Archive - Çамрăксен хаçачĕ

декабрь 6th, 2018

6 Раштав, 2018

Йывăрлăхсенчен... интернета тараççĕ

Шурлăх евĕр çăтакан интернетра халĕ такама та курма пулать. Ача-и, аслă ăрури çын-и — унăн серепинчен никам та хăтăлаймасть. Çынсем унта мĕншĕн ытларах ларма тытăнчĕç? Сăлтавĕсем, паллах, тĕрлĕрен. Тепĕр чухне интернета кĕрсе тухмасан чун канманнине, вăл ăнсăртран сÿнсен тарăхнине туятăр-и?

6 Раштав, 2018

«Эпĕ мар» е «Мана мар»?

Кăçал халăхра пĕр юрă анлă сарăлчĕ. Ăçта ан кай — машина салонĕнчен те, юбилей-туйра та — «Эпĕ мар» юрлани илтĕнет. Çапла чăваш эстрадине Владимир Егоров вирхĕнсе кĕчĕ.

6 Раштав, 2018

Чăвашла пуплейменнисем те тухьяшăн кĕрешеççĕ

Çĕршывăмăрăн кашни кĕтесĕнче тĕрлĕ илем конкурсĕ йĕркелеççĕ. Шкул ачисем, хĕр- хĕрарăмсем чи чиперрин ятне çĕнсе илессишĕн кĕрешеççĕ. Вĕсен тĕрлĕ стандарта пăхăнма тивет. Сăмахран, йĕркелÿçĕсем кĕлетке виçине тимлеççĕ. «Чăваш пики» конкурсра вара çĕнтерÿçе пачах урăххине кура палăртаççĕ.

ноябрь 29th

29 Чÿк, 2018

Çынсем шыва кĕме кăмăллаççĕ, Анчах тренажерсенчен ютшăнаççĕ

Икĕ хĕрарăм калаçăвне итлеме тÿр килнĕччĕ. «Шывра ишме кăмăллатăп, бассейна çÿретĕп. Кăнтăрлахи вăхăтра унта пĕчченех чăмпăлтататăп, никам та кансĕрлемест. 1-2 çын кăна хушăран килкелет. Абонемент туянас тетĕп-ха. Пĕрмай çÿренипе укçа-тенкĕ нумай тăккаланать», — сăмахларĕ пĕри. Шухăша кайрăм: бассейна кăнтăрла никам та çÿремест-им? Тренажер залĕ те пушах-шим? Çак ыйтусен хуравне тупас тĕллевпех республикăри физкультурăпа спорт комплексĕсене çитсе килтĕм.

29 Чÿк, 2018

Вăрçăран сывă таврăнма пирĕшти пулăшнă

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ. Каç. Шупашкарти пĕр путвалта икĕ арçын ача тĕмсĕлсех радиоприемник юсаççĕ. Лешĕ чашлатать çеç. «Паян нимĕç çарĕсем Совет çĕрĕ çине тапăнса кĕчĕç...» — сасартăк динамикран илтĕннĕ сасă шартах сиктерчĕ туссене. Хăрушă хыпара илтсен çурăм тăрăх сивĕ чупрĕ.

29 Чÿк, 2018

Юратма юратакан Валентина Музыкантова

Артист мар тăк мĕнле професси суйлăттăн? Чăваш халăх артисткине, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче 48 çула яхăн ĕçлекен Валентина МУЗЫКАНТОВĂНА çак ыйтăва час-часах параççĕ.

ноябрь 22nd

Pages