Çивĕчлĕх çукки лăпланмалли сăлтав мар

3 Раштав, 2013

Республика территорийĕнче çын йышлă пулакан вырăнсенче паян 9 пин ытла видеосăнав камери ĕçлет. Вĕсенчен 291-шне полицин дежурнăй чаçĕсемпе çыхăнтарнă. «Гражданин-полици» çыхăну комплексĕсем, «Хăрушлăхсăр хула» тытăм тата ыт. те Техникăпа çыхăннă çак çĕнĕлĕхсем реформăна пула ШĔМ йышне чакарнине пăхмасăр преступленисен шутне пĕчĕклетме май панă.

Çак тата ытти цифрăна ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов Чăваш Енри право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕ. Вăл палăртнă тăрăх - общество вырăнĕсенчи правăна хирĕçле тĕслĕхсем 14% сахалланнă, урамсенчи преступленисен шучĕ 20,2% чакнă. Апла пулин те генерал «уксахлакан» районсене те асăнчĕ. Канаш тата Пăрачкав районĕсенче профилактика валли укçа питĕ сахал уйăрнă, çавна май общество вырăнĕсенчи преступленисем те нумайланнă. Шупашкар, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче хайхи видеосăнав валли нумай тăкакланас темен, çакă тÿрех полици сводкисенче япăх енĕпе палăрнă.

Çавна май ларура темиçе район ертÿçине итлес тени сăлтавсăр мар. Чăн та, Пăрачкав район администрацийĕн пуçлăхне итлесси пулмарĕ - Евгений Лебедев канашлăва кая юлса килнине пула. Канашсен пуçлăхĕн Владислав Софроновăн вара пухăннисен умĕнче явап тытма тиврĕ. Тепĕр тесен ăна та сасă хăпартса критиклекен пулмарĕ. Владислав Васильевич палăртнă тăрăх - районта 108 ял пуçне 14 участковăй кăна. Халăхпа тÿрремĕнех ĕçлекенсем çитменни куç кĕрет. Дружинниксем пулăшма пултараççĕ, анчах паян халăх дружинисенче укçасăр ĕçлеме килĕшекенсем çук. Тÿлеме тăрăшаççĕ-ха, çапах укçа çитерме йывăр. Çулталăка 60 пин тенкĕ уйăрнă - уйăхра 5 пин тенкĕ...

Çамрăксен хушшинчи экстремизмран сыхланмалли профилактика ĕçне тишкерчĕç. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - республикăра çамрăксен экстремизм юхăмĕсем вăй илмелли никĕс çук. Унăн шухăшĕпе - «нацисен хушшинчи хутшăнусем пирки мĕн чухлĕ ытларах калаçатпăр - вĕсене çивĕчлетме çавăн чухлĕ ытларах сăлтав паратпăр». Çакă витĕм кÿчĕ-ши - кун йĕркинчи ыйту нумай калаçтармарĕ.

Саккунсăр миграципе кĕрешес ыйтупа вара чылай тĕплĕрех калаçу пулчĕ. ФМСăн республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Виталий Черничкин пĕлтернĕ тăрăх - хальхи вăхăтра Чăваш Енре ют çĕр-шывсенчен килнĕ е гражданлăхсăр 11,2 пин çын пурăнать. Ку вырăнти халăх йышĕпе танлаштарсан 0,85% кăна. Çав вăхăтрах кÿршĕ регионсенче çак кăтарту чылай пысăкрах. Чул хула облаçĕнче, сăмахран, 4,7% чухлех. Çавна май Чăваш Еншĕн саккунсăр миграци ыйтăвĕ çивĕч тееймĕн. Апла пулин те кĕрĕк арки йăваласа ларма юрамасть. Мускаври паллă пулăмсем хыççăн ют çĕр-шывсен халĕччен унта, Санкт-Петербурга туртăннă çыннисем Шупашкар пек пĕчĕкрех хуласене килме тытăнасси паллă. Акă мĕншĕн «резина адрессем» текен вырăнсене /унашкаллисене Чăваш Енре те тупнă/ тăрă шыв çине кăлармалла, пасар йышши суту-илÿ объекчĕсенче тĕллевлĕ рейдсем ирттермелле.

