Комментари хушас

26 Çу, 2020

Ача-пăчаллă çемьесене пулăшу кирлех

РФ Конституцине кĕртме сĕннĕ тÿрлетÿсен йышне финанс тытăмĕ çинчен калани те кĕрет.

Валентина ВАСТУЛОВА, Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕн старости:

- Пенси, социаллă пособисем тата социаллă ытти тÿлев пирки РФ Конституцине улшăнусем кĕртнишĕн савăнатăп. Ара, пенси укçине пурте кĕтетпĕр-çке. Унсăр пуçне çамрăк çемьесене пулăшу панине те ырласа йышăнатăп. Сăмахран, хамăн çемьенех илем-ха. Мăшăрпа виçĕ ывăл çитĕнтертĕмĕр. Халĕ сакăр мăнукпа савăнатпăр. Аслă мăнук Светлана 14 çул тултарчĕ, часах паспорт илет. Кĕçĕнни Мирослав — 4 уйăхра. Ача-пăчаллă çемьесене пулăшу кирлех. Сăмахран, пĕр хутчен 10 пин паракан тÿлеве манăн ултă мăнук тивĕçет. Паллах, ашшĕ-амăшĕшĕн çакă пысăк пулăшу.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.