Ирĕкĕ пур, телейĕ вара?..

15 Чÿк, 2018

Микуç хĕрарăмпа мĕнле пурăнмаллине пĕлмест. 62 тултарнă пулин те ку енĕпе опыт çук унăн. Çапла, вăл пĕрре те авланман, хут уйăрттармасăр та пурăнса курман.
Комсомольски районĕнчи Асанкассинчи Анатолий Никифорова ялтах курса калаçма тÿр килни те хăйне евĕр ăнăçу, мĕншĕн тесен вăл килĕнче ларманпа пĕрех. Чим-ха, Анатолирен епле Микуç пулса тăчĕ тетĕр-и? Ку — хушма ячĕ. Унпа вăл мăнаçланать те. Аслашшĕне çапла чĕннĕ. Вырăс-турккă вăрçине хутшăнса медале тивĕçнĕскер ялта питĕ хисеплĕ çын пулнă.
Анатолий ирĕке юратать. Ку — уншăн чи пĕлтерĕшли, чи пахи. «Манпа никам та хуçаланман. Ĕмĕрĕпех инженерпа, председательпе пĕрле ларса эрех ĕçнĕ. Хамăн бригада пулнă», — мăнаçланчĕ арçын. Ульяновск облаçне, Твере, Ярославле, Чулхулана… ĕçлеме çÿренĕ вăл. Кăçал кăна тăван ялĕнче çу каçнă. Хĕлле Чулхулари автозаводра тăрăшнă. Фреза, токарь, шлифовка станокĕсене юсаса тăнă.
— Апла аллу ылтăн санăн. Эсĕ пĕлмен ĕç çуках пуль, — калаçрăмăр хусахпа.
— Профессийĕ манăн нумай. Эс мĕн, качча пырасшăн-им?
— Çук-ха, арăм кирлĕ пулсан, атя, пирĕн хаçата пĕлтерÿ паратпăр.
— Эсĕ ман йăмăк сăнлах. Австралире пĕр çулталăк пурăнса килчĕ. Хĕрĕ çавăнта качча кайнă та.
Сăмах ачасем çине куçрĕ.
— Ача пулсан-и?.. Çук çав. Аякра пулинччĕ хăть, — шухăша кайрĕ хусах.
— Тен, пур-ха.
— Çуках, Турă умĕнче таса. Ача пулнă тăк эпĕ вĕсемшĕн тем те тăвăттăм. Ак шăллăмăн ачисемшĕн пурăнатăп. Укçа та паратăп вĕсене. Пенси шеллеместĕп. Иккĕшĕ вĕренме кĕчĕç-ха. Мана юратаççĕ — кун пирки сăмах та çук! — куçĕ çиçрĕ Микуçăн.
Чунне уçнă самантра Мускавран майрасем илсе килнине те каласа кăтартрĕ. Ÿсĕрле кун пек çылăх пулнине пытармарĕ.
— Урăлсан кăларса янă-им?
— Леçсе янă. Ĕçтернĕ-çитернĕ, мунча кĕртнĕ, савăнтарнă…
— Пурнăç тума каймарĕç-и?
— Вокзалтан тупса килнĕ вĕсене. Паллашнă та пĕрле чĕннĕ. Чăвашĕ те, вырăсĕ те, «хохлушки» те пулнă. Пуйăспа та, автобуспа та çитнĕ. Майрасемпе йĕркеллĕ тытнă. «Упишать» туман, иртĕхмен. Ку ĕлĕк пулнă. Халĕ майра вăхăчĕ иртнĕ ĕнтĕ.
Анатолин шăллĕ тĕп килтен инçе мар кил-çурт çавăрнă. Микуç ашшĕн килĕнче пурăнмасть, вăл пушах ларать. Унта тунсăх пусать, хăйне япăх туять имĕш. Ăна пĕчĕк пÿрт те çителĕклĕ. Анатолий килте çук чухне хуçалăха шăллĕ хăйĕн çемйипе пăхса тăрать. Вĕсемех пахча çимĕç лартаççĕ.
— Авланманнишĕн чун ыратмасть-и?
— Çу-ук! Капла та аван. Авланнисен мĕн ирĕкĕ? Арăмĕсем сыхласа çÿренишĕн каламастăп. Вĕсен мĕн чухлĕ тивĕç?! Çемйисене тытса тăрассишĕн кунĕн-çĕрĕн пилĕк аваççĕ. Эпĕ вара ăçта каяс тетĕп, çавăнта тухса утатăп. Пĕр хырăма тăрантарма нумай кирлĕ мар. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.