Комментари хушас

8 Чÿк, 2018

Тимĕр вăййи вăя тĕрĕслет: пултаратăн е çук

Чÿк уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче Шупашкар тимĕр вăййине юратакансен тĕп хули пулса тăчĕ. «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир иртрĕ. Кăçал мастерсен ăмăртăвне маунтинбайк центрĕ йышăнчĕ. Ăна «Хыпар» никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă.
Турнира Чăваш Енрен, Пушкăртстанран, Кировран, Санкт-Петербургран, Чулхуларан, Мордовирен, Ульяновскран, Волгоградран, Тутарстанран, Самартан, Мари Элтан 220 ытла спортсмен пухăнчĕ. Спорт уявне ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов, спорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Эльвира Матренина, ЧР кире спорчĕн федерацийĕн председателĕ Юрий Карпов, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, ветеринари наукисен докторĕ Николай Кириллов профессор, РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Сергей Кириллов, Чăваш наци конгресĕн вице- президенчĕ Анатолий Ухтияров хутшăнчĕç. Уява «Дуняша Стайл» фолк-ушкăн илем кÿчĕ.

Чи вăйлă хĕрсем

Тимĕр вăййипе туслă хĕрсенчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Вĕсен хастарлăхĕпе пултарулăхĕн шайĕ хăш чухне арçынран та пысăкрах. Акă Европа тата тĕнче ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçине Анастасия Александровăнах /тренерĕ — Борис Глинкин/ илер. Кăçал пире вăл каллех савăнма сăлтав тупса пачĕ. Куславкка районĕнчи Тĕрлемес хĕрĕ 24 килограмлă кире пуканне 184 хут çĕклесе спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативне пурнăçларĕ.
Санкт-Петербургри Анастасия Лазарева пирĕн турнирта пĕрремĕш хут 24 килограмлă икĕ снаряда тĕртрĕ. Çак категорире РФ спорт мастерĕн нормативне тултарчĕ. Кире спортĕнче ăна çамрăккисен йышне кĕртеççĕ, ку секцире вăл çулталăк каялла кăна ăсталăха аталантарма тытăннă. Настя — йывăр атлетика паттăрĕ. Темиçе пăтлă штанга йăтса чылай ăмăртура вăй виçнĕ, анчах пьедестал çине çĕкленеймен. Çавăнпа фитнес клубĕн тренерĕ кире пуканĕ йăтма тытăннă. Кăçал вăл вăрăм циклта тĕртсе тĕнче чемпионĕ пулса тăнă. Ют çĕршывсенче ку хăнăхтарăва /икĕ кире пуканне йăтасси/ хĕрсем хăнăхнă ĕнтĕ, Раççейре вара вăй илсе кăна пырать.
63 килограмлă виçере помост çине спортăн тĕнче класлă 3 мастерĕ тухрĕ: Питĕрти Александра Васильева, Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче çуралса ÿснĕ Джанита Щербина тата Кироври Елена Матвеева. Тĕнче тата Раççей чемпионачĕсен кăçалхи çĕнтерÿçине А.Васильевăна çитекенни пулмарĕ. «Пирĕн çĕршыври турнирсенче мала тухма йывăртарах. Унта яланах чи вăйлисем хутшăнаççĕ. Тĕнче ăмăртăвĕнче çăмăлрах. Кăçал АПШ, Украина, Казахстан тата Беларуç спортсменĕсемпе кĕрешрĕм», — терĕ аслă шкулта ĕçлекен çамрăк хĕрарăм. Хăй вăхăтĕнче теннис кортĕнче ăсталăха аталантарнăскер кире пуканĕ йăтакансемпе паллашнă, вĕсем пултаруллă хĕре хăйсем патне илĕртнĕ.
Джанита ку хутĕнче пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарчĕ. Пĕр ача амăшĕ «Хыпар» турнирĕнче çĕнĕ çын мар ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра Питĕрти çар чаçĕнче службăра тăраканскер çулсерен тăван тăрăха таврăнать. Унăн мăшăрĕ Олег Щербин арçынсен ушкăнĕнче яланхи пекех чи лайăх результат кăтартрĕ. Шел те, Джанитăн йăмăкĕ Августина Павлова хăйĕн виçинче призерсен йышне кĕреймерĕ. Питĕрти аслă шкулта вĕренекенскерĕн сумлă спортсменсемпе тупăшма тиврĕ.

