Малашне те халăхшăн ĕçлесчĕ

22 Кăрлач, 2016

"Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ", - тенĕ хăй вăхăтĕнче чăваш журналистикин никĕслевçи Николай Васильевич Никольский. Унтанпа 110 çул иртнĕ пулин те çак сăмахсем паян та пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен ку çĕршыври, регионти обществăпа политика лару-тăрăвне çирĕплетме, упрама пулăшнине палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятире.

Çак кун республикăри калем ăстисене çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Алла Салаева, ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, ЧР финанс тата юстици министрĕсем Светлана Енилинăпа Надежда Прокопьева, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, ЧР Журналистсен пĕрлĕхĕн председателĕ Валерий Комиссаров тата ытти сумлă хăнасем саламларĕç.

Информаци политикине хăйне майлă хĕç-пăшалпа танлаштарма та пулать, унăн витĕмĕ çав тери пысăк. Çавăнпа вăл уççăн пурнăçланмалла, влаçпа халăха çыхăнтармалла. Регион ертÿçи палăртнă тăрăх - пирĕн республикăра влаçпа общество хушшинче ăнлануллă çыхăну çирĕпленнĕ. Çакă патшалăх влаçĕн тытăмĕсене халăхшăн усса каякан йышăнусем тума пулăшать. Михаил Игнатьев журналистсене çĕнĕ тĕллевсемпе темăсем çинчен те аса илтерчĕ. Ара, 2016 çул республикăра - Ĕç çыннин, Раççейре вара Кино çулталăкĕ ячĕпе иртет-çке. Пултаруллă, чуна парса тăрăшакан ĕçченсем çинчен ытларах та витĕмлĕрех каласа кăтартмалла. Çамрăк ăрăвăн шăпах вĕсенчен тĕслĕх илсе çитĕнмелле.

Информаци политикин министрĕ Александр Иванов иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май хальхи вăхăтра çамрăксем интернет кăларăмĕсене кăмăлланине пытармарĕ. Паллах, хаçатсене вĕсемпе тупăшма çăмăл мар, анчах кăçалхи пĕрремĕш çур çуллăха хăш-пĕр кăларăмсен тиражĕ пĕлтĕрхинчен те ÿснĕ. Çапах та пичет изданийĕсен малашне интернет уçлăхĕнче те хăйсене кăтартма, хăйсемпе паллаштарма тăрăшмалла, вулакана кăсăклă материалсемпе тыткăнламалла.

"Хыпар" Издательство çуртĕнче вăй хуракансем ку тĕлĕшпе палăрса тăмаççĕ мар, çулсерен тĕрлĕ наградăсене тивĕçеççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Акă "Хыпар" хаçатăн социаллă пурнăçпа вĕренÿ пайĕн редакторĕ Ирина Иванова - ЧР Журналистсен союзĕн Çемен Элкер, "Самант" журнал редакторĕ Владимир Степанов Николай Никольский ячĕллĕ премисене тивĕçрĕç. "Хыпар" хаçатăн пай редакторне Николай Коновалова, калăплав операторне Ольга Романовăна та наградăсемпе чысларĕç. Ĕçтешсене эпир чунтанах саламлатпăр.

Республикăра тухса тăракан "Советская Чувашия", "Алатырские вести" тата Вăрнар район хаçачĕ "Çĕнтерÿ çулĕ" "Прессăн ылтăн фончĕ-2016" палла тивĕçнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти "Грани" Издательство çурчĕ Раççей шайĕнчи "Спортивные регионы - спортивная Россия" конкурс лауреачĕ пулса тăнă. Чăваш Енре хатĕрленĕ "Отсюда - к родному дому" документлă фильм Пĕтĕм Раççейри "ТЭФИ-Регион-2015" телекурав конкурсĕнчи номинацире çĕнтернĕ.

Ирина ПАВЛОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.