Комментари хушас

17 Кăрлач, 2014

Чĕре чиксен

Чĕрепе пĕтĕмпех йĕркеллĕ маррине организм малтанах систерет. Çавăнпа ăна-кăна асăрхасан тÿрех тĕрĕсленме тăрăшмалла.

  • Куç айĕ палăрмаллах тăртанни чĕре ĕçĕ пăсăлнине пĕлтерет.
  • Чĕлхе айĕ кăвакрах тĕслĕ курăнать - чĕрепе юн тымарĕсем кирлĕ пек ĕçлемеççĕ.
  • Аслă .сĕмри çынсен чир пусса антариччен пĕр-икĕ кун маларах сулахай ури кăштах уксахлама пултарать.
  • Каç енне ура хырăмĕпе пакăлчакĕ тăртанни каллех чĕрепе çыхăннă.
  • Инфекци е вирус чирĕпе (грипп, ОРВИ) чирлесе ирттернĕ хыççăн сăмса çуначĕсене хĕрлĕрех кăвак сĕм çапни чĕрене йывăр тивнине пĕлтерет.
  • Тута шурса кайни те асăрханмаллине систерет.
  • Куç айĕн хĕрри усăнса тăни те чĕрешĕн йывăр. Çакă уйрăмах самăр çынсен палăрать.
  • Янах шăммипе тута хушшинчи вырăн туйми пулни - миокард инфаркчĕ пуçланасса.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.