Archive - 3 Çурла, 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

3 Çурла, 2017

Çĕнĕ çурта куçма ĕмĕтленеççĕ

Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче тĕпленнĕ Тамарăпа Павел Исаевсем çичĕ ачана ура çине тăратаççĕ. Павел Комсомольски районĕнчи Вăрманхĕрри Чурачăк хĕрне паллашсанах куç хывнă. Тамарăн 2 çулти тĕпренчĕк Ксюша пулни те ăна шиклентермен, арçын ăна тăван ачи пекех йышăннă. Кăçал Исаевсем пĕрлешнĕренпе 11 çул çитнĕ.

3 Çурла, 2017

Хăравçăсем парашютпа сикмеççĕ

Сывлăш-десант çарĕсен кунне çулсеренех анлăн паллă туни çак уяв пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартать. Ахальтен-им десантниксене «1-мĕш номерлĕ çар» теççĕ? Вăрçă, хирĕç тăру тухсан унта чи малтан сывлăш-десант çарĕ васкать. «Пирĕнсĕр пуçне никам та!» девиза яланах асра тытакан, кăвак беретлă, йăрăмлă тельняшкăллă патвар каччăсем кирек хăçан та çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр.

3 Çурла, 2017

Икĕ çын шывра путнă

Кăçалхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Тури Панкли ялĕнче пурăнакан 29 çулти арçын юлташĕсемпе пĕве хĕрринче каннă. Хайхискер шыва кĕнĕ чухне варринелле ишсе кайнă. Кăштахран вăл юлташĕсен куçĕ умĕнчен çухалнă. Вĕсем ăна шыранă, анчах тупайман. Унăн виллине шывран тепĕр кунхине кăларнă. Малтанлăха пĕлтернĕ тăрăх, ÿсĕр арçын шывпа чыхăнса вилнĕ.

3 Çурла, 2017

Паркра - бассейнсем

«Шупашкар: 500 çул паркра» çуллахи аква-зона уçăлнă. Вăл «Амазония» этнокомплексра вырнаçнă.

Паркра 5 бассейн уçнă. Вĕсенчен виççĕшĕ — аслисем валли, иккĕшĕнче ача-пăча шыва кĕме пултарать. Бассейнсем ирхи 10 сехетрен пуçласа каçхи 10 сехетчен ĕçлеççĕ. Аслисен шыва кĕнĕшĕн 200 тенкĕ тÿлемелле. 3 çул тултарманнисем тÿлевсĕрех чăмпăлтатаяççĕ.

 

3 Çурла, 2017

Подьезд умне илем кÿнĕ

Хамăр пурăнакан вырăна капăрлатма мĕн чăрмантарать? Çакна тума кăмăл çеç кирлĕ. Элĕкри Парк урамĕнчи 9-мĕш çуртра пурăнакансем ÿркенмен, хăйсем тĕллĕн подьезд умне илем кÿнĕ.

Унта кун кунлакансем Вероника Иванова пуçарăвĕпе клумбăсене чечек лартнă, кил-тĕрĕшре усă курма пăрахнă япаласенчен юмахри сăнарсене ăсталанă. Кустăрма шинисем, пластмасса савăт-сапа, ача-пăча теттисем те капăрлăх кÿме кирлĕ пулнă. Нумай хваттерлĕ çурт умĕнчи илем халĕ иртен-çÿрен кăмăлне те çĕклет.

3 Çурла, 2017

Хальхинче — призерсен йышĕнче

Çак кунсенче Турцире хăлха япăх илтекен спортсменсен хушшинче çуллахи XXIII Сурдлимп вăййисем вĕçленнĕ. Раççей чысне унта чăваш спортсменки Анастасия Мамлина та хÿтĕленĕ. Шупашкарти спортпа адаптаци шкулĕн вĕренекенĕ сăнă ывăтса «бронза» çĕнсе илнĕ.

Маттур хĕр сăнна 45,68 метра ывăтма пултарнă. Çакă ăна призерсен йышне кĕме май панă. Иккĕмĕш вырăна Тайвань спортсменки Ан-Йи Шу йышăннă. Хорватири Лаура Стефаник вара «ылтăн» илнĕ.