Комментари хушас

3 Раштав, 2013

Сыхлăх пирки манма юрамасть

Антитеррор комиссийĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе эрне кун иртнĕ ларăвĕнче терроризмран тата тĕн экстремизмĕнчен сыхланмалли профилактика ĕç-хĕлне тишкернĕ, 2013-2018 çулсенче Раççей Федерацийĕнче терроризм идеологийĕпе кĕрешмелли комплекслă план мероприятийĕсене мĕнле пурнăçланине пăхса тухнă.

Асăннă ĕçре массăллă информаци хатĕрĕсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Информполитика министрĕ Валентина Андреева пĕлтернĕ тăрăх - кăçал пичет кăларăмĕсенче терроризмпа экстремизм профилактикин, çураçу, преступлени тăвассипе кĕрешессин ыйтăвĕсемпе 3,5 пин ытла публикаци пулнă. Роскомнадзорăн республикăри управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Евдокимова Интернет сечĕн мониторингĕн кăтартăвĕсем тăрăх юпа-чÿк уйăхĕсенче сетьри экстремизм материалĕсене пÿлмен провайдерсем тĕлĕшпе прокуратурăсен 9 тавăçне тишкерни çинчен пĕлтернĕ.

Шкулсенче Интернетпа ятарлă фильтрсемпе тивĕçтернĕ тытăм урлă çыхăнаççĕ. Çавна май ачасем экстремизм сĕмĕллĕ сайтсене уçаймаççĕ. Анчах шкул ачисенчен нумайăшĕн паян килте те компьютер пур, смартфонсемпе усă кураççĕ - унта вара чару çук, апла тăк ашшĕ-амăшĕпе ăнлантару ĕçне анлăрах йĕркелемелле - çакăн пирки вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова каланă.

Антитеррор комиссийĕ Çĕнĕ çулпа çыхăннă уяв кунĕсенче хăрушсăрлăха тивĕçтерес ыйтăва та сÿтсе явнă. Культура учрежденийĕсенче кăна 1,4 пине яхăн мероприяти иртмелле, шкулсенчи елкăсем, спорт мероприятийĕсем... Çавна май вĕсене ирттерекен пÿлĕмсемпе залсене тĕрĕслемелле, уявсен вăхăтĕнче йĕркелĕхе сыхламалла - ĕç калăпăшĕ пысăк.

М.Игнатьев çынсене канмалли лайăх условисемпе тивĕçтермелли пирки каланă. Çак тĕллевпе стадионсемпе, картишсемпе, культура учрежденийĕсемпе анлăн усă курмалла - çынсем канса савăнма пултарччăр. Кăмăл-туйăм лайăх тăк йĕркене пăсасси те сахалрах пулĕ. «Анчах асăрханулăха çухатма юрамасть, çакăн кăтартăвĕ питĕ япăх пулма пултарать», - асăрхаттарнă вăл.

К.АНТОНОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.