Комментари хушас

Сывлăш-десант çарĕсен кунне çулсеренех анлăн паллă туни çак уяв пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартать. Ахальтен-им десантниксене «1-мĕш номерлĕ çар» теççĕ? Вăрçă, хирĕç тăру тухсан унта чи малтан сывлăш-десант çарĕ васкать. «Пирĕнсĕр пуçне никам та!» девиза яланах асра тытакан, кăвак беретлă, йăрăмлă тельняшкăллă патвар каччăсем кирек хăçан та çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр.

Пĕрремĕш хут. Чылай арçын ача парашютпа сикме ĕмĕтленет-тĕр. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпай ялĕнче çуралнă Николай Семенов та шкулта вĕреннĕ чухнех кун пирки шухăшланă. Сывлăш-десант çарĕ илĕртнĕ ăна. Унта юрăхлă пулас тесе вăл кунсеренех хул-çурăмне пиçĕхтернĕ. Футболла, волейболла, баскетболла, теннисла, шашкăлла, шахматла вылянă, хăйне тĕрлĕ енлĕн туптанă. Аттестат илнĕ хыççăн Николай Мускав автомобильпе çул-йĕр институчĕн Шупашкарти филиалне вĕренме кĕнĕ, транспорт юхăмне йĕркелессипе тата унăн хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă специальноçе алла илнĕ. Иккĕмĕш курсра ăс пухнă чухне çывăх юлташне Руслана çуралнă кун ячĕпе парашютпа сикмелли сертификат парнеленĕ, ку Николайăн пурнăçне те çĕнĕ варкăш кĕртнĕ. Икĕ тус вĕçев лапамне пĕрле кайнă. «Парашютпа пĕрремĕш хут сикни нихăçан та асран тухмасть. Ун чухне эпĕ 22 çултаччĕ. Самолет алăкĕ уçăлсанах хумханнипе алă тарларĕ. 950 метр çÿллĕшĕнчен сикмелле вĕт! Парашютпа çĕр çине икĕ минут ытларах антăмăр, анчах ку та пĕрремĕш хут валли çителĕклĕ. Çĕр çине йĕркеллĕ анса çитесчĕ тесе кăна шухăшларăм. Вăл кун çанталăк çиллĕччĕ, çавăнпа йывăртарах килчĕ. Çумра юлташ пурри пăлханăва сирме пулăшрĕ», — пĕрремĕш сикĕмне аса илчĕ каччă.

Инкек. Диплом ĕçне хÿтĕленĕ хыççăн Коля Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Медицина комиссийĕн тĕрĕслевĕ витĕр тухнă чухне ăна сывлăш-десант çарне илмешкĕн çÿллĕшĕ çителĕксĕррине палăртнă. Анчах яш парашютпа сикнине пĕлсен тепĕр хутчен тĕрĕслев витĕр тухма сĕннĕ. Ун хыççăн çеç Николая çывăх çыннисем çара ăсатнă. «Малтан Омскра виçĕ уйăх çурă вĕренÿре пултăм. Тусăмпа Русланпа пĕр чаçе лекни хавхалантарчĕ. Çарта çумра шанчăклă юлташ пулни пĕлтерĕшлĕ. Çанталăк сивĕччĕ. Пĕр каçхине хăрушă инкек пулчĕ. Çĕрле эпир пурăнакан тăватă хутлă казармăн пĕр пайĕ йăтăнса анчĕ. Чылайăшĕ аманчĕ, 24 çамрăк пурнăçран уйрăлчĕ. Эпĕ тÿрех атте-анне патне шăнкăравласа хам чĕрĕ-сыввине пĕлтертĕм. Инкек хыççăн палаткăсенче пурăнтăмăр. Çулла пулсан та çанталăк сулхăнрахчĕ, палаткăра кăмака лартнăччĕ. Автоматран, танкран пеме тăтăшах илсе каятчĕç. Япăх апатлантарни кăмăла пăсатчĕ. Яшкара купăста татăкне тупсан питĕ савăнаттăмăр. Иккĕмĕш блюдо урпа пăттиччĕ. Эпир ăна «дробь 16» теттĕмĕр, мĕншĕн тесен вăл шултраччĕ, катлет та çав кĕрперенехчĕ. Çăкăра пĕр татăк çурă паратчĕç. Пур-çук апата та йĕркеллĕ çиейместĕмĕр, пĕр-икĕ минутранах старшина «Апатланăва вĕçлес!» тесе команда паратчĕ. Сĕтел хушшинчен выçă хырăмпа тухаттăмăр. Салтаксем кĕсйине хура тул пăтти, çăкăр тултарма хăтланнине пĕрре мар курнă. Ара, çиес килет вĕт-ха. Кунне икĕ хытă канфет паратчĕç. Ăна валеçмесен питĕ кулянаттăмăр, мĕншĕн тесен пылак питĕ çиес килетчĕ. Сайра хутра сĕт е кăштах улма-çырла сĕткенĕ паратчĕç. Куншăн та питĕ хĕпĕртеттĕмĕр. Юрать, чаçре пĕчĕк лавкка пурччĕ, унта хăть пĕр шăккалат та пулин туянма пулатчĕ. Килти апата аса илмесĕр пĕр кун та иртместчĕ. «Часрах киле таврăнса анне пĕçернĕ апата тăраниччен çиесчĕ», — ĕмĕтленеттĕм яланах. Эрнекун пирĕншĕн уявччĕ, мĕншĕн тесен çав кун пельмень çитеретчĕç! 5-6-шар хурса парсан та тем пек савăнаттăмăр. Анчах унăн ăшĕнчен аш-какайсăр пуçне çÿп-çап тухма пултаратчĕ. Сăмахран, автомата чĕркемелли вĕрен татăкĕ... Пĕррехинче командира хурса панă пельменрен вак-тĕвек тухрĕ, вăл урса кайнипе апата ывăсĕ-качки урайне ывăтрĕ. Халĕ хĕсметри апат пирки пачах аса илес килмест. Наро-Фоминскра Çĕнтерÿ парадне хатĕрленнĕ чухне кăна çын ретлĕ апатлантарнăччĕ», — каласа кăтартрĕ Николай.

