- Чăвашла верси
- Русская версия
КИЛ-ТĔРĔШРЕ
Тĕсĕ ан кайтăр
Янкăр кăвак тата хĕрлĕ тĕслĕ япаласем тĕсне ан çухатчăр тесен вĕсене чÿхенĕ чух шыва кăштах апат соди хушмалла.
Япалана çăвиччен лимон турамĕ ярса лартнă шывра шÿтерсен вăл шап-шурă пулĕ.
Лимон сĕткенĕпе
Нÿрĕке пула ваннăри плиткăсен хушши хуралса хитре марланать. Ăна шуратма йывăрах та мар. 1,5 л шыва çур стакан апат соди, 70 мл лимон сĕткенĕ, 1/4 стакан уксус хушса пăтратмалла. Çĕвĕ вырăнĕсене хайхи хутăшпа сĕрмелле. Ванна пÿлĕмĕ таса пулĕ.
Ан çыпăçтăр
Çунă япаласене хĕлле уçă çĕре çаксан вĕсем кантра çумне çыпăçса ларма пултараççĕ. Çапла ан пултăр тесен кантрана тăварлă ăшă шывпа сăтăрса илмелле.
Кĕве ерсен
Кĕрпе-çăнăх таврашне кĕве ерсен тĕпелти мĕн пур шкапа ухтарса йĕрке тума тивĕ. Кĕве сĕлĕ хăрпăкне те, техĕмлĕх кĕртекен çимĕçсене те, мăйăрпа макарона та çиет. Урăхла каласан, пур çĕре те хăйĕн çăмартине хăварма пултарать. Пушатнă шкапсене уксус шывĕпе çумалла. Уйрăмах кĕтессене лайăх тасатмалла: чăн-чăн йăви çавăнта мар-и? Кайран шкап çÿлĕкĕсем çине вăйлă шăршăллă япала хумалла. Ку вăл лаванда çăвĕпе йĕпетнĕ пусма татки, ыхра шăлĕ, лимон хуппи пулма пултарать. Вĕсем апат-çимĕçе тапăнакан кĕвене хăратаççĕ. Тумтире çиекен кĕвесене пĕтерекен хатĕр-хĕтĕре вара хума кирлĕ мар. Пур пĕрех пулăшаймĕ.
Тĕклĕ курткăна тасатма
Крахмала тăварпа (1:1) хутăштармалла, кăшт шыв хушса хăйма пек пуличчен пăтратмалла. Унтан ăна ваткăпа пуçса вараланнă вырăнсене сĕрмелле, типиччен кĕтмелле. Кайран хайхине таса губкăпа шăлса тасатмалла, йĕрсем юласран курткăна савăт-сапа çумалли хатĕр тумлатнă шывпа сăтăрмалла.
Горчицăпа çăвар
Çу лекнĕ çăм е пурçăн япаласене горчица шывĕпе çума юрать. Кун пек чухне япала тĕсĕ те каймасть, пĕчĕкленсе те лармасть.
Типĕ горчицăна (1 стакан) шывпа хутăштармалла (шĕвĕ чуста пек пултăр). Унтан ăна марля витĕр сăтăрса 40-45 градус таран ăшăтнă 10 л шыва ямалла, 2-3 сехет тăрăлтарса лартмалла. Супăньсĕр-порошоксăр çумалла. Горчица шывне 2-3 хут улăштармалла. Нашатырь спирчĕ хушнă шывра (10 л пуçне 1 чей кашăкĕ) чÿхемелле. Пурçăн япалана апат-çимĕç уксусĕ хушнă сивĕ шывра (10 л шыва 5 кашăк) чÿхемелле.
Комментари хушас