Йывăрлăхсенчен... интернета тараççĕ

6 Раштав, 2018

Шурлăх евĕр çăтакан интернетра халĕ такама та курма пулать. Ача-и, аслă ăрури çын-и — унăн серепинчен никам та хăтăлаймасть. Çынсем унта мĕншĕн ытларах ларма тытăнчĕç? Сăлтавĕсем, паллах, тĕрлĕрен. Тепĕр чухне интернета кĕрсе тухмасан чун канманнине, вăл ăнсăртран сÿнсен тарăхнине туятăр-и? Мĕн ку? Интернетсăр пурăнайманни е сиенлĕ йăла çеç? Шăпах çак ыйтусем тавра калаçрăмăр Анна Базилевская психологпа, гештальт-терапевтпа.

Шалти пушăлăха тултарасшăн

— Паян ăçта пăхатăн — урамра, транспортра — çынсем телефон, планшет тытса тăраççĕ. Темĕн пăхаççĕ, темĕн шыраççĕ. Тепĕр чухне нимĕн те асăрхамаççĕ вĕсем. Анна Владимировна, ку сиенлĕ йăла е чир? «Интернетсăр пурăнайманни» диагноз пур-и?
— Юлашки вăхăтра çынсем чăн пурнăçран пăрăнма тăрăшнине асăрхама пулать. Çуллахи вăхăтра сăнăр-ха, урамра уçăлса çÿрекен ача сахал. Шкулта тăхтавсенче те коридорта чупмаççĕ, кăшкăрашмаççĕ. Кашни пĕр-пĕр кĕтесре телефонпа тăрать. Ку ашшĕ-амăшĕн айăпĕ тесе шухăшлатăп, ачаранпах хăнăхтараççĕ. Хăйсен пĕр-пĕр ĕç тумалла чухне «тыт, анчах мана ан чăрмантар» тенĕн планшет е телефон тыттараççĕ. Çавна пулах ÿсерехпе пепкисем хаклă йышши гаджетсем туянма ыйтаççĕ. Транспортра та кашниех — телефон серепинче. Çапла, «интернетсăр пурăнайманни» сăмах çаврăнăшĕ пур. Çапах ăна медицинăра çирĕплетмен-ха. Кун пирки шухăшлаççĕ.
— Çыннăн интернетсăр пурăнайманнине мĕнле ăнланмалла-ха?
— Çакна вăл хăех палăртаять. Вăхăтăн ытларах пайне, пушă чухне интернетра ларать, чăн пурнăçра юлташĕсемпе калаçасран пăрăнать, палăртнă тĕлпулусем пирки манать…
— Тепĕр чухне интернета ахалех, мĕн пăхмаллине ăнланмасăрах, кĕретĕн. Ку та чир-и?
— Çакна информаци серфингĕ теççĕ. Манăн ăна виçесĕр апат çинипе танлаштарас килет. Апатпа сăйланатăн, тăраннине туймастăн. Интернета кĕрсен вара кирлĕ-и, кирлĕ мар-и — информаци шыратăн. Шалти пушăлăха мĕнпе те пулин тултарассишĕн çунни ку.
— Виртуаллă чирĕн тапхăрĕсене палăртма пулать-и?
— Малтанхи тапхăрта çын юлташĕсемпе хутшăнас вырăнне вăхăта интернета халаллать. Тепĕр тапхăрта çыннăн режим пăсăлать: вăл çывăрма, апат çиме манать. Виççĕмĕшĕ — чи йывăрри, ун чухне çын интернетран пачах уйрăлаймасть.
— Çын тĕнче тетелĕн серепине путнин сăлтавĕсем мĕнре-ши?
— Сăлтавĕ чылай. Ытларахăшĕ психикăпа çыхăннă. Чылай чухне çынсем йывăрлăхсенчен тарасшăн. Вĕсен интерес, юлташсем çук. Мăшăрсăррисем те, хăйсене хăйсем хаклама пĕлменнисем те серепене çакланаççĕ. Вĕсене тĕнче тетелĕнче, чăн пурнăçпа танлаштарсан, вырăн тупма çăмăлрах. Калăпăр, çыннăн пĕр-пĕр тĕллев пур. Ăна интернетра пурнăçа кĕртме çăмăлрах. Чăнлăхра вара çитĕнÿсем тума вăй-хал пулмалла.
 Виртуаллă чир ыттисемпе — эрех-сăрасăр пурăнайманнипе, наркоманипе — пĕр тан тесе калама май пур-и?
— Пулать. Мĕншĕн тесен çын çакă чир пулнине ĕненесшĕн мар, веçех лайăх тесе шухăшлать. Паянхи кун Шупашкарта виртуаллă чирпе кĕрешекен ятарлă центр çук. Раççейре те сахал, Мускавра тата Питĕрте пуррине çеç пĕлетĕп. Тĕрĕссипе, ку амака сиплесси анлă сарăлман-ха. Японире, сăмахран, хăйне евĕр кĕрешеççĕ. Çын ятарлă центрта 2 эрне ирттерет. Унăн ятарлă режим: ирхине вăранать те тĕрлĕ хускану тăвать, тата ытти… Унтан специалистсем ăна 30 вольтлă ток вăйĕпе сиплеççĕ. Чылайăшне ку меслет килĕшмест. Ытти çĕршывсенче, паллах, урăхла. Унта унашкал мелпе усă курмаççĕ.

