- Чăвашла верси
- Русская версия
Хальхинче — призерсен йышĕнче
Çак кунсенче Турцире хăлха япăх илтекен спортсменсен хушшинче çуллахи XXIII Сурдлимп вăййисем вĕçленнĕ. Раççей чысне унта чăваш спортсменки Анастасия Мамлина та хÿтĕленĕ. Шупашкарти спортпа адаптаци шкулĕн вĕренекенĕ сăнă ывăтса «бронза» çĕнсе илнĕ.
Маттур хĕр сăнна 45,68 метра ывăтма пултарнă. Çакă ăна призерсен йышне кĕме май панă. Иккĕмĕш вырăна Тайвань спортсменки Ан-Йи Шу йышăннă. Хорватири Лаура Стефаник вара «ылтăн» илнĕ.
Çакна та палăртам: Анастасия хăлха япăх илтекенсен хушшинче иртекен Сурдлимп вăййисене пĕрремĕш хут хутшăнман. 2013 çулта спортсменка йĕтре тĕкес тата сăнă ывăтас енĕпе тупăшнă, анчах призер йышне кĕреймен.
Сăмах май, Сурдлимпиадăра Раççей командин йышĕнче 344 атлет пулнă. Вĕсен тĕнчери чи вăйлă 4 пин спортсменпа вăй виçме тивнĕ.
Комментари хушас