Çынна тумне кура кĕтсе илеççĕ

Паянхи чăваш тухьяна — хĕрĕн, хушпăва хĕрарăмăн тăхăнмаллине мĕншĕн пĕлмест?

Сцена тумĕ пĕрисемшĕн — илемпе килĕшÿ тĕнчине уçакан çул, теприсемшĕн — сăнар тумалли хатĕр. Чăваш мĕн авалтан кашни эреше пĕлсе-ăнланса тĕрленĕ, пĕлтерĕшне кура вăл е ку тума тăхăнса çÿренĕ. Шел те, йăла-йĕрке манăçать — паян сцена çине 70 çулти хĕрарăм та тухьяпа тухма пултарать.  Мĕншĕн çапла пулса пырать-ха? Паянхи кăларăмра шăпах çакăнпа çыхăннă ыйтусене тишкерер.

Ăста хăй çеç ăнланакан чĕлхе

Халăх тумĕ — пирĕн культурăн асамĕ. Вăл чăваша пурнăç тăршшĕпех халăхпа, çут çанталăкпа татуллă пулма пилленĕ. Тумпа пĕрлех ал ĕç ÿнерĕ аталанса пынă: пир тĕртнĕ, çип пĕветнĕ, тĕрĕ тĕрленĕ, капăрлăх ăсталанă. Музейре е пĕр-пĕр ялти çемье арчинче упранакан тумпа паллашатăн та тĕлĕнетĕн: вĕсенче ĕлĕкхи тата сĕм авалхи культура еткерĕ, ăс-пурлăх асамĕ сийленсе юлнă. Ахальтен-и Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай алли çакăн пек йĕркесем шăрçаланă: «Тĕррĕн пур-çке авалтан, Тахçанхи, Ăсти çеç ăнланакан Хăй чĕлхи… Мĕн калать тĕрĕпеле Натали?»

Чăваш хĕрарăмĕн, пикин, арçынĕн тумĕ… Мĕн пĕлетпĕр эпир, паян пурăнакансем, вĕсем çин-чен? Тухья, масмак, сарă, сурпан, шупăр… Халăхăн чун туртăмне, илемлĕ шухăшлавне хĕрарăмсен капăр тумĕ туллин кăтартать, вăл — ахаль йăла кăна мар, чăваш наци тата тĕнче культурин пайрăмĕ, ÿнер хайлавĕ. Шел те, çак хатĕрсем пĕчĕккĕн манăçа тухса пыраççĕ. Çапах ÿнерçĕсемпе халăх ăстисен, тĕпчевçĕсен, педагогсен, модельерсен тăрăшулăхĕпе виççĕмĕш пин çуллăха та кĕчĕç. Çав тĕлĕнмелле пуянлăха упраса хăварни халăх пуласлăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕнлерех çул-йĕрпе аталанать вăл? Ал ăсталăх предприятийĕсен, модельер- художниксемпе конструкторсен, уйрăм çынсен вăйĕпе, пултаруллă çынсен ăсталăхĕпе. Ал ăсталăх предприятийĕсем халăх тумĕн саккунĕсене тытса пыма тăрăшаççĕ-ха — ĕлкине, тытăмне, эрешлĕхне евĕрлеççĕ.

Модельер-художниксем йышши ÿнер ăстисем иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче палăрнă. Вĕсем чăваш халăх сăнарне театр-эстрада мелĕпе уçса пама тăрăшнă. Сăмахран, Моисей Спиридонов ÿнерçĕ-тĕпчевçĕ нумай вăй хунă. Авалхи евĕрлĕ тумсене калăпланă чухне вăл халăх хавалне тата этноушкăнсен тум уйрăмлăхĕсене шута илнĕ. Çак тапхăрта Чăваш патшалăх хорне тум çĕлесе панă, унччен вăл сцена çине халăхри тумсемпех тухнă. Сцена тумĕсене авалхилле ăсталани килĕшÿллĕ пулнă, анчах пур çĕрте те пĕрешкел, уйрăмлăхсене шута илмесĕр тумлантарас йăла хуçаланма пуçланă.

Специалист мĕн шухăшлать?

Паянхи сцена тумĕн мĕнлерех пулмалла? Ăна хатĕрлес тĕлĕшпе мĕнле йывăрлăхсем тухса тăраççĕ? Çак тата ытти ыйту тавра «Чăваш тумĕ: аваллăхран паянлăха» кĕнеке авторĕсенчен пĕринпе, чăваш тумĕн тĕпчевçипе, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн ăслăлăхпа тĕпчев пайĕн ертÿçипе Геннадий Орков-Ивановпа калаçрăмăр.

— Маншăн та, специалистшăн, питĕ кăткăс тема ку. Пирĕн сцена çине тухмалли тумсем улшăнса кайнă. Тÿрех тепĕр ыйту çуралать: сцена çине мĕнле тухмалла, мĕн кăтартмалла? — ыйту çине ыйту панинчен пуçларĕ хăйĕн сăмахне Геннадий Николаевич. — Е хамăрăн авалхи йăласене çĕнетсе, мăнаçланса? Тата кама кăтартмалла: халăха, ялта пурăнакансене, чиновниксене е хăна-сене? Манăн шухăшпа, чăвашсен сцена çине тухма тĕрлĕ адресат пур. Кукамăшĕн арчинче несĕ-лсен тумĕ упранать тĕк ял çынни хăшĕ тĕрĕссине пĕрре пăхсах пĕлет.

— Апла чиновниксем тума урăхла хаклаççĕ?

— Унашкал йăла пур пирĕн. Калăпăр, пĕр-пĕр конкурс иртет. Фольклор коллективĕнче ватă çын ытларах, чиновниксем вара унта çамрăксене курасшăн, вĕсем валли урăхларах тум кирлĕ теççĕ. Ертÿçĕсем укçине те тупаççĕ, саккаспа çĕнĕ çи-пуç çĕлеттереççĕ — йăлтăр-ялтăррине, ылтăн-кĕмĕл тĕслине, çамрăка илĕртекеннине. Ун пек чухне вырăнти йăла-йĕркене тытса пырасси çинчен шухăшламаççĕ те — илемлĕ кăна пултăр. Малалла вулас...

 

 

Надежда СМИРНОВА. Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.