Комментари хушас

15 Чÿк, 2018

Çемье психологĕ те пулма тивет

Раççейре саккăрмĕш хут «Халăх участковăйĕ» конкурс иртнĕ. Чăваш Ен чысне кăçал Леонид Сазонов хÿтĕленĕ. Çак ята онлайн сасăлав пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх çĕнсе илнĕскер 13 çул службăра тăрать. Вĕсенчен 8-ăшне участковăйра тăрăшать.

Алексей Московский гитара калама вĕрентнĕ. Хастар участковăй Елчĕк районĕнчи Кÿлпуçра ÿснĕ. Йĕрке хуралçи шкулти пуçламăш классенче вĕреннĕ чухне ÿнерçĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Киçтĕке те алăран яман, спортпа та кăсăкланнă, йĕлтĕр сырса чупнă. Ÿснĕçемĕн ăмăрту-олимпиадăна тăрăшса хатĕрленнĕ, ÿнер тĕнчи хыçалти плана юлнă.

Ашшĕ Александр Иванович клубăн илемлĕх ертÿçи, ăста баянист пулнă. Вăл паллă юрăçпа Вячеслав Христофоровпа пĕрле музыка пĕлĕвне илнĕ. «Халĕ кăмăлтанах çак музыка инструментне алла тытăттăм, анчах вăхăт çителĕксĕр», — палăртрĕ Леонид Александрович. Çапах гитара калама вĕреннех. Ăнсăртран. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вĕреннĕ чухне Алексей Московский юрăçпа общежитире пĕр пÿлĕмре пурăннă. «Вăл гитара каланине ытараймасăр хамăн та хĕлĕхсене вылянтарас кăмăл çуралчĕ», — уçăмлатрĕ Леонид Александрович. Машиностроени факультетĕнче ăс пухнăскер пурнăçне тĕпрен улăштарма шухăшланă. Çамрăклăх çичĕ çунатлă тесе Леонид Сазонов пиркиех каланă пуль. Чун туртман лекцисемпе семинарсене çÿреймен вăл, документсене илнĕ те ЧР ШĔМĕн вĕренÿ центрне çитнĕ.

Ленин проспектĕнчи 28-мĕш çуртри пункт. Лаша пуласси тихаран паллă тенĕ. Хăвăл Çырма шкулĕнче вĕреннĕ Леонид Александрович çемьере асли пулнă. Хыççăнхисем — йăмăксем. Мĕн пĕчĕкрен яваплăха туйса ÿсни те пурнăç сукмакне суйланă чухне витĕм кÿнех-тĕр. Шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлесси пирки шухăшланă-ши? «Аттен шăллĕ шалти ĕçсен пайĕнче вăй хуратчĕ. Час-часах хăнана формăпа килетчĕ. Ăна çăвар карса итленĕ чухне хам та вăрă-хурах хыççăн чупнине куç умне кăлараттăм», — аса илчĕ участковăй. Ĕмĕтленни пурнăçланатех.

2005 çулхи раштав уйăхĕнче Леонид Сазонов ЧР ШĔМĕн патрульпе пост службин ретне тăнă. Икĕ уйăха яхăн урамри йĕркелĕхе сыхланăскер ШĔМĕн Чулхула академийĕнче куçăн мар майпа пĕлÿ пухнă. Диплом алла илмесĕрех следовательте ĕçлеме пуçланă. Опытлă ĕçтешсемпе тăрăшни ĕçре пулăшнине палăртать вăл. «Вĕсем вĕрентсе калани халĕ те асрах. Чылайăшĕ халĕ тивĕçлĕ канура», — терĕ Леонид Александрович. 2010 çулта йĕрке хуралçине участок шанса панă. Хула варринчи тĕп урамсенче вырнаçнă çуртсенче пурăнакансем хăйсен ыйтăвĕсемпе Ленин проспектĕнчи 28-мĕш çуртра вырнаçнă пунктри 2-мĕш участока çитеççĕ. «Çынсем тĕрлĕ ыйтупа килеççĕ. Хулан ытти районĕпе танлаштарсан, манăн участок лăпкă. Организацисем сахал, 4-5 хутлă çуртсенче ытларах ватă çынсем пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне аван паллаççĕ. Вĕсенчен ыйтса пĕлме те çăмăлрах. Анчах ĕç ансат тесе те калаймăп. Учетра — психиатри больницисенчен тухнисем, эрех-сăра сыпсан харкашакансем…

Участковăйĕн тепĕр чухне çемье психологĕ пулма тивет. Харкашусем ытларах чухне упăшки е арăмĕ ĕçлеменнине пула сиксе тухаççĕ. Арçынсем те арăмĕсем çине шалăп çыраççĕ иккен. Темиçе кунранах заявление каялла илме килеççĕ. «Хĕрÿлентĕмĕр, шухăшламасăр турăмăр. Халĕ мирлешрĕмĕр», — текенсем тем чухлех. Саккун ирĕк панă чухне хамăрах ыйтăва татса паратпăр. Çивĕч лару-тăрăва миравай суд пăхса тухать», — сăмаха малалла тăсрĕ участковăй.

Чечняра чăваш юрри тунсăха сирнĕ. 2011 çулхи раштав уйăхĕнче Леонид Александрович Чечня Республикине командировкăна çул тытнă. Çитсенех – инкек. Сазоновăн çывăх юлташĕпе ĕмĕрлĕх сыв пуллашма тивнĕ. «Çул айккипе утаттăмăр. Эпĕ маларах пыраттăм. Кăшт кая юлнă тусăмсене автомашина çапса хăварнă. Темиçе кунран унăн чĕри тапма чарăнчĕ», — аса илчĕ полицейски. Çитнĕ-çитмен çакнашкал инкек пулса иртни сисчĕвлĕрех пулма хистенĕ.

Ют тăрăхра вăхăт вăрах шăвать. Пушă вăхăта хаваслăрах ирттермешкĕн отряд уяв умĕн концертсем хатĕрленĕ. Леонид Александрович Алексей Шадриковăн тата «Çăлкуç» ушкăнăн юррисене шăрантарсан: «Мĕн тери илемлĕ чĕлхе сирĕн! Шăнкăр-шăнкăр шыв юххи евĕр», — тĕлĕннĕ чăвашла пĕлмен йĕрке хуралçисем. Юратнă мăшăрĕ Надежда та тĕрев панă. Унпа кашни каç телефонпа калаçса чунне уçнă.  Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Леонид САЗОНОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.