Дистанци мелĕпе вĕрентнĕ чух пĕр платформăпа усă курасшăн

26 Чÿк, 2020

Чăваш Енри шкулсенче дистанци мелĕпе вĕрентнĕ чухне тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ. Уроксене хăш-пĕр педагог социаллă сетьсем пулăшнипе ирттерет, теприсем мессенджерсем е видеоконференцçыхăну валли усă курмалли программăсем урлă йĕркелеççĕ.

Дистанци мелĕпе вĕрентме пĕрлехи платформа çине куçассине республикăн Правительство çуртĕнче сÿтсе явнă. Мускавра тата Мускав облаçĕнче усă куракан программа меллĕ тесе шухăшлаççĕ. Ăна хальлĕхе пилĕк шкула тĕрĕслесе пăхма сĕннĕ.

«Дистанци вĕрентĕвне пурнăçа кĕртме ĕç ушкăнĕ йĕркелемелле. Хăш платформăпа ĕçлессине палăртмалла. Программăна IT-специалистсем çеç мар, унпа усă куракан учительсемпе ачасем те хаклаччăр», – тенĕ Чăваш Ен вице-премьерĕ – вĕренÿ министрĕ Алла Салаева.

www.hypar.ru 

Вера ТИТОВА хатĕрленĕ. Чувашинформ.рф сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас