Республикăра сĕте экспорта ăсатасси ÿссех пырать
Пандеми тапхăрĕнче çынсем сĕт юр-варне сахалрах çини, çу кунĕсенче чĕр тавара ытларах туса илни рынокра та систерет, сиплĕ çимĕç ытлашшипех темелле. Чăваш Енри сĕт тирпейлекен предприятисем продукцийĕсене ют çĕршыва ăсатма тытăннă. «Центр Агроаналитики» ФГБУ пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере кăна республикăран сĕт 13 пин долларлăх экспорта янă.
Чи пысăк калăпăш — Шупашкарти сĕт завочĕн. Пастеризациленĕ сĕте Узбекистана, Украинăна сутнă. Пурĕ сĕт продукцине 40 тонна экспортланă.