Пичет кунĕ

18 Кăрлач, 2018

Крым кĕперне çĕклеççĕ, сĕтел-пукан ăсталаççĕ… журналистсем

Пурнăçра кашниех хăйĕн вырăнне шырать. Тĕрлĕ специальноç алла илни, пĕр çĕртен тепĕр вырăна «сикни» те çавнах çирĕплетет-тĕр. Пичет ĕçченĕсен уявĕ çывхарнă май журналистсем пирки сăмах хускатасшăн.

21 Кăрлач, 2017

Сăмах вăйĕпе çынсене пулăшмалла

Раççей тата Чăваш пичет кунĕн уявĕнче сăмах ăстисем Чăваш патшалăх филармонийĕнче пуçтарăнчĕç. Хăнасене аслă шкулта вĕренекен пулас журналистсем кĕтсе илчĕç. Вĕсем валеçсе панă кĕсье хунарĕсем куракансен залне çăлтăр çутиллĕ лапама çавăрма пулăшрĕç. Çакă ĕçе чунран парăннине, çак çула ахальтен мар суйласа илнине ăнланса илме пулăшрĕ.

17 Кăрлач, 2017

Интернет ура çине пуссан та пичет малаллах талпăнать

Этемлĕх яланах çĕннине шырать. Информацие çĕнĕлле сарасси пирки пуçватать. Кирек епле хаçата е журнала кун çути кăтартассишĕн те, вăл пĕчĕк тиражлă пулсан та, ăста специалистсен пысăк ушкăнĕ ĕçлет. Вĕсем — журналистсем, фотокорреспондентсем, дизайнерсем, корректорсем, редакторсем. Паллах, набор операторĕсем те, калăплавçăсем те вăй хураççĕ. Кăрлачăн 14-мĕшĕнче сăмахăн хăватлă вăйĕпе усă куракансем Чăваш патшалăх филармонийĕнче хăйсен уявне паллă турĕç.

22 Кăрлач, 2016

Малашне те халăхшăн ĕçлесчĕ

"Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ", - тенĕ хăй вăхăтĕнче чăваш журналистикин никĕслевçи Николай Васильевич Никольский. Унтанпа 110 çул иртнĕ пулин те çак сăмахсем паян та пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен ку çĕршыври, регионти обществăпа политика лару-тăрăвне çирĕплетме, упрама пулăшнине палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятире.

21 Кăрлач, 2016

Метеорит ÿксен те ун пирки пĕлтерме чупаççĕ...

Камсем вĕсем - журналистсем? Тăваттăмĕш влаç, пур çĕре те сăмса чикекенсем, çĕр çине метеорит персе ансан та путвала мар, ун çинчен каласа кăтартма чупакансем... Журналист - пурнăç йĕрки, диагноз... Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсем ячĕпе иртнĕ уявра пирĕн ĕçе çамрăк ăру çакăн пек хак пачĕ.

Pages