Çăмăлрах пек туйăнать

— Нумайăшĕн ĕçĕ интернетпа тÿррĕн çыхăннă. Вăл хăй сисмесĕрех чирлеме пултарать-и?
— Çапла. Калăпăр, çыннăн ĕç кунĕ вĕçленнĕ, вăл килне таврăнать. Анчах сăлтавсăрах тенĕ пекех каллех интернета кĕрет. Ку чире куçаять.
— Тĕрлĕ мессенджерсем те — вайбер, ватсап — модăна кĕчĕç. Çынсем унта кунĕпе çырусем вĕçтереççĕ.
— Çакна ăнланмастăп: çынна курмасăр, вăл мĕн туйнине пĕлмесĕр кунĕпе мĕнле çырăнма пулать? Шăнкăравласа 2-3 минут калаç е тĕл пул. Ку мессенджерсемпе ĕçре те усă кураççĕ, чат йĕркелеççĕ. Хăйсем пÿлĕмсенче лараççĕ те пĕр-пĕрин патне çырусем вĕçтереççĕ. Çапла пурнăç чухăнланать тесе шухăшлатăп. Стена леш енчи çынпа çырăнса ларни — абсурд. Çакă пĕчченлĕх патне илсе çитерет.
— Анна Владимировна, халĕ виртуаллă хутшăну пурри те вăрттăнлăх мар вĕт. Кун пирки мĕн шухăшлатăр?
— Виртуаллă хутшăну анонимлă. Чылай çын хăйĕн чăн ятне палăртмасăр çыхăну тытма пултарать. Çакă ăна хăйĕн сăмахĕсемшĕн явап тытасран хăтарать. Çынсем мĕншĕн интернетра хутшăнаççĕ-ха? Вĕсем вăтанаççĕ, иккĕленчĕклĕ. Чăн пурнăçра хутшăну йĕркелеймеççĕ, савни тупаймаççĕ. Пĕччен пулас мар тесе шăпах çавнашкал хутшăнăва суйлаççĕ те.
— Çапах, интернетра паллашса, çыру çÿретсе çемье çавăракансем те пур вĕт…
— Чи кирли — çав çемье виртуаллă ан пултăр /кулать./ Эпĕ илтнĕ тăрăх, унашкаллисем те пур. Вăйă пулĕ ку. Çынсем унта çемье çавăраççĕ, çурт туянаççĕ имĕш. Анчах та çак виртуаллă хутшăну чăн пурнăçрине улăштарать. Çынсем çемьеленесрен хăраççĕ çав. Ача çуратма пушшех те. Ку питĕ пысăк яваплăх вĕт. Чăннипе, виртуаллă хутшăну чĕрĕ çынпа калаçнинчен çăмăлрах пек туйăнать. Манăн хевтесĕр ачасемпе скайп урлă та ĕçлеме тивет. Чăн пурнăçра тата интернетра вĕсене расна йышăнатăн.
— Хăвăр пата консультацие çитекенсем пирки каларăр. Сăмах май, интернетсăр пурăнайманнисем пыман-и?
— Чи малтан çакна палăртмалла: пĕр- пĕр чирпе аптăракансем нихăçан та хăйсем килмеççĕ. Е вĕсен тăванĕсем, е юлташĕсем психологран пулăшу ыйтаççĕ. Ачисем çĕрĕпе интернетра ларнипе, вăйă вылянипе пăшăрханса ашшĕ-амăшĕ пыркалани пулнă-ха. Пепкисен кăмăл-туйăм тÿрех улшăнать-мĕн, тарăхса «вĕреме» кĕреççĕ.
— Интернетра нумай ларни шăпах çакăн патне илсе çитерет пулĕ?
— Паллах. Ку усал йăла психикăна улăштарать. Çын чăн пурнăçпа интернетрине арпаштарма тытăнать.
 Халĕ урăх ÿкерчĕк те куратпăр — аслă ăрурисем хăйсем те тĕнче тетелĕнче нумай вăхăт ирттереççĕ. Сирĕн шухăшпа, камсем — ачасем е çитĕннисем, хĕрарăмсем е арçынсем — «интернет чирĕпе» аптăрама пултараççĕ?
— Ачасем пулĕ. Вĕсен психики çирĕпленмен- ха. Анчах аслисем те çак чирпе аптăрамĕç темелле мар.
— Унччен интернет пирки вуçех пĕлменнисем те соцсетьсенче регистрациленме тытăнчĕç. Тен, вĕсем çамрăксенчен юласшăн мар?
— Тен, çапла та. Вĕсен кăсăклăх пур пулĕ. Аслисен те хăйсене кăтартас килет.

