Республикăна - РФ оборона министрĕн вымпелĕ
3 Dec, 2013 | Хыпар | Хула | Канашлу

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федераци ведомствисен территори управленийĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен çар управленийĕн органĕсем ирттернĕ çар учетне пурнăçлассине чи лайăх йĕркелемелли смотр-конкурсра çĕнтернĕшĕн чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикине Раççей оборона министрĕн вымпелне панă. Çакăн çинчен Михаил Игнатьев каласа кăтартнă. Республика Пуçлăхĕ муниципалитетсен ертÿçисене Раççей Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçланăшăн тав тунă.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин ертÿçи Алла Самойлова инвалидсене, ветерансен хăш-пĕр категорине сывлăха çирĕплетмелли техника хатĕрĕсемпе тивĕçтернине пĕлтернĕ. Чăваш Ен территорийĕнче 88 пин ытла инвалид пурăнать, вĕсенчен 8 пине яхăн çынна реабилитаци хатĕрĕсем кирлĕ. Алла Самойлова каланă тăрăх - 2013 çулта çак тĕллевпе республика бюджетне федераци бюджетĕнчен 151,87 млн тенкĕ килнĕ.

2013 çулта нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли республика программине мĕнле пурнăçланипе ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Герасимов паллаштарнă.

2013 çулта нумай хваттерлĕ 119 çурта тĕпрен юсама пăхнă. Хальхи вăхăтра ку ĕçсене 98% пурнăçланă. Комсомольски, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк районĕсенче тата Çĕмĕрле хулинче палăртнине вĕçленĕ.

Федераци тата республика пĕлтерĕшлĕ çулсем еплерех пулнине сÿтсе явнă. ЧР Пуçлăхĕ çанталăкăн кăткăс условийĕсенче службăсен пурин те талăкĕпех ĕçлемеллине палăртнă.

ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери XXIII опера фестивальне /вăл Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче чÿкĕн 22-30 мĕшĕсенче иртнĕ/ пĕтĕмлетнĕ.

ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников республикăн патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен Спартакиади епле иртнине пĕлтернĕ. Мĕн пур тапхăр кăтартăвĕсем тăрăх командăсен хушшинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн команди çĕнтернĕ, иккĕмĕш вырăнта - ЧР Спорт министерстви, виççĕмĕшĕнче - Финанс министерстви.

А.ЛЬВОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.