Çут çанталăка упрасси – кашнин тивӗҫӗ

2 Çĕртме, 2020

РФ Конституцине çут çанталăка, тавралăха упрассипе те улшăнусем кĕртĕç.

Иван НИКИФОРОВ, ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

— Конституцин 114-мĕш статйине çут çанталăк пуянлăхне, нумай евĕрлĕхне упрасси пирки улшăнусем кĕртме йышăннине ырлатăп. Эпĕ астăвасса унччен Хĕрлĕ Чутай районĕнче вăрман хуçалăхĕ пурччĕ. Ĕçченсем вăрмана хăрнă, хуçăлнă йывăç-тĕмрен тасатса, çамрăк хунавсемпе çĕнетсе тăнă. Çут çанталăк пуянлăхне сăтăр тăвасран асăрханă. Çавăнпа вăрманта пушар та сахал тухнă. Халĕ çак ĕçе юхăнтарни хамăрах пырса тивет.

Темиçе çул каялла Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса Тури Çĕрпӳкасси урамĕсенче улмуççисемпе чăрăшсем лартрăмăр. «Чĕрĕ палăксем» вăй илнĕ май ял палăрмаллах илемленчĕ.

Анчах хăшĕ-пĕри строительство ĕçне пуçăннă май çурт умĕнчи йывăçсене касрĕ. Кайран вĕсен вырăнне хунавсем лартма манчĕç пулас. Ку ыттисен ĕçне, вăрçăра пуç хунă ентешсене хисеплеменни, çут çанталăка сиен кӳни мар-им? Çав хушăрах йывăçсене пăхса тăракансем пурри те савăнтарать.

Ĕлĕкрех, эпĕ хуçалăхсене ертсе пынă чухне, ял-йышпа пĕвесем пĕвеленĕ, çырма-çатрасене хунавсем лартнă, парксем хывнă. Халĕ вĕсем вăрман пек кашласа лараççĕ, çырмасене сарăлма памаççĕ.

Республикăра кун пек ырă тĕслĕх самай. Конституцие улшăнусем кĕртнĕ май çут çанталăка упрасси кашнин тивĕçĕ пулнине шанас килет.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.