Комментари хушас

29 Чÿк, 2018

Вăрçăран сывă таврăнма пирĕшти пулăшнă

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ. Каç. Шупашкарти пĕр путвалта икĕ арçын ача тĕмсĕлсех радиоприемник юсаççĕ. Лешĕ чашлатать çеç. «Паян нимĕç çарĕсем Совет çĕрĕ çине тапăнса кĕчĕç...» — сасартăк динамикран илтĕннĕ сасă шартах сиктерчĕ туссене. Хăрушă хыпара илтсен çурăм тăрăх сивĕ чупрĕ. Çамрăкскерсем часах килелле васкарĕç...

Тăшмана хирĕç — Жуковпа пĕрле

Туссенчен пĕри — халĕ Шупашкарта кун кунлакан Константин Шевнин. Вăрçă нушине вăл пуçланнă кунран тытăнса мĕн вĕçлениччен курнă, тÿснĕ. 94 çултискершĕн чи хăрушши — Берлиншăн юн тăкнă кунсем. Куç умĕнчех çамрăк салтаксен пурнăçне татнă тăшман пульли ĕмĕр асра. Рейхстага штурмланă операцие хутшăннăскер ăна парăнтарнă хыççăн фашистсен «йăвин» стени çинче «Эпĕ Атăл хĕрринчи Чăваш Енрен» тесе чĕрмеленĕ. «Тăшмансен пĕтĕм çарĕ тенĕ пек Берлина хÿтĕлерĕ. Эпĕ Георгий Жуков маршал ертсе пыракан çарсенчен пĕринче фашиста хирĕç кĕрешрĕм. Вăл питĕ ăслăччĕ. Черетлĕ хут Рейхстага тапăнма хатĕрлентĕмĕр ун чухне. Пĕтĕм çарсен каçхине тÿпери самолетсене çутатса асăрхама май паракан лайăх прожекторсем пурччĕ. Георгий Константинович вĕсене пухма хушрĕ, малти позицисене вырнаçтартăмăр. Ретĕн-ретĕн танксем, «Катюшăсем» тата артиллеристсем тăрса тухрăмăр. «Вăрттăн сехетре», палăртнă вăхăтра çур çĕр иртнĕ 3-4 сехетсенче тапăнса кĕтĕмĕр. Пĕтĕм прожектора харăсах çутрăмăр, нимĕç салтакĕсем курми пулчĕç. Хыççăн артиллери, «Катюшăсем» ĕçе пуçăнчĕç... Рейхстага питĕ вăйлă хÿтĕлерĕç тăшмансем. Ун çывăхне пыма май та çукчĕ, таврашĕпе йĕплĕ пралук карнă, çитменнине чăнкă бетон çыранлă юхан шыв тепĕр енне каçма чăрмантарчĕ. Хырăмпа шуса вăрттăн çывхарас — çавăнтах персе вĕлереççĕ. Нумай салтак пуç хучĕ çав тытăçура. Каярах та, Çĕнтерÿ ялавне Рейхстаг тăррине вырнаçтарсан та, нимĕç салтакĕсен пульлисем шăхăрма чарăнмарĕç. Çуртсенче, путвалта, тăрă айĕнче пытаннăскерсем хăйсене тĕп тунине пĕлмен. Хам сывă юлнине пысăк ăнăçу тесе шутлатăп. Вăрçă хыççăн кун пирки те сăмах илтме тиврĕ. «О, эсĕ чĕрĕ юлнă, эппин вăрçăра пулман!» — теме хăятчĕç. Ун йышшисем Совет союзĕ арканнă хыççăн уйрăмах нумайланчĕç. Пурте пуç хуман-çке, ырă-сывă таврăнакансем те пулнă», — синкерлĕ кунсене куç умне кăларчĕ ветеран. Çĕнтерÿ ялавне Рейхстаг çурчĕ çине вырнаçтарнине те курнă вăл, Аслă Çĕнтерĕве халалланă пĕрремĕш парада хутшăннă. Вăл
çу уйăхĕнче мар, авăн уйăхĕнче иртнĕ. Германире йĕркеленĕскерте Совет, Америка, Франци, Англи çарĕсем утнă. Берлина парăнтарсанах тăшмансем хĕç-пăшалне пăрахнă. Вĕсене Совет çĕрĕ çине арканнă хуласемпе ялсене çĕклеме ăсатнă. Константин Григорьевич каласа кăтартнă тăрăх, пирĕн çĕршывра чылай нимĕç ĕçленĕ. Шупашкарта çак наци хĕрарăмĕсен тата арçынĕсен колонийĕсем вырнаçнă пулнă.
Çăмăл мар пурнăç Константинăн кăмăл-
туйăмне ачаранах çирĕплетнĕ. Сĕнтĕрвăр-
ри хулинче кун çути курнăскер пилĕк çулта
çемйипе Шупашкара куçса килнĕ. «Эпĕ тума
пĕлмен ĕç çук та пулĕ», — терĕ ватăскер.
Ашшĕ кимĕсем тăвас енĕпе вăй хунăран
Костьăна çак ăсталăха хăнăхтарнă. Шкула
иккĕмĕш сменăна каймалли чухне те тăра-
ниччен çывăрмашкăн май килмен, шуçăмлах
ашшĕпе пĕрле катерсем ăсталама васка-
нă. Çитĕнсен хăй аллипе хатĕрленĕ кимĕпе
мăнукне Атăлта ярăнтарнине те каласа кă-
тартрĕ ĕçтешĕсенчен «Кулибин» ята илтнĕ-
скер. Чылай карап макечĕ хăйĕн хваттерĕнче
упранать, унсăр пуçне — картинăсем. Хăй вă-
хăтĕнче Константин ÿнерçĕ профессине алла
илес ĕмĕтпе çунатланнă та... анчах пĕтĕм
пурнăçĕ çарпа çыхăннă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.