- Чăвашла верси
- Русская версия
Асамлă кĕскĕ эрешĕсем
Хамăр çинчен хамăр пит калаçмастпăр, çырмастпăр пулин те пире ют çĕршыв çыннисем лайăхрах асăрхаççĕ иккен.
Польша çынни — çыравçă, журналист, историк Агатон Гиллер 1854 çулта Атăл тăрăх çуран утнă чух пĕр вăхăтра Чăваш Енре пурăннă /Çĕпĕре каторгăна янă ăна/. Çав вăхăтра вăл чăвашсен йăли-йĕрки, культури çинчен нумай материал пуçтарнă. Чăваш халăхĕ ăна питĕ кăсăклантарнă, уйрăмах хĕрсен, хĕрарăмсен тумĕ, эрешĕ. Чăваш тумне вăл юнашар пурăнакан мари /çармăс/ халăхĕн тумĕпе танлаштарса çапла çырса хăварнă: «Костюм чувашек красивее и богаче, нежели у черемисок. Носят они длинные белые полотняные платья, которые на плечах, груди и по всему рукаву вышиты всевозможными узорами, звездами, точечками, листьями… и разными фигурами… Подобная обработка… требует много времени, и чем пестрее они /эти ткани/ будут, тем лучше. Одеяние препоясано широким поясом, концы вышиты… С шеи на перси спускается кожаный щиток, который бывает разных размеров, никогда полностью грудь не закрывающий; щиток тот или наперсник увешан монетками и… бляшками…» Чăваш хĕрĕсен тумĕнчен вăл питĕ тĕлĕннĕ: «…девушка в нем /костюме/ издалека походит на букет распустившихся цветов…» Агатон Гиллер чăваш хĕрĕсен йăлтăртатакан хура çÿçĕсен илемĕпе киленнĕ, хăюллă пăхакан çутă куçĕсенчен тĕлĕннĕ. Чăваш арçыннисем вăй питтиллĕ пулнинчен те: «В широких плечах и могучем теле видны здоровье и мощные мускулы…» Çак йĕркесене вуласан паянхи чăваш çынни мăнаçланма пултарать. Паянхи куна мĕнле сыхланса юлнă-ха пирĕн тум, эреш? Кашни кун тăхăнакан чăваш кĕпине çĕлекенсем, тăхăнакансем пур-ши пирĕн хушăмăрта? Шел те, халĕ чăваш кĕпи тăхăнакан сахалланса пырать /сцена çинче е пĕр-пĕр мероприятире тăхăннине шута илместпĕр/. Çапла, чăваш кĕпи сисĕнмесĕрех пирĕн хушăмăртан тухса пырать.
Чăваш тумне, эрешне тĕпчекенсем те халĕ сахал. Çапах та пур. Вĕсенчен пĕри — Чăваш тĕррин музейĕнче ăслăлăх сотрудникĕнче ĕçлекен Наталья Захарова-Кульева. Унăн «Волшебные узоры кĕскĕ. Асамлă кĕскĕ эрешĕсем» /2019/ альбом-каталог тухрĕ. Чăваш наци музейĕн фондĕнче упранакан кĕскĕсене пĕрремĕш хут кĕнекере пичетлесе кăларнă. Вĕсене 18-19 ĕмĕрти чăваш хĕрарăмĕсем тĕрленĕ.
«Тĕрĕ — халăх пултарулăхĕн мĕн авалтан упранса юлнă пуянлăхĕн пĕр тĕсĕ. Чăваш наци музейĕнче паянхи куна сурпансен, пилĕке çыхакан сарă-яркăчсен, ал шăллисен, пит шăллисен, кĕпесен тата йăла-йĕркепе çыхăннă тĕрĕллĕ ытти япалан интереслĕ пуххисем йĕркеленнĕ», — пуçланă Наталья Ивановна хăйĕн ум сăмахне. Çак кĕнекере музей коллекцийĕн пĕр пайне — хĕрарăм кĕпи çумне çĕлесе хума хатĕрленĕ мăшăр эрешлĕ пир татăкĕсене — кĕскĕсене — кăтартса панă. Кĕнеке авторĕ каланă тăрăх, кĕскĕсен шучĕ — 235 тĕслĕх.
«Хĕрарăм кĕпи татăкĕ çинчи çураçуллă эрешсене пирĕн несĕлсем кĕскĕ тесе ят панă. Хальхи чăваш чĕлхинче ку сăмах çук тесен те юрать, анчах та «куç кĕски» сăмах майлашăвĕнче паянхи кунчченех «пытанса» пурăнать. Ытти тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсен те вăл çак пĕлтерĕшпех сыхланса юлнă. Ăна авалхи тĕрĕк словарĕнче те тупма пулать», — тесе çырать Наталья Захарова-Кульева.
Паллă этнографсем, тĕпчевçĕсем кĕскĕ çинчен çырса хăварнине те тĕплĕн тишкерет вăл. Тĕслĕхрен, Тутарстанăн мухтавлă ывăлĕн Алексей Трофимовăн ĕçне палăртса хăварать: «А.Трофимов академик хăйĕн «Орнамент чувашской вышивки» ăслăлăх ĕçĕнче çак асăннă эреш композицине пирĕн эра пуçламăшĕнче пурăннă сармат йăхĕсен куç кĕскийĕсемпе танлаштарать. Вĕсене те тăватă енчен пĕрешкел çăлтăр евĕр эрешсемпе илемлетнĕ».
Кĕскĕсене мĕнле ялсенче пухнине те палăртнă кĕнекере. Теччĕ уесĕнчен пĕр кĕскĕ лекнĕ. Ăна хальхи Елчĕк районне кĕрекен Вырăскасси /Полевые Буртасы/ ялĕнче тупнă. «Çакна асра тытмалла: анатри чăвашсем те, анат енчисем пекех, улача çи-пуç çине куçиччен кĕскĕллĕ шурă кĕпесем тăхăнса çÿренĕ», — асăрхаттарать нумай çул çак темăпа ĕçлекен Наталья Ивановна. Сăмах май каласан, чăваш тумĕпе, тĕррипе вăл çамрăкранах интересленет. Хăех çĕлет, хăех тĕрлет. Мухтанма мар, чун ыйтнипе. Хăй несĕлне, хăй халăхне юратнăран. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Елена ФЕДОТОВА, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
Комментари хушас