Пирĕн тĕпчев
Çынсем шыва кĕме кăмăллаççĕ, Анчах тренажерсенчен ютшăнаççĕ
Икĕ хĕрарăм калаçăвне итлеме тÿр килнĕччĕ. «Шывра ишме кăмăллатăп, бассейна çÿретĕп. Кăнтăрлахи вăхăтра унта пĕчченех чăмпăлтататăп, никам та кансĕрлемест. 1-2 çын кăна хушăран килкелет. Абонемент туянас тетĕп-ха. Пĕрмай çÿренипе укçа-тенкĕ нумай тăккаланать», — сăмахларĕ пĕри. Шухăша кайрăм: бассейна кăнтăрла никам та çÿремест-им? Тренажер залĕ те пушах-шим? Çак ыйтусен хуравне тупас тĕллевпех республикăри физкультурăпа спорт комплексĕсене çитсе килтĕм.