«Эсир хăвăрăн тивĕçе туллин пурнăçлатăр»

22 Кăрлач, 2014

Кăрлачăн 18-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă савăнăçлă мероприятие 350 ытла хăна пухăнчĕ. Журналистсемпе полиграфистсене, пичет ĕçĕн ветеранĕсене професси уявĕпе Республика Пуçлăхĕ, министерствăсемпе ведомствăсен, предприятисен ертÿçисем саламларĕç.

Театр фойинче массăллă информаци хатĕрĕсем, издательствăсемпе телекоммуникаци предприятийĕсем хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштаракан курав йĕркелерĕç.

ЧР информаци политикин министрĕ Валентина Андреева 2013 çулта тунă ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Пĕлтĕрхи çул ăнăçлă пулнине палăртрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй сăмахĕнче палăртнă тăрăх - журналист - хăйне евĕр, çав вăхăтрах çăмăл мар професси. «Эсир хăвăрăн тивĕçе туллин пурнăçлатăр. Республика пурнăçне тĕплĕн, тĕрĕс çутататăр. Тăван çĕре юратнăшăн, вышкайсăр ĕçĕршĕн, сывă пурнăç йĕркине сарассишĕн çине тăрса ĕçленĕшĕн тав тăватăп. Кирлĕ чухне критиклĕр. Тĕрĕс, тивĕçлĕ критика кăлтăксене пĕтерме, ÿсме пулăшать. Пресс-конференцисенче, интервью панă чухне эпĕ журналистсен пур ыйтăвне те хуравлатăп. Тавтапуç сире тÿрĕлĕхшĕн тата тĕрĕслĕхшĕн», - терĕ Михаил Васильевич.

Уявра чи пултаруллисемпе пуçаруллисем патшалăх наградисемпе чысларĕç.

2013 çулта пултарулăх конкурсĕнче çĕнтерсе журналистсен республикăри Çемен Элкер ячĕллĕ премине Елена Зайцевăпа («Советская Чувашия») Ольга Туркай («Чăваш Ен» патшалăх телекуравпа радиохыпарлав компанийĕ), Л. Ильин ячĕллĕ премие вара Юрий Михайловпа («Хыпар») Лилия Петрова (Етĕрне район администрацийĕн тĕп специалисчĕ) тивĕçрĕç. РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хутне «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекен Лидия Шумова калăплавçа, ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвне «Çамрăксен хаçачĕн» редакторне Дмитрий Моисеева пачĕç.

«Хыпар» Издательство çурчĕн операторне Альбина Волковăна та РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хутне илнĕ ятпа саламлатпăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.