Archive - Çамрăксен хаçачĕ

ноябрь 22nd, 2018

22 Чÿк, 2018

Качча каяс çулĕсем вăрçăра пĕтнĕ

Турăран çĕр те пĕр çул пурнăçпа киленмешкĕн пил ыйтнă вăл. Çамрăклăхĕ нушаллă килнĕ пулсан та Клена аппа шăпине ÿпкелемест. Хăй çут тĕнчене килнĕ ялта, Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллăра, çапла чĕнеççĕ Клеопатра Георгиевăна.

ноябрь 15th

15 Чÿк, 2018

Ирĕкĕ пур, телейĕ вара?..

Микуç хĕрарăмпа мĕнле пурăнмаллине пĕлмест. 62 тултарнă пулин те ку енĕпе опыт çук унăн. Çапла, вăл пĕрре те авланман, хут уйăрттармасăр та пурăнса курман.

15 Чÿк, 2018

Çемье психологĕ те пулма тивет

Раççейре саккăрмĕш хут «Халăх участковăйĕ» конкурс иртнĕ. Чăваш Ен чысне кăçал Леонид Сазонов хÿтĕленĕ. Çак ята онлайн сасăлав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх çĕнсе илнĕскер 13 çул службăра тăрать. Вĕсенчен 8-ăшне участковăйра тăрăшать.

15 Чÿк, 2018

Григорьевăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ, Савельевăна кĕпĕрнаттăр тав тунă

Сисетĕр-и? Туятăр-и? Урамра сивĕ-ĕ-ĕ, хĕл кантăкран шаккать. Çĕнĕ çул çывхариччен те вăхăт нумай юлмарĕ. Унччен маларах чăваш эстрада артисчĕсен Инстаграмри страницисене шĕкĕлчер-ха.

ноябрь 8th

8 Чÿк, 2018

Шанаççĕ те… улталанаççĕ

Çур çĕр варринче: «Анне, инкеке лекрĕм! Укçа куçар», — тенине илтсен çухалса каятăнах. Акă пĕр арçын ывăлне «çăлассишĕн» ултавçăсене укçа куçарса парсан çеç хăйĕн ывăлĕ çуккине ăнкарса илнĕ. Шÿт пек илтĕнет-и? Ку тĕслĕх чăнахах та Чăваш Енрех пулнă.

8 Чÿк, 2018

Юратнă çынпа çÿç шураличчен пурăнма пÿрмен

Çав кун Елчĕк районĕнчи Акчелти Указовсем мотоблокпа хăйсен килĕнчен аякра та мар курăк анине сухаланă. Тăрук пыл хурчĕ вĕçсе килсе кил хуçине хăлха çунаттинчен сăхнă. Самантранах çÿллĕ те тĕреклĕ арçын сывлама йывăрланнине каланă.

8 Чÿк, 2018

Тимĕр вăййи вăя тĕрĕслет: пултаратăн е çук

Чÿк уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче Шупашкар тимĕр вăййине юратакансен тĕп хули пулса тăчĕ. «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир иртрĕ. Кăçал мастерсен ăмăртăвне маунтинбайк центрĕ йышăнчĕ. Ăна «Хыпар» никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă.

Pages