Archive - 17 Кăрлач, 2014 - Хресчен сасси

17 Кăрлач, 2014

Мĕн аса илĕç-ши?

Ачамсем ача садне, шкула çÿреме пуçланăранпа уявсем савăнтарма пăрахрĕç. Укçа пухмалли сăлтав пек туйăнма пуçларĕç вĕсем мана. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулать тесен пĕлсех тăр - укçа хатĕрлемелле. Кашнинчех пин тенкĕрен кая мар. Унсăр пуçне ытти вак-тĕвек мĕн чухлĕ тата. Вак-тĕвекĕ шутне ача садне татти-сыпписĕр тенĕ пек килсе тăракан театршăн т.ленинчен пуçласа класри шыв савăчĕшĕн укçа пани таранах кĕрет. Класра юсав ĕçĕсем тумалла-и, пластик кантăк лартмалла-и - ашшĕ-амăшĕн шучĕпе. «Иртнĕ кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче 2,5 пин тенкĕ пухса класра пластик кантăк лартрăмăр», - тетĕп пĕлĕшĕме.

17 Кăрлач, 2014

Пилĕк аптратсан

Çурăм мими нервисен тĕввисем шыçнине радикулит теççĕ.

Çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакан кашни иккĕмĕш çыннăн пулать вăл. Халăх медицинипе усă курса хамăра мĕнле пулăшмалла-ха?

Ытла хытă ыратман вырăна аялтан çÿлелле 15-20 минут сăтăрмалла. Çав тери хытă ыратсан 5 минутран ытла сăтăрма кирлĕ мар. Çакна ăшăтакан маçсемпе тата настойкăсемпе усă курса тумалла. Кайран çав вырăна ăшă япалапа пиелемелле. Чирлĕ вырăна тем пулсан та шăнтмалла мар.