрмар тата Тăвай районĕсенчи предпринимательсене хутшăнма йыхравлаççĕ. 

Усламçăсене патшалăх кÿрекен пулăшу, çăмăллăхлă кредитсем илме май пурри çинчен каласа кăтартĕç. Онлайн-форума хутшăнакансен ыйтăвĕсене те хуравлĕç. «Бизнес-пуçарăва пурнăçа кĕртесси» онлайн-тренинг та иртĕ. Трансляцие https://youtu.be/Jhal7CYFU2w каçăпа кĕрсе пăхма пулать. Форум 9 сехетре пуçланĕ.

www.hypar.ru

Вера ТИТОВА хатĕрленĕ. minec.cap.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас