- Чăвашла верси
- Русская версия
Григорьевăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕнĕ, Савельевăна кĕпĕрнаттăр тав тунă
Сисетĕр-и? Туятăр-и? Урамра сивĕ-ĕ-ĕ, хĕл кантăкран шаккать. Çĕнĕ çул çывхариччен те вăхăт нумай юлмарĕ. Унччен маларах чăваш эстрада артисчĕсен Инстаграмри страницисене шĕкĕлчер-ха.
Кашни кун çĕнĕ пулăмсемпе пуян. Çулталăк тăршшĕпе артистсем мĕн чуль концерта хутшăнман-ши, хатĕрлемен-ши? Канма та пĕлмелле. Акă Андрей Думилин нумаях пулмасть Турцирен таврăннă. Тинĕс хĕрринче ăшă хĕвел айĕнче кампа хĕртĕннĕ вăл? Паллах, мăшăрĕпе. Ют тăрăха çул тытнăскерсем пĕчĕк хĕрне Мирославăна Чăваш Енре çывăх çыннисемпе хăварнă. Хĕртсе пăхакан хĕвел, тинĕсĕн çырана çапакан хумĕсем… Унран ытла мĕн кирлĕ? Эпир кунта сăмсана шарф айне пытарса çÿренĕ вăхăтра вĕсем унта шортикпе çÿренĕ. Тинĕс хĕрринче хĕртĕннипе çеç çырлахман мăшăр, хула тăрăх велосипедпа ярăннă. Тăван тăрăха таврăннă-таврăнман Андрей ĕçе кÿлĕннĕ. Паян — концертра, ыран — телекуравра… Çамрăк ашшĕ хĕрĕпе уçăлмашкăн та вăхăт тупать. «Уçă сывлăшпа сывлатпăр. Урамра питĕ сивĕ. Чи кирли — чунра ăшă», — çырнă «Эс хирти сар чечек», «Качча тух» тата ытти хитпа чапа тухнă артист пепкипе сăн ÿкерĕннĕ ÿкерчĕк айĕнче.
Çул çÿрекен артистсен рейтингне хатĕрлес пулсан Евгений Григорьева çитекенни пулмасть пуль! Пурнăçĕнче ăçта кăна çитмен-ши вăл? Çулталăкне темиçе хут та чикĕ леш енне çитме тăрăшать. Халĕ мĕнле халăхăн культурипе паллашать-ха вăл? Нимĕнле те тавçăраймăр пулĕ. Евгений мăшăрĕпе пĕрле — Китайра! Унăн «чĕринче» Пекинра канаççĕ вĕсем. Григорьевсем тĕнчери чи тĕлĕнмелле вырăнсенчен пĕринче — мăнаçлă Китай стени патĕнче — пулса курнă. Евгений каланă тăрăх, вăл унта пиллĕкмĕш класранпах çитме ĕмĕтленнĕ. Веçех пурнăçа кĕрет иккен! Паллах, çак çул çÿрев вĕсен асĕнче яланлăха юлĕ. Чи хăйне евĕр саманта — тĕнчери чи вăрăм кантăк кĕпер çинче пулнине — вара нимĕн те çитмест. Çапла, Евгений çавнашкал кĕпер тăрăх утнă. Унăн тăршшĕ — 430 метр, сарлакăшĕ — 6 метр. Вăл çĕр çийĕн 260 метр çÿллĕшĕнче вырнаçнă. «Тĕнчипе кун пек кĕпер вунна яхăн. Мана çитрĕ, ыттисене интернетпа пăхăп!» — терĕ мана шалти туйăм. Тепĕр тăххăрăшне çитсе курмаллах», — терĕ вĕри чĕре…» Кĕпер 798 Китай çыннипе 2 чăваша чăтаять. Эсир ун тăрăх утма хăюлăх çитернĕ пулăттăр-и?» — çапларах шÿтлесе çырнă артист кĕпер патĕнче тăнă сăн ÿкерчĕк патĕнче. «Паллах. Ку интереслĕ вĕт», «Урăх çул пулмасан каймах тивĕччĕ. Анчах куçа хупса», — комментари хăварнă пĕри те тепри. Чылайăшĕ вара çапса пăрахсан та утмасса пĕлтернĕ. «Эпĕ ку кĕпер тăрăх упаленсе пынă пулăттăм», — тенĕ пĕри. Эсир вара, вулакансем, кантăк кĕпер тăрăх утса тухнă пулăттăр-и?
30 хут отжимани тăваятăр-и? Ольга Осипова-Фаер вара пултарать! Ĕненместĕр-и? Унăн страницине кĕрсе курăр. Çакна ĕнентерекен ятарлă видео та пур. Юрăç, актриса Шупашкарти Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕнче ĕçлет-мĕн. Студентсемпе пĕрле вăхăта хаваслă ирттерме майсем тупать вăл. Кун пирки страницине пăхса тăракансене хыпарласах тăрать. Акă нумаях пулмасть пĕрремĕш курсра вĕренме тытăннисем валли ятарлă мероприяти иртнĕ. Хĕрсен ушкăнĕ ташă хатĕрленĕ. «Алексей Московский концертне ташăçăсем пек хутшăнма хатĕр. Йыхрав кĕтетпĕр çеç», — çырнă Ольга хĕрсем мĕнле ташланине видео ÿкерсе. Тĕрлĕ конкурса хутшăнма та пĕрле хатĕрленеççĕ вĕсем. «Çăвать çумăр», «Юлтăн ĕмĕтре» тата ытти юрра куракан патне илсе çитернĕ Ольга хĕрсене хитре ташлас вăрттăнлăхсемпе те паллаштарать. Çакна унăн страницине кĕрсе курмаллах!
Çулталăк вĕçленет. «Эх, авланас килет» юрра шăрантаракан Евгений Кузнецов вара халĕ те çемье çавăрман-ха. Унăн страницине пăхса тăракансем те çак ыйтăва параççĕ ăна. Артист пĕр хитре пикепе юнашар тăракан сăн ÿкерчĕк вырнаçтарнă та: «Хăçан авланатăр?» — çыракан тупăннă. Женя, чăн та, хăçан çемьеленетĕр-ха? Хурав пама васкамасть вăл. Вăхăчĕ çук пулĕ. Ара, Евгений чăваш дискотекисене йĕркелес ĕçе парăннă. Акă çитес вăхăтра Шупашкарти пĕр каçхи клуба хăй вăхăтĕнче паллă пулнă «Апельсин каччисем» ушкăн юрăçисем килмелле. Кун пирки хыпарласах тăрать Евгений. «Апельсин каччисем» тупăннă-им? Вĕсене 100 çул курман, илтмен», — çырнă Татьяна ятлă пике. Евгений ăнлантарнă тăрăх, ку ушкăнăн эксклюзив концерчĕ пулĕ-мĕн. «Ах, суять, ах, суять», — тесе юрлатчĕç «Апельсин каччисем». Суймаççех вĕсем, юлашки вăхăтра кун пек чаплă концерт пулмасть те пуль!
Артистсем мĕнпе апатланаççĕ? Хуравне пĕлес тесен Андрей Шадриковăн страницине кĕрсе пăхăр. Çамрăк юрăç хăвăрт пиçекен лапшапа ÿкнĕ сăн ÿкерчĕк айне çапларах комментари хăварнă: «Ку артистсен апачĕ». «Выçлăх кунĕ çитрĕ-им?» — интересленнĕ унран. «Хăвăрт пиçекен лапша илмелĕх çеç юрламастăр пуль ĕнтĕ»», — çырнă Андрейăн страницине пăхса тăракансенчен пĕри. Тухтăрсем çак апата çини сывлăхшăн сиенлĕ пулнине пĕрре мар палăртаççĕ. Спортпа туслă тăк веçех лайăх пуласса çирĕплетет Андрей Шадриков. Петр Ермолаев, Полина Борисова, Андрей Смирнов юрăçсемпе гастроле кайсан урама тренажерсем патне тухнă вăл. «Эсир Пушкăртстана спортшăнах кайнă-им?» — кăсăкланаççĕ артистран. «Ним тума пĕлменнипе чупма пуçларăмăр», — хуравланă Андрей. Малалла вулас...
Çăлтăрсен Инстаграмри страницисене Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ тишкернĕ.
Комментари хушас