Пÿрт вырăнне - юсав хуралти

4 Раштав, 2013

Хальхи вăхăтра чылайăшĕ уйрăм çуртра пурăнасшăн. «Хĕсĕк хваттерте, тăватă стена хушшинче ларса йăлăхрăм», - тенине час-часах илтме тÿр килет. Тен, çавăнпах-тăр çурт лартма çĕр черетĕнче тăракансен йышĕ ÿсет. Пĕрисем тахçанхи ĕмĕтне пурнăçа кĕртессишĕн тапаçланаççĕ пулсан, теприсем пысăках мар лаптăкра та пайта курса юлма хăтланаççĕ. Çакă уйрăмах хуласемпе район центрĕсенче сисĕнет.

Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕ çĕр саккунне пăхăннине тĕрĕслесех тăрать-ха. Анчах ăна пăсакансен йышĕ чакма мар, ÿссе пырать. Кăçал, акă, уйрăм çурт лартнă çĕрте йĕркене пăснă 2063 тĕслĕхе тупса палăртнă. Хăшĕ-пĕри черет кĕтсе илейменнипе е туянма хаклипе çĕр лаптăкĕсемпе хăйсемех, документсене йĕркелемесĕрех хуçаланма тытăннă. Тĕрĕслевре кун пекки пĕр пин ытла тупăннă.

Уйрăм çурт лартма илнĕ çĕрпе тĕллевсĕр усă куракансем те пур. Пайтаçăсем лаптăкра пÿрт çĕклес вырăнне техникăна юсамалли станцисемпе шинăпа монтаж мастерскойĕ уçаççĕ. Ку вара саккуна сĕмсĕррĕн пăсни.

- Туяннă лаптăкра кирек мĕн тусан та юрать теççĕ пулас. Пулăхлă çĕрпе тĕллевлĕ усă курмасан вара явап тыттараççĕ, - палăртаççĕ асăннă ведомствăра.

Шупашкарта кăна кун пек йĕркесĕрлĕхе Добролюбов, Тельман, Крупская урамĕсенче асăрханă. Документсем тăрăх виçĕ лаптăкра та уйрăм çурт-йĕр лармалла пек. Вĕсенче вара транспорт хатĕрĕсене юсамалли пунктсем уçăлнă. Çĕр саккунне пăхăнман хуçасене явап тыттарнă.

Шел, чи пысăк штраф виçи паян 1500 тенкĕ кăна. Çавăнпах-ши, айăплисем унран хăрамаççĕ, штраф тÿлеттерсен те малаллах ĕçлеççĕ: ара, вăл укçана кĕске хушăрах ĕçлесе илме пултараççĕ-çке. Управлени кун пек вырăнсене тĕрĕслевпе çине-çинех çитме тăрăшать. Йĕркесĕрлĕхе пĕтеричченех вĕсем патĕнчен татăлма пĕлмест темелле.

- Штраф виçине 10 пин тенке çити ÿстерсен йĕрке те çирĕпрех пулĕччĕ, - теççĕ тĕрĕслевçĕсем.

Çулталăк пуçланнăранпа 500 гектар çĕр лаптăкне тĕрĕсленĕ, 1560 çынна явап тыттарма тивнĕ. Пĕтĕмĕшле штраф виçи - 1,15 млн тенкĕ.

Саккуна пăсни кашни муниципалитетрах палăрнă. Тăвай районĕнче кăна, сăмахран, 263 тĕслĕх тупăннă. Шупашкар ?243%, Йĕпреç ?141% тăрăхĕсенче те йĕркене пăсакансем самай. Шăмăршă районĕпе Çĕнĕ Шупашкар хули вара ку енĕпе малта пыраççĕ. Вĕсенче 135 тата 133 çынна явап тыттарма тивнĕ.

Çемьесем çурт лартма çĕр илсен те унпа усă курма васкаманни сисĕнет. Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсем Шупашкар районне тĕрĕслевпе çитнĕ. Инспекторсем пит тимлесе пăхсан та лаптăксен чиккине палăртайман. Ара, уй-хире йăлтах шăлан пусса илнĕ. Çын çÿллĕш ÿссе кайнă йывăç-тĕме тымарĕпе тасатмасăр та унта çурт лартаймăн. Хуçисем тахçанах алă сулни тÿрех курăнать. Тĕлĕнмелле: Шупашкар районĕнче çĕр хаклă, сутакан сахал, çав хушăрах пулăхлă çĕрех юхăнса выртать.

Шупашкар районне тĕрĕслевпе час-часах çитме тивни ку тăрăхра йĕркесĕрлĕх ытларах хуçаланнипе çыхăннă. Çĕр хуçисем çурт-йĕрпе юнашарах лавкка, автомастерской уçни те саккуна пăсни. Ведомствăра палăртнă тăрăх - йăнăша тÿрлетме автомастерскойне хупма та кирлĕ мар, вырăнти администрацие çĕр лаптăкĕпе усă курас йĕркене улăштарма ыйтса хут çырмалла кăна.

Çынсем куçман пурлăха (çĕр, çурт) эткерлĕх илсен те Росреестр урлă харпăрлăх правине çирĕплетме васкаманни курăнать. Е кÿршипе суту-илÿ килĕшĕвĕ тунипех çырлахаççĕ. Документсене вăхăтра йĕркелемеллине вара никамăн та манмалла мар.

Лариса Никитина.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.