17-рех — Европа чемпионĕ

Арçынсен ушкăнĕнче чи йывăр виçере /85 килограмран йывăртарах/ абсолютлă чемпион ятне Кироври Егор Демышев çĕнсе илчĕ. Вăл хăйĕнчен аслăрах пăхаттирсене парăнтарса икĕ енлĕ кĕрешÿре 253 очко пухрĕ. Егор Чăваш Ене пĕрремĕш хут икĕ çул каялла килнĕ, анчах ун чухне вăл кунтан пушă алăпа кайнă. Кăçал 17- ри каччă Раççей чемпионатĕнче виççĕмĕш кăтартупа палăрнă. Европа чемпионачĕсенче яшсен ушкăнĕнче виçĕ çул ăна çитекенни пулман.
Санкт-Петербургран килнĕ спорт судйи Аркадий Семенов та çамрăк чухне профессионал спортсмен пулнă. 1995 çулта вăл Шупашкарта пĕрремĕш хут пулнă. «Ун чухне кунта кире пуканĕ йăтас енĕпе тĕнче чемпионачĕ иртнĕччĕ. Эпĕ унта пĕрремĕш вырăн йышăнтăм. Тепĕр çул тĕнче рекордне çĕнетнĕччĕ», — аса илчĕ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ. Паян вăл — çĕршывăн пĕрлештернĕ командин тренерĕ. 20 çул иртсен унăн каллех Чăваш Ене килме тÿр килнĕ. Ку хутĕнче — хăйĕн вĕренекенĕсемпе. Сăмахран, унăн воспитанникĕсем Иван Марковпа Николай Кичимаев кăçал тĕнче чемпионатĕнче çĕнтернĕ.
Аркадий Николаевичăн вĕренекенне Сергей Петрова 6 çул каялла ашшĕ кире пуканĕ йăтма хавхалантарнă. «Вăл ăмăртусене питех хутшăнман. Хăй тĕллĕн, сывлăхшăн хатĕрленнĕ», — терĕ радиотехника инженерĕ. 25-ри каччă каланă тăрăх — тимĕр вăййи уншăн чун киленĕçĕ. «Футболла, волейболла выляма юрататтăм, кикбоксингпа туслă пулнă. Пысăк çитĕнÿсене кире пуканĕ йăтса турăм. Кашнинчех помост çине тухса хамăн кăтартусене лайăхлатас килет. Боксра, калăпăр, кампа та пулин тытăçатăн, тимĕр вăййинче хăвăнпа кĕрешетĕн, хăвăн вăйна тĕрĕслетĕн — пултаратăн е çук», — терĕ Питĕр хулин чемпионачĕсемпе кубокĕсен çĕнтерÿçи.

