Кĕтнĕ самант хыçа юлчĕ
Шупашкарта, Оперăпа балет театрĕнче, Максим Михайлова халалланă Пĕтĕм тĕнчери XXIII опера фестивалĕ уçăлни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Чÿк уйăхĕн 22-29-мĕшĕсенче театр сцени çинче Джузеппе Вердин /сăмах май, фестивале асăннă композитор çуралнăранпа 200 çул тата чаплă ентешĕмĕр, СССР халăх артисчĕ Максим Михайлов çут тĕнчене килнĕренпе 120 çул çитнине халалланă/ тĕнчипе паллă произведенийĕсем - «Отелло», «Риголетто», «Аида», «Травиата» оперисем - янăрарĕç. Иртнĕ шăмат кун вара кĕвĕ-çемĕ уявĕ гала-концертпа хупăнчĕ.
Палăртма кăмăллă: йĕркелÿçĕсем Шупашкар çыннисемпе унăн хăнисемшĕн тăрăшнах. Концерта чăннипех мухтава тивĕçлĕ солистсем хутшăнчĕç. Хăнасенчен, ютран илнисенчен çаксем пулчĕç: Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Сунь Лу, Инь Яньчжуан /Китай/, Балгансурэн Эрдэнэтуяа /Монголи/. Раççейри паллă театрсен юрăçисем те хутшăнчĕç. Вĕсем: Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Андрей Архипов, Роман Шулаков /Пысăк театр/, СССР халăх артисчĕ Леонид Сметанников /Сарă ту академи оперăпа балет театрĕ/, Раççей халăх артисчĕ Виктор Черноморцев тата Жанна Домбровская /Мариинка театрĕ/, Раççей тава тивĕçлĕ артистки Вера Баранова /Красноярск патшалăх оперăпа балет театрĕ/.
Вĕсем шăрантарнă арисем, дуэтсем, куплетсем, каватинăсем залра ларакансене тыткăнларĕç, ахальтен-и чылайччен тăвăллăн алă çупрĕç, «Маттур!» - тесе кăшкăрчĕç.
Хамăрăннисем те ютрисенчен юлмарĕç. Куравçăсемпе итлевçĕсем Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Иван Снигирев, Татьяна Прытченкова, Татьяна Тойбахтина, Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Мария Еланова юрланисене ăшшăн йышăнчĕç.
Палăртса хăвармалла: Иван Снигирев юлашки çулсенче пысăк ÿсĕмсем тăвать. Асăннă фестивале уçнă премьерăра - «Отелло» оперăра - тĕп партие юрларĕ. Виçĕ çул каялла Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче çамрăк юрăçсен Максим Михайлова халалланă Пĕтĕм тĕнчери конкурсĕнче çĕнтернĕччĕ. Ентешĕмĕр ячĕпе тĕвĕленсе çирĕп тымар янă Опера фестивалĕ ун асĕнче яланлăхах юлĕ. Шăмат кун вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ пулса тăчĕ. Çакна çирĕплетекен документа ăна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пачĕ. Гала-концерта вăл мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа пынăччĕ. Сăмах май, классика музыкин уявне çавăн пекех Раççей ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров мăшăрĕпе Светлана Юрьевнăпа хутшăнчĕç.
2005 çултанпа Чăваш Ен опера искусствин ĕçченĕсем фестиваль ахрăмне республикăри хуласемпе районсене те çитереççĕ. Кăçал çавăн пек гала-концерт раштавăн 3-мĕшĕнче Куславккара иртĕ.
Надежда ИГНАТЬЕВА