Комментари хушас

Кăçал халăхра пĕр юрă анлă сарăлчĕ. Ăçта ан кай — машина салонĕнчен те, юбилей-туйра та — «Эпĕ мар» юрлани илтĕнет. Çапла чăваш эстрадине Владимир Егоров вирхĕнсе кĕчĕ. Ку юрра çулталăк каялла интернета вырнаçтарнă хыççăн çамрăк юрăçа концертсене йыхравлама тытăннă, ăна уявсенче савăнтарма та чĕнеççĕ. «Эпĕ мар» хит хыççăн Владимирăн «Сарă хĕр» юрă та кун çути курчĕ. Интернетри пĕр соцсетьре çамрăкăн пултарулăхне хĕрÿ сÿтсе яваççĕ. «Унăн юррисем мар вĕсем», — çапларах çыракансем те тупăнчĕç…
Шăпах çак юрăç тавра сăмах пуçарма ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, 500 яхăн юрă кĕввин авторĕ Анатолий Никитин композитор редакцие çитни хистерĕ. Унăн аллинче сарăхнă хут листисемпе тулнă папкăччĕ. Хуплашки çинче «1995-1999» çырнă. Хутсенчен пĕрне алла тытма, сăн ÿкермех май пулчĕ. Унта нотăсем, 4 çаврăм сăвă. Ячĕ — «Мана мар», кĕвви — «А.Никитинăн, сăвви — А.Ильинăн», — палăртнă. Çак юрă вара кăçал çеç хит пулса тăнă. Анчах çынсем ăна пачах урăх ятпа пĕлеççĕ, шăрантараканни те урăх юрăç — Владимир Егоров. 

Чăваш эстрадине кам пăлхатать?

«Эпĕ мар» е «Мана мар»? Сăвви халăхран тухнă е авторĕ пурах? Анатолий Никитин валли сăвă çырнă Александр Ильинпа çыхăнма май пулчĕ. Вăл çĕр-çĕр хайлав авторĕ пулнине, «Мана мар» сăвва 1993-1994 çулсенче /унтанпа вăхăт чылай иртнĕ, веçех астуса пĕтерме çук/ çырнине пĕлтерчĕ. Унăн юррисене чылай артист шăрантарнă. Çав шутра — Анатолий Никитин та, Алина Михайлова та, Олег Семенов та… Александр Моисеевич «Мана мар» пирки сăмах тапратсан хутне шыраса тупса сăвă йĕркисене вуласа пачĕ. Анатолий Никитинпа 1994 çулта тĕл пулнине те çырса хунă вăл. Çамрăк юрăçăн Владимир Егоровăн сăмахĕсене — сăвă халăхран тухнине — пĕлтерсен Александр Ильин: «Халăхран тухнă сăвăсем çырма та пултаратăп иккен. Эпĕ ăна юрă тума çырман, Анатолий Никитича килĕшрĕ. Вăл ăна сцена çинче шăрантарнине хам курнă», — шухăшне палăртрĕ сăвăç. <...>