В.Черничкин чикĕ леш енчен килекенсем валли адаптаци центрĕ уçма та сĕнчĕ. Чылай регионта унашкаллисем пур. Çав центрта хăна çурчĕ пултăр, килекенсем вĕренÿ, медицина енĕпе пĕр вырăнта пулăшу ĕçĕсемпе усă курччăр. Çакă вырăнти халăх кăмăлсăрланасран сыхланма пулăшасси куç кĕрет. Пĕтĕмĕшле илсен вара асăннă сферăра ĕç-пуç хальлĕхе йĕркеллĕ. Çакна шалти ĕçсен министрĕ те çирĕплетрĕ. С.Семенов чикĕ леш енчи çĕр-шывсенчен килнисенчен чылайăшĕ кунта 90-мĕш çулсенчех тĕпленнине палăртрĕ, вĕсен адаптаци тапхăрĕ хыçа юлнă ĕнтĕ. Халь килекенсем шăпах çав йăхташĕсенчен тĕслĕх илсе хăйсене йĕркеллĕ тытаççĕ. Паллах, хамăрăннисемпе юттисен хушшинче хирĕçÿ тухнă тĕслĕхсем пулкалаççĕ, анчах, Сергей Евстафиевич шухăшĕпе, ку нацисен хушшинчи хирĕçÿ мар, йăлара урлă пулни.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова Чăваш Енре наркотиксемпе медицинăпа çыхăнман тĕллевсемпе усă курасран сыхланмалли патшалăх тытăмне йĕркелени çинчен каласа пачĕ. Кăçалхи 10 уйăхра 715 çынна реабилитациленĕ. Татьяна Геннадьевна палăртнă тăрăх - наркомансен социаллă çыхăнусем татăлаççĕ, çавна май профилактика ĕçĕнче медицинăпа çыхăнман мелсемпе анлăрах усă курмалла. Сăмах май, наркоманипе кĕрешес ĕçре саккунсене кĕртнĕ çĕнĕлĕх те курăмлă пулăшу кÿмелле. Çывăх вăхăтра вăя кĕмелли улшăнусем малашне наркотик тыткăнне лекнĕ граждансене ирĕксĕрлесе сиплеме май парĕç.

Çул çÿрев хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе пурнăçланă ĕçсемпе вице-премьер - транспорт министрĕ Михаил Янковский паллаштарчĕ. ПАИ управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Федоров асăннă цифра хăех нумай калать: кăçалхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче республикăра çул çÿревпе çыхăннă административлă правăна пăснин 450 пин ытла /!/ тĕслĕхне тупса палăртнă.

Координаци канашлăвĕн унчченхи ларăвĕсенче тунă йышăнусем патне те таврăнчĕç. Вĕсем мĕнле пурăнçланаççĕ? Строймин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Герасимов пĕлтернĕ тăрăх - 2011 çулхи обязательствăсемпе тăлăх икĕ ачана пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермен. Хваттерсене «Стройгранд-Групп» ОООн тумалла пулнă. Вăрнар районĕнче нумай ачаллă çемье пурăнмалли лаптăклă пулайман. Сăлтавĕ - «Кровля» АХО контракта пурнăçламалли вăхăта тăсса яни. Çак организаци çынсене юхăннă çуртсенчен куçармалли программăпа килĕшÿллĕн çĕклемелли 4 çурта та туса пĕтереймен. Ĕç-пуç пăтранчăк. Çакна Федерацин налук службин республикăри управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Никина пĕлтерни те çирĕплетет: Чăваш Енре «Стройград-Групп» тата «Кровля» компанисем икшер иккен. Учредителĕсемпе директорĕсем пĕр çынсемех. Пĕрин тĕлĕшпе панкрутлăх процедурине пуçарма та ĕлкĕрнĕ. Тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем пулаççĕ-тĕр.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.