- Чăвашла верси
- Русская версия
Ӳснĕ-и е чакнă-и?
2013 çулхи раштав уйăхĕнче тавар тата тавар туянакан хаксен индексĕ чӳк уйăхĕнчин 100,4 процентне çитнĕ, 2012 çулхи раштав уйăхĕнче - 106,3 процент.
Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче апат-çимĕç таварĕсен хакĕ 100,2 процентпа танлашнă, 2013 çул пуçланнăранпа - 106,3 процент.
Раштав уйăхĕнче, чӳк уйăхĕпе танлаштарсан, пахча çимĕç продукцийĕ ?кунтах çĕр улми те кĕрет%, сĕтпе унăн юр-варĕ, услам тата ытти çу, пулă – 2,8-1,7 процент, пылак шыв, общество апатланăвĕ, сыр, макарон-кĕрпе, çăкăр-булка - 0,9-0,3 процент, кондитер изделийĕсем, пылак пăр 0,2 процент хакланнă. Çăмарта – 2,9 процент, чей, кофе, сахăр, сăра-эрех, варени, джем, повидло, пыл, тăвар, соус, апата техĕм кĕртмелли япала, концентрат, аш-пăш, пахча çимĕç консерви, çăнăх - 1,2-0,2 процент, улма-çырла консерви 0,01 процент йӳнелнĕ.
2013 çул пуçланнăранпа çăмарта - 26,6 процент, сыр, сăра-эрех, сĕт тата унăн юр-варĕ, пылак пăр, çăкăр-булка, пулă, услам çу тата ытти çу – 15,6-6,8 процент, общество апатланăвĕ, пылак шыв, кондитер изделийĕ, макарон-кĕрпе, пахча çимĕç продукцийĕ, улма-çырла тата пахча çимĕç консервисем, сахăр, тăвар, соус, апата техĕм кĕртмелли япала, концентрат 5,6-1,5 процент ӳснĕ. Варени, джем, повидло, пыл, çăнăх, аш-пăш хакĕ 7,8-2,0 процент чакнă.
Апат-çимĕçĕн чи пĕчĕк пуххин пĕр çын пуçне тивекен уйăхри хакĕ 2013 çулхи раштав вĕçĕнче 2482,73 тенкĕ пулнă е малтанхи уйăхран 2,6 процент хăпарнă, 2012 çулхи раштав уйăхĕпе танлаштарсан – 9,2 процент.
Асăннă тапхăрта апат-çимĕç шутне кĕмен таварсен туянакан хакĕн индексĕ 100,3 процентпа танлашнă, 2013 çул пуçланнăранпа - 104,8 процент.
Иртнĕ раштавра, чӳкрипе танлаштарсан, мамăк-тир тата унран çĕленĕ япала, табак изделийĕ, тетте, парфюмерипе косметика таварĕ, шкул тата çыру, канцеляри хатĕрĕ - 2,5-1,1 процент, галантерея таварĕ, пусма, сехет, сад хатĕрĕсем, кавир таврашĕ, сĕтел-пукан, сăран атă-пушмак, тĕртнĕ тата хутăштарнă пир-авăр - 0,9-0,4 процент, тумтирпе аялтан тăхăнмалли кĕпе-йĕм, çумалли- тасатмалли хатĕр, электротаварпа йăла техники, выльăх-чĕрлĕх валли кăларакан япала, трикотаж, фарфорпа фаянс савăт-сапа, строительство материалĕ, ал шăлли, пичет кăларăмĕ, медицина таварĕ - 0,3-0,1 процент, çăмăл машина 0,03 процент ӳснĕ, топливо - 5,8 процент, шăрпăк, нефть продукчĕ, тимĕр савăт-сапа, чăлха-нуски, телерадиотавар 2,8-0,2 процент йӳнелнĕ.
2013 çул пуçланнăранпа табак изделийĕ 29,6 процент, медицина таварĕ, тетте, пусма, мамăк-тир тата унран çĕленĕ япала, трикотаж, нефть продукчĕ, пичет кăларăмĕ, тумтирпе аялтан тăхăнмалли кĕпе-йĕм, шăрпăк, сехет, çумалли- тасатмалли хатĕр, галантерея таварĕ, сăран атă-пушмак, тĕртнĕ тата хутăштарнă пир-авăр - 10,0-5,0 процент, шкул тата çыру, канцеляри хатĕрĕ, ал шăлли, сĕтел-пукан, парфюмерипе косметика, хут, выльăх-чĕрлĕх таварĕ, çăмăл машина, электротаварпа йăла техники, чăлха-нуски, сад хатĕрĕ, кавир таврашĕ, топливо, телерадиотавар, строительство материалĕ 4,8-1,3 процент ӳснĕ, ювелир япали, велосипедпа мотоцикл, компьютер 3,2-1,2 процент йӳнелнĕ.
Раштав уйăхĕнче пулăшу ĕçĕсен туянакан хакĕн индексĕ 101,0 процент пулнă, 2013 çул пуçланнăранпа - 109,5 процент. Асăннă тапхăрта вĕсем туризмра, пассажир транспортĕнче - 7,8 процент, культурăра, йăлара, вĕренӳпе санатори-курорт тытăмĕнче, медицинăра 0,4-0,1 процент хакланнă, право пулăшăвĕнче, страхлав ĕçĕнче 5,0 процент чакнă.
2013 çул пуçланнăранпа медицина, экскурси пулăшăвĕсенче, пассажир транспортĕнче, культурăра, туризмра хаксем - 18,0-13,4 процент, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра, вĕренӳ тытăмĕнче, йăлара, çыхăнура - 9,0-5,2 процент, физкультурăпа спортра, банкра, «посредник» ĕçĕнче тата ыттисенче 4,3-0,9 процент ӳснĕ, страхлав ĕçĕнче, санатори-курорт тытăмĕнче, ветеринарире 0,8-0,5 процент чакнă.
Комментари хушас