Комментари хушас

24 Кăрлач, 2014

Çĕртен те, ĕçрен те писмерĕмĕр-ши?

Çĕр - пирĕн пуянлăх. Çак каларăшпа эпир час-часах усă куратпăр. Пире çĕр тăрантарнăран, тумлантарнăран çапла каланă. Халĕ вăл малтанхи пĕлтерĕшне çухатса çĕр хапсăнчăкĕсен каларăшне куçса пырать. Хăшĕ-пĕри çĕр лаптăкĕсене сутса пуяс çул çине тăчĕ. Саккуна пăсакансем те пур. "Сутчăр-иç. Усăсăр выртать вĕт. Хыт-хура кашласа ларать çеç", - текенсем те пур. Ĕмĕрĕпе çĕре хисеплесе, ун çинче ырми-канми чакаланса пурнăçа сыпăнтарса пынă халăх епле-ха çĕре ним вырăнне хуми пулчĕ? Ара, тăшмансем килсе тапăнсан ăна хÿтĕлеме халăх кар тăнă, пурнăçа шеллемесĕр çапăçнă. Халĕ вара тăван çĕре ют çынсене сутни те никама та пăшăрхантармасть. Мĕншĕн хамăра тăрантаракан, тумлантаракан çĕр ама çури вырăнне тăрса юлчĕ-ха?

Манăн шухăшăмпа – çакă юлашки çирĕм-çирĕм пилĕк çулта эпир ÿссе пыракан ăрăва ĕçрен пистерсе пынипе çыхăннă.

Ас тăватăр пулĕ, ача ултă-çичĕ çула çитсенех алла кĕрепле-сенĕк, кĕреçе тытнă, çĕр улми кассине кăпкалатнă чух лаша çавăтса утнă... Эпир вунă-вун пĕр çулсенче уйра лашапа сÿреленĕ, çурлапа тырă вырнă, çĕр улми пуçтарнă. Хĕлле, канмалли кунсенче, ял тăрăх кĕл, кайăк-кĕшĕк каяшĕ пухса çÿренĕ...

Кĕркунне авăн уйăхĕнче шкултан таврăнсанах сумкăна пăрахнă та кăшт-кашт çырткаласа çĕр улми уйне чупнă, тĕттĕмленсе лариччен, паранкă курăнми пуличчен ĕçленĕ. Кунсерен çапла. Уй-хир ĕçĕсем вĕçлениччен. Каччă е хĕр шутне кĕриччен темĕнле ĕç тума та вĕренсе çитнĕ. Килтине те, пĕрлешÿллĕ хуçалăхрине те.

Шкул та ÿссе пыракан ăрăва ĕçе хăнăхтарнă. Кунта кĕркунне шкулĕпех икшер эрне тăван колхоз уй-хирĕнче çĕр улми пуçтарни кăна мар, ĕç урокĕсенче шкул мастерскойĕнче сĕтел-пукан, шăнкăрч вĕлли ăсталама вĕренни те, кайрантарах "животноводство" тата "машиноведени" текен уроксенче фермăра ĕçлени те, тракторпа çÿреме хăнăхни те, шкул пахчипе садĕнче улма-çырла туса илни те, çулсерен тимăр-тăмăр, кивĕ хут пухассипе хастарлă уйăхлăхсем ирттерни те кĕрет.

Иртнĕ ĕмĕрти 70-80-мĕш çулсенче Етĕрне районĕнчи Палтайри вăтам шкулта Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Т.Т.Моисеев директор пуçарăвĕпе строительсене вĕрентсе кăларатчĕç. Каччăсемпе хĕрсем аттестатпа пĕрле каменщикпа маляр-штукатур дипломне илетчĕç. Аслă шкула вĕренме кĕрейменнисем алă ус- са ларман - ара, специальноç пур çынна пĕр сăмахсăрах ĕçе илетчĕç.

Кайрантарах вĕсенчен чылайăшĕ стройкăсенче маçтăра е прораба тухатчĕ. Çакна та асăнса хăвармалла: Палтайри шкулăн çурчĕсене те (вĕренÿ корпусĕсем, спорт çурчĕ, столовăйпа интернат) ачасемпе вĕрентекенсен, шкулта ĕçлекенсен аллипе тунă. Вĕсенче халĕ те ачасем вĕренеççĕ. Çак майпах районти колхозсемпе совхозсенче, предприятисенче çамрăк строительсем вуншар çурт туса лартнă. Вĕсен шутĕнче фермăсем, лавккасем, клубсем тата ыт. те. Шкултан вĕренсе тухнисем тĕл пулусене килсен яланах мăнаçланса ĕçпе вĕренÿ тапхăрне ырăпа аса илеççĕ. Ара, шкул вĕсене пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн ярса пусма çын туса кăларнă-çке... Тăван çĕре, ял хуçалăх ĕçне хисеплеме, юратма вĕрентнĕ. Çĕрпе пĕлсе ĕçлекен пулмасан кам тыр-пул туса илĕ? Çĕр хуçасăр, ама çури вырăнне юласси çемьерен, шкултан пуçланать мар-и?

Халĕ мĕн куратпăр-ха? Çемьере те, шкулта та вĕренсе тухакан çамрăксене хăвăртрах ялтан хулана тухса кайма хĕтĕртсе кăна тăраççĕ. Тĕрĕссипе, яла хăй кăмăлĕпе юлакан çамрăка çын вырăнне те хумаççĕ. Хулана ĕçе е вĕренме вырнаçнă йĕркеллĕ çамрăксенчен пĕри те яла каялла таврăнмасть. Хутран-ситрен кăна чирли е сусăрри, е ĕçке ерни таврăнкалать. Ваттисем вилсе пĕтсен пире тăрантаракан, тумлантаракан уй-хирте кам ĕçлĕ? Юрĕ, паянлăха (укçа пулсан) ют çĕр-шывсенчен темĕн те туянса килме пулĕ. Вĕсем пире укçалла тумлантарĕç те, тăрантарĕç те. Тÿнтерле самана сиксе тухсан, таварне укçалла та сутма пăрахсан, мĕнле пурăнăпăр? Уй-хирсем пĕтĕç, унта вăрман кашласа ÿсĕ... Чи хăрушши вара ял хуçалăх ĕçне тума пĕлекенсем юлманни пулĕ. Халĕ хулара кăна мар, ялта та ырашпа тулă е сĕлĕпе пăрçа мĕнне пĕлмен ача нумай. Юрать çĕр улмине паллакалаççĕ-ха...

Валерий МУРАВЬЕВ,

çыравçă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.