Пÿрт вырăнне - юсав хуралти
Хальхи вăхăтра чылайăшĕ уйрăм çуртра пурăнасшăн. «Хĕсĕк хваттерте, тăватă стена хушшинче ларса йăлăхрăм», - тенине час-часах илтме тÿр килет. Тен, çавăнпах-тăр çурт лартма çĕр черетĕнче тăракансен йышĕ ÿсет. Пĕрисем тахçанхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртессишĕн тапаçланаççĕ пулсан, теприсем пысăках мар лаптăкра та пайта курса юлма хăтланаççĕ. Çакă уйрăмах хуласемпе район центрĕсенче сисĕнет.




Шупашкарта, Оперăпа балет театрĕнче, Максим Михайлова халалланă Пĕтĕм тĕнчери XXIII опера фестивалĕ уçăлни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ.
Этем çут тĕнчене килсенех - амăшĕн, кĕске вăхăтранах çемье ăшшине туйма тытăнать. Çут çанталăк саккунĕпе килĕшÿллĕн тĕнчери чи çывăх çынсем - пĕр çемьере пурăнакансем. Вĕсем тĕрĕс-тĕкел, ырă-сывă чухне темĕнле йывăрлăха та сирме пулать. Çемье йĕркеллĕ чухне пирĕн патшалăха та çăмăлрах килет.
Канашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем Борис Алексеевич Семенов директор пуçарулăхне пула çулленех кашни сусăра тивĕçлĕ пулăшу пама тăрăшаççĕ. Кунта кашни çул ыттисемпе тан ĕçлеме пултарайман 170 ытла çын пырать. Вăй-хал тĕлĕшĕнчен пултараслăхне кура пурин валли те кăмăлне юрăхлă ĕç тупма самаях йывăр.





