Çĕртен те, ĕçрен те писмерĕмĕр-ши?
Çĕр - пирĕн пуянлăх. Çак каларăшпа эпир час-часах усă куратпăр. Пире çĕр тăрантарнăран, тумлантарнăран çапла каланă. Халĕ вăл малтанхи пĕлтерĕшне çухатса çĕр хапсăнчăкĕсен каларăшне куçса пырать. Хăшĕ-пĕри çĕр лаптăкĕсене сутса пуяс çул çине тăчĕ. Саккуна пăсакансем те пур. "Сутчăр-иç. Усăсăр выртать вĕт. Хыт-хура кашласа ларать çеç", - текенсем те пур. Ĕмĕрĕпе çĕре хисеплесе, ун çинче ырми-канми чакаланса пурнăçа сыпăнтарса пынă халăх епле-ха çĕре ним вырăнне хуми пулчĕ? Ара, тăшмансем килсе тапăнсан ăна хÿтĕлеме халăх кар тăнă, пурнăçа шеллемесĕр çапăçнă.