Шанăçа çухатмасан

4 Раштав, 2013

Ĕнер ÿпкелешмесĕр нушаланнă...

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Аксарин тăрăхĕнчи Нишер, Щамал, Туçи, Мертень ялĕсем хăй вăхăтĕнче тулли пурнăçпах пурăннине асăнаççĕ паянхи кинемисемпе мучисем. «Эпĕ качча килнĕ 1960 çулта Щамал ялĕнче 64 кил-çуртчĕ. Паян акă 14-шĕн мăрйинчен çеç тĕтĕм йăсăрланнине куратăн», - аса илсе танлаштарать Неонила Никитична Новикова, хушăран хăйне Хрущев хĕрĕ текенскер. Ашшĕ ячĕ патшалăх ертÿçиннипе пĕр килнĕрен мар-и çав. Халăхĕ йышлă та ĕçчен пулнăран «вĕресе» тăнă та кунти пурнăç. Таврари çĕрсене сухаласа типтерлемесĕр вырттарман. Сахал-и, нумай иртнĕ унтанпа вăхăт - ялсен малашлăхĕ тĕксĕмленнĕ. Пурăнакансен йышĕ чакнă, çамрăксем хулара е «çутăрах» ялсенче тĕпленме тăрăшнă. Район центрĕнчен чи инçетри ялсенче ытларах ватăсем çеç тăрса юлсан пурнăç пушшех те начарланнă. Республикăра газ кĕртесси хастар пынă чух асăннă ялсем тĕрлĕ сăлтава пула каллех манăçнă, çул айккинче юлнă. Кашни ир-каç кăмака хутса тертленнисĕр пуçне шывне тарăн çырмаран çĕкленĕ. Ку çеç-и?

Çулталăк çурă каялла пĕр хĕллехи кун çитсе тухма тÿр килнĕччĕ инçетри тăрăха. Нишерте пурăнакан кинеми кĕвентепе шыв çĕклесе сукмакпа çырмаран хăпаратчĕ. Пăрпа витĕннĕ çырмари шыва вак касса ăсса илнĕ вăл. Эпĕ те ĕçтешĕмпе анса пăхрăм çав вырăна. Пăр ватмалли ятарлă хатĕр выртать, шыв вакран ăсса витрене тултарма алтăр та пур. Пăрĕ хыт шăнсан кинемисене ăна катма, ахăртнех, çăмăл мар. Шывне витрепе ăснă чухне ура шуса каясран хăрамалла. Инкек курасси куç кĕрет. Хăнăхнă ĕнтĕ ватăсем çак пурнăçа. Камăн вăйĕ пур, вăл шыв ăсма çăл патне утать, халсăртараххи çывăхри çырмана çул тытать. Килти хуçалăхра выльăх таврашĕ тытакан юр шывне пухать.

Нишерти фельдшер пунктне кĕрсе тухнăччĕ. Кунта таса шыва фельдшер тăван ялĕнчен турттарни çинчен пĕлтĕмĕр.Хĕллехи вăхăтра чирлисем патне вăл лаша кÿлсе кăна çитме пултарать.

Хĕлле ял урамне ансăр сукмак кăна илсе кĕрет. Нишерте çаплаччĕ. Ăна хирĕçри Щамал ялĕнче çул уçнă. Кунта ял тăрăхĕн депутачĕн килĕнче «Нива» автомашина пур. Ун çумне кил хуçи вăрăм та сарлака тимĕр-бетон юпа çаклатать те урам çулне якатса хытарма тухать.

Çак тăрăхри ял халăхĕн таврара пурăнакансем пекех ырлăх курас килнĕ паллах. Икĕ-виçĕ çул каялла ялсем патне илсе çитерекен асфальт çулĕ те пулман-çке. Хулана пуçтарăнсан автобуссем çÿрекен яла чĕр тамăк курса çитнĕ. Уйрăмах - Сĕнтĕрвăррине çитме. Ытти çĕре кÿршĕллĕ Куславкка районĕ витĕр çăмăлраххăн çитме май килнĕ.

