Те кашкăр, те йытă...
Тул çутăлма пуçласанах чăхсем валли ирхи апат хатĕрлерĕм. Мĕн-мĕн янине те каласа хăварам-ха. Кĕркунне ăшă пулнăччĕ. Çавăнпах хĕл каçма нÿхрепе хунă пан улми иртерех çĕрме пуçларĕ. Тислĕк купи çине пăрахма шел. Нумай шухăшласа çÿренĕ хыççăн чăхсене çитерес терĕм. Малтан çур сехет пек пĕçеретĕп, кайран комбикормпа хутăштарса лартса паратăп. Такана тĕпне тĕпренчĕк те хăвармаççĕ вĕт.