Çĕнтерÿ парачĕ. Каярахпа Чурпай каччине Кострома хулине куçарнă. Десантниксем уçă вырăна, уй-хире час-часах тухнă, палаткăра пурăннă, автоматран пенĕ, минăсем шыранă. «Хĕл иртсен Мускаври Çĕнтерÿ парадне хатĕрленме тытăнтăмăр. Пуш уйăхĕнче пире Наро- Фоминск хулине илсе кайрĕç. Унта мана шăпа кĕтмен парнепе савăнтарчĕ: Руслана тĕл пултăм. Парада икĕ уйăх хатĕрлентĕмĕр, кунсерен стройпа 15-17 километр утма çăмăл марччĕ. Кăмăллă, интереслĕ са-мант та нумай пулчĕ. Канмалли кунсенче Мускава илсе каятчĕç, музейсене, паллă вырăнсене, театрсене çитсе куртăмăр», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи. Костромана таврăнсан нумаях та вăхăт иртмен — çарти йăлапа чаçре дембельсен ротине йĕркеленĕ, Николай та вĕсен йышне лекнĕ. Салтак аттине хывма хатĕрленекенскерсене «дембель аккордне» пурнăçлаттарнă — çывăхри вăрмана тасаттарнă. «Çула тухмалли вăхăт çитсе пынăçемĕн чунра çĕкленÿллĕ туйăмсем çуралчĕç. Çав вăхăтрах çарти пурнăçран, туссенчен уйрăлас килместчĕ. Çывăх çынсемпе телефонпа калаçсан тăван тăрăха каяс туртăм пушшех вăйланатчĕ. Юлашки кун старшинасем пирĕнпе инструктаж ирттерчĕç: «Киле ВДВ-шник мар, чăн-чăн десантник пулса таврăнăр. Эрех-сăра ĕçсе, çапăçса ан çÿрĕр». Манăн пуйăс тепĕр кун каçхи 11 сехетре кăна тапраннăран чылай кĕтме тиврĕ. Вăхăт хăвăртрах ирттĕр тесе хула урамĕпе уçăлса çÿрерĕм, çывăрса та пăхрăм — вăл пурпĕр тимĕр шапа евĕр шунăн туйăнчĕ. Мускава çитсен Русланпа тĕл пултăм, Чăваш Ене пĕрле таврăнтăмăр», — хĕсметри пурнăçа куç умне кăларчĕ десантник. Малалла вулас...

 

Нина ЦАРЫГИНА. Н. СЕМЕНОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.