Паян «çитĕ» тенĕ

«Пĕччен сурать - типсех пырать, халăх сурать - кÿлĕ пулать» тенине тĕпе хурса юлашки çулсенче хăйсене канăç паман ыйтусене çине-çинех тапратнă сăлтавсăр малашлăхсăра кăларнă ялсенче пурăнакансем. Темиçе яла тивекен райпо магазинĕнче е кĕнеке паракан çуртра ?вĕсемсĕр пуçне 4 ялпа пĕр фельдшер пункчĕ пур% пуçлăхсемпе пуçтарăнсан пухусем шавлă иртме тытăннă. Ялсенче хĕл каçма юлакансем, чăн та, сахал. Тĕслĕхрен, Нишерте - 12, Щамалта - 14, Туçире – 8 çемье. Мертеньте кунтан та сахалрах. Çулла йыш самай хутшăнать. Хуларисем яла килеççĕ. Вĕсене те паха çул кирлĕ, хĕлле кил-çуртне тĕрĕслеме пуçтарăнсан çутçанталăк газĕ пулни ытлашши- и вара? Шавлă пухусенче вĕсен сасси те янăранă.

Йывăрпа пулин те шанăçа çухатманнисен сасси малтанах ялсем патне такăр асфальт çулне çитерме пулăшнă. 6 çухрăм ытла çула туса пĕтерсе пĕлтĕр хута янă. Пĕрремĕш çитĕнÿ, пĕрремĕш савăнăç! Ĕмĕтленнĕ пурнăçа пĕрремĕш утăм туни. Пассажирсене турттаракан автобус маршрутне те йĕркеленĕ. Шел те, нумай çÿреймен вăл. Халăх сахалтан рейса пăрахăçланă. «Пултăрах, чи кирли - çулĕ», - тенĕ халăх. Вăл пуртан шкул автобусĕ ку тăрăхри пĕртен пĕр шкул ачине турттарать паян.

«Кăвак çулăм» çути пуласса та шанаççĕ Нишерсемпе Щамалсем. Çутçанталăк газĕ кĕртме хатĕрленĕ проектри ĕçсене пурнăçланă. Газ пăрăхне Щамал ялĕ патне çити тăснă. Хальлĕхе икĕ ялта ?ыттисенче паллă мар-ха% газ кĕртме бюджетран укçа уйăрнă. Ял çыннисем хĕрсех, хĕпĕртесех кирлĕ документсем хатĕрлеççĕ. "Çакна кура кил-çурта харпăрлăха куçарас ĕç те çĕнĕрен вăй илчĕ", - тет Аксарин ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Орест Семенов.

Çĕрĕ пур, ĕçĕ çук

Харпăрлăх тенĕрен – Орест Васильевичăн пуçĕ ыратма пăрахмасть - 1000 çыннăн ытла ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пайне вырнаçтармалла. Паянхи кун никама та кирлĕ мар вĕсем. Администраци хăйĕн çине илес пулсан специалистсем судран уйрăлса пĕтеймĕç. Пĕр çын ячĕпе çав тери нумай документ хатĕрлемелле-мĕн. Çавăнпа ку ĕç хăçан тата мĕнле вĕçленессе палăртма та хĕн. Ял тăрăхĕн территорийĕнчи икĕ ял хуçалăх предприятийĕ тахçанах панкрута тухнă. Таврари çĕр хальлĕхе усламçăсене ?инвесторсене% те илĕртмест.

"Çĕр çинче ĕçлес кăмăллă çамрăксем тетĕр-и? - манăн ыйтăва тавçăрса сăмах тăсрĕ пуçлăх. - Пурăнмалли кĕтеслĕ пулма ялта регистрацире тăраççĕ вĕсем. Вăхăт çитсен хваттер туянаççĕ те хулана тухса каяççĕ. Кăçал федераци программин «Çамрăк çемье» хушма программине лексе 5 çемье хваттер илчĕ. Пĕри те ялта юлмарĕ».

Ялти социаллă пурнăçа аталантарас тĕлĕшпе йышăннă программăпа ку тăрăхран юлашки 3 çулта пĕр çемье кăна усă курнă-ха.

Çамрăксене яла хăварма тивĕçлĕ условисем туса памаллине палăртĕ тепри. Икĕ çул каялла Аксаринта пысăк та чаплă стадион тунă. 2012 çула кивĕ, юхăннă çуртра пурăннă 6 çемье çĕнĕ хăтлă хваттерсенче кĕтсе илнĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе çапла тума май килнĕ. Çав çемьесенчи çамрăксем те ĕç шырама инçете çÿреççĕ...

Ирина Никитина.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.