Анатолий НИКИТИН:
— Нумаях пулмасть «Янташ» ушкăн юрăçисемпе гастроле кайсан пулчĕ ку. Çамрăксем чи паллă хит тесе итлеттерчĕç те — вăл манăн репертуарти юрă пулнине ăнкартăм. Эпĕ ăна 20 çул ытла каяллах юрланă: концертсенче те, «Янташ» ушкăнпа тĕрлĕ региона — Пушкăртстана, Тутарстана, Чĕмпĕр, Тюмень облаçĕсене — гастрольсене çÿренĕ чухне те. Халĕ ăна улăштарнă. Аранжировкине хатĕрленĕ Константин Рязанов унран «канфет» тунă. Эпĕ шăрантарнă юрăра — 4, Владимир Егоровăн 3 çаврăм. Хăш-пĕр çĕрте сăмахĕсене улăштарнă. Манăн иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсен варринче синтезатор пурччĕ, ăна çавăнпа юрлаттăм. Кайран профессионал аранжировщикпа Иван Пилипчукпа аранжировка хатĕрленĕччĕ. Çав юрра радиора та янăраттаратчĕç. Кассетăра та пурччĕ. Тен, кам та пулин çавна туяннă та халĕ çĕнĕрен юрлас тенĕ? Анчах манăн сăмахсене ĕнентерме нотăсемпе текст хучĕ пур. Сăввине пĕлĕшĕм Александр Ильин çырнă. Вăл чылай сăвă илсе пынăччĕ, вĕсенчен виççĕшне суйларăм. Пĕри шăпах «Мана мар» юрă пулса тăчĕ. Теприне, «Ан çиллен» ятлине, «Янташ» ушкăн паянхи кун та шăрантарать. Владимир Егоровпа калаçма тÿр килчĕ. Вăл çак юрă — кĕвви те, сăвви те — унăн пулнине уççăнах калама пултарнине пĕлтерчĕ. Ăна ватă çынсем юрланă, халĕ вăл шыраса тупнă имĕш. Ку ĕç-пуç мĕнпе вĕçленессе калама пултараймастăп. Никампа та вăрçăнас килмест. Эпĕ харкашса çÿрекен çын мар. Владимир Егоровăн хăйĕн йăнăшне мĕншĕн йышăнас мар? Каçару ыйтсан, ку юрра питĕ юрлас килет тесен эпĕ хирĕç пулмăттăм. Пурăннă чухне хамран тăрăхлаттарас килмест. Тĕрĕслĕхе халăхăн пĕлмеллех. Хамăн юристпа канашларăм, сăмахпа калаçса вĕçĕ-хĕррине тухаймасан саккуна хÿтĕлекенсенчен пулăшу ыйтма тивет.

Владимир ЕГОРОВ:
— Эпĕ шăрантаракан юрă тăван Хĕрлĕ Чутай районĕнчен тухнă. Ăна иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех юрланă. «Эпĕ мар» юрă халăх патне тухнăранпа çулталăк çурă иртрĕ, хит пулса тăчĕ. Халĕ ав пурте тупăнчĕç… Анатолий Никитин ку унăн юрри пулнине калакан пиллĕкмĕш çын. Сăмахран, Валентина Телей шăнкăравланăччĕ. Анатолий Никитин каланă тăрăх, ку хăй хатĕрленĕ юрă. Хĕрлĕ Чутай районĕнче 1995 çулта концертра юрланине те асăнчĕ. Эпĕ çавăнта хутпа, ручкăпа пырса сăмахĕсене çырса илнĕ имĕш. 2 çулти ача çакна тăвайĕ-ши? Ку юрра пирĕн асаннесе-мех юрланă, сăвă йĕркисене эпĕ унчченех тупнă. Тăватă çаврăм мар унта, улттă. Авторĕ кам пулнине никам та пĕлмест. Хăй вăхăтĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Александр Зиновьев та шăрантарнă. Эпĕ тăван района кайса çак юрра хăçан юрланине, вăл ăçтан тухнине пĕлекен çынсене тупма хатĕр. Нотăсем пирки калас тăк… Вĕсене ĕнер те çырма май пулнă. Ку юрă манăн тесе каланă эпĕ. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен аранжировка тутарнă, укçа тÿленĕ. Анатолий Никитин халĕ мĕн тăвасшăн? Манăн сирĕнпе вăрçăнас килмест терĕм. Вăл çак утăма мĕншĕн тунине те пĕлетĕп. Унăн çак юрра хăйĕн юрлас килет. Пĕр япалана кăна ăнланмастăп. Сăвă авторĕ пур тет. Эпĕ те ун пек пултараятăп. Района пĕр-пĕр яла кайсан «Атя- ха», — тесе пĕр çынна тупма, вăл «Çапла, эпĕ çак юррăн авторĕ» теме пултарать. Чи малтан нотисене экспертизăна ямалла. Тата Анатолий Никитин çак юрра 1995 çулта чăнахах юрланине çынсенчен ыйтса пĕлмелле.

www.hypar.ru

Ирина СТАНИСЛАВСКАЯ. Автор тата vk.com сайтри сăн ÿкерчĕксем.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.