«Нарциссем йышланчĕç»

— Юлашки вăхăтра интернетра кашни утăмĕ пирки пĕлтерсе тăракансем йышланчĕç. Ăçта каяççĕ — çакна сăн ÿкерсе страницăна вырнаçтараççĕ. Пĕрисем, блогерсем, кунпа укçа тăваççĕ-ха. Анчах тепĕр пайĕ ытларах чухне мухтанасшăн çуннă пек туйăнать…
— Укçа туса илесси те чире куçма пултарать- ха. Кашни утăмĕ пирки пĕлтерсе тăракансем, селфи тăвакансем — хăйсене хăйсем хаклама пĕлмен çынсем. Вĕсем лайăх пурăннине, телейлĕ пулнине кăтартасшăн. Çапла майпа хăйсене тимлеттересшĕн. Хальхи вăхăтра «нарциссем» йышланчĕç. Вĕсемшĕн чи кирли — хăйсене кăтартасси, тимлеттересси.
 Ытларах чухне хăйсене питĕ юратакансем селфи тăваççĕ тенине илтнĕччĕ. Çитменнине, вĕсем çав сăн ÿкерчĕке илемлетмелли тĕрлĕ программăра улăштарса вырнаçтараççĕ.
— Селфи тăвакансем хăйсене юратаççĕ тесе çирĕплетме йывăр. Тен, вĕсем çав ÿкерчĕке вырнаçтарса çынсем хăйсене юратнине ĕненесшĕн? Вара хăйсене ытларах хаклама тытăнаççĕ. Ку проблема, тен, ачаранпах пырать? Сăн ÿкерчĕке программăра улăштарни пирки калас тăк… Çынсем хăйсене мĕнле пур çапла йышăнмаççĕ. Сăн ÿкерчĕке илемлетсе лайăхрах кăтартасшăн.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА калаçнă. Анна БАЗИЛЕВСКАЯ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.