Пилĕк аптратсан

17 Кăрлач, 2014

Çурăм мими нервисен тĕввисем шыçнине радикулит теççĕ.

Çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакан кашни иккĕмĕш çыннăн пулать вăл. Халăх медицинипе усă курса хамăра мĕнле пулăшмалла-ха?

Ытла хытă ыратман вырăна аялтан çÿлелле 15-20 минут сăтăрмалла. Çав тери хытă ыратсан 5 минутран ытла сăтăрма кирлĕ мар. Çакна ăшăтакан маçсемпе тата настойкăсемпе усă курса тумалла. Кайран çав вырăна ăшă япалапа пиелемелле. Чирлĕ вырăна тем пулсан та шăнтмалла мар.

Тепĕр меслет вăл - йытă çăмĕнчен çыхнă тутăрпа, шарфпа усă курни. Пилĕк ыратнă чухне вĕсем чăннипех те пулăшаççĕ.

Хытă ыратнă вăхăтра купăста çулçи те аван. Ăна суракан вырăна хурса тутăрпа çыхмалла. Типĕтнĕ хаяр ути (шалфей), пыл курăкĕ (мелисса), пĕтнĕк (мята) çулçине пăшăхласа компресс тусан та юрать.

Ыраш çăнăхĕпе чуста çăрса вăл йÿçессе кĕтмелле. Ыратакан вырăна пусма татăкĕ е марля сарса ун çине 1-2 см хулăнăш чуста хумалла. Компреса каçпа тумалла. Чустана 30 тумлам скипидар тумлатмалла.

Радикулитпа аптракансен йÿç кăшман çитĕнтермелле. Кăшмана тасатса теркăпа хырмалла, пусма татки çине хурса çиелтен марльăпа витмелле, унтан ăна ыратакан вырăна хумалла. Çакăн хыççăн ăшă япалапа çыхса хăвăр чăтнă таран тытмалла. Тепĕр чух çакнашкал компреса темиçе хут хуни те çителĕклĕ.

Радикулит чухне валериан настойкипе те усă курма юрать. Пусма татăкне унпа йĕпетсе ыратакан вырăна хумалла.

Спиртпа тунă хаяр ути настойкине шывпа (1:5) хутăштарса шăнтса хума юрать, кирлĕ чухне хайхи пăр катăкĕпе канăçсăрлантаракан вырăна сĕрмелле.

Хуппине шуратмасăрах теркăланă чĕрĕ çĕр улмине бензинпа хутăштарса (1:1) марля çине сĕрсе 10-15 минутлăха пилĕке хумалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.