50 çултан — тăван ене

Ăмăртура спорт ветеранĕсем те хастар пулчĕç. Канашри Владимир Понихидкин, Мари Элти Михаил Пекпаев, Çĕрпÿри Вениамин Прокопьев, Патăрьелти Ильгизар Махмутов тата ыттисем малти вырăнсене йышăнчĕç. 50 çултан кĕçĕнреххисен ушкăнĕнче Мускав облаçĕнчи Игорь Шубин палăрчĕ. Вăл Шупашкара мăшăрĕпе пĕрле килнĕ. «Яланах мана хавхалантарса пулăшса пырать. Инçе çула та тухма шикленмест. Çул çÿреме юратать. Чăваш Ене çуркуннех ветерансен ăмăртăвне килесшĕнччĕ, анчах май пулмарĕ. Кире пуканне пĕрремĕш хут 8 çул каялла тытрăм. Заводра ĕçлекенсен вăйлă та патвар пулмалла, спортсăр сывлăха упраса хăвараймăн», — терĕ арçын.
83 çулти Геннадий Бекренев та Волгоградран мăшăрĕпе килнĕ. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнче çуралса ÿснĕскер тăван тăрăхра 50 çул пулман. Ку турнир ăна çуралнă киле таврăнма пулăшнă. Геннадий Николаевич пирĕн çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăннă, çапах кире пуканне алăран яман. «Тимĕр вăййи ватăлма памасть. Эпĕ хама старик пек туймастăп. Помост çине тухмалăх вăй-хăват пур-ха», — калаçрĕ хăна.

Тăваттăн — кубокпа

Республика чиккинче — Шăмăршă районĕнче — чăннипех пăхаттирсем пурăнаççĕ. Турнира унтан 5-ĕн килнĕ, вĕсенчен тăваттăшĕ кубокпа грамотăна тивĕçрĕç: Наиль Тепитовпа Андрей Зубарев хăйсен виçе категорийĕсенче 1-мĕш вырăн йышăнчĕç, Эдуард Маркичев — çăмăл, Константин Кусаинов йывăр виçе категорийĕсенче 3-мĕш вырăнсене тухрĕç.
Шăмăршă шкулĕн учителĕ Константин Кусаинов 4 çул каялла нумай енлĕ кĕрешÿ секцине йĕркеленĕ. Унта ачисем те, тĕрлĕ ĕçре тăрăшакан — пурĕ 27 çын — çÿреççĕ. «Секци уçнăранпа çитĕнÿсем чылай турăмăр. Призерсен йышĕнче ачасем те пур. Хăшĕ-пĕри ÿсĕмне кура мар çитĕннĕ çынсемпе тан кире пуканĕ йăтать. Сăмахран, кăçал Шупашкарта ака уйăхĕнче иртнĕ Чăваш Ен кубокĕнче 7-мĕш класра вĕреннĕ Дарья Краснова хĕрарăмсемпе тан кире пуканĕ çĕклесе пĕрремĕш разряд çĕнсе илчĕ, 11-мĕш класс каччи Максим Пустынин вара арçынсенчен юлмарĕ», — хавхаланса каласа пачĕ Константин Кусаинов.
Кăçал Пĕтĕм Раççейри турнирăн тĕп судйи пулма РФ тава тивĕçлĕ тренерне Сергей Кириллова çирĕплетрĕç. Куславкка районĕн хисеплĕ гражданинĕ каланă тăрăх — спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативне — 2, РФ спорт мастерĕн ятне — 4, спорт мастерĕн кандидачĕн ятне 4 çын пурнăçларĕ. Помост çине унăн вĕренекенĕсем те тухрĕç. Дмитрий Дубровин, Антон Коляков, Владимир Петров хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ, Алина ИЗМАН.

«Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнира йĕркелеме пулăшнăшăн спонсорсене «Брикс» суту-илÿ çурчĕн генеральнăй директорне Кирилл Ермолаева, «АККОНД» фирмăн генеральнăй директорне Валерий Иванова, Чăвашпотребсоюз председательне Валерий Павлова, «Комплекс» строительство фирмин директорне Валерий Гордеева, «Тароупаковка» обществăн генеральнăй директорне Олег Таланова, «Белкофф» обществăн коммерци директорне Олег Толстова, «Дент-а-Мед» клиникăн тĕп врачне Юрий Зорина, Куславкка районĕнчи «Энежč» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Василий Семенова, «Адамант» юридици фирмин генеральнăй директорне Александр Тимофеева, «Спорттовары» лавккасен сечĕн ертÿçине Дмитрий Александрова, Патăрьел районĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Решит Санзяпова, Вăрмар районĕнчи хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Владимир Иванова тав тăватпăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.