Крым кĕперне çĕклеççĕ, сĕтел-пукан ăсталаççĕ… журналистсем

18 Кăрлач, 2018

Пурнăçра кашниех хăйĕн вырăнне шырать. Тĕрлĕ специальноç алла илни, пĕр çĕртен тепĕр вырăна «сикни» те çавнах çирĕплетет-тĕр. Пичет ĕçченĕсен уявĕ çывхарнă май журналистсем пирки сăмах хускатасшăн. Вĕсем те сцена çинчи «çăлтăрсенчен» кая мар паллă çынсем, яланах халăх куçĕ умĕнче. Калем ăстисен ретне тĕрлĕ профессирен килнисене филологипе, журналистикăпа пачах çыхăнманнисене тата МИХ ĕçне пăрахса урăх çул-йĕр суйланисене тишкерер-ха паян.

Чунĕнче — агроном

Аякка каймасăр «Хыпар» Издательство çуртĕнче чылай çул тăрăшакан журналистсенчен пуçлар-ха. Чăвашсен тĕп хаçачĕн политика, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕн редакторĕ Юрий Михайлов Пичет çуртне производство организацийĕнчен килнĕ, вăл 4-мĕш разрядри штукатур-маляр пулнă. <...> «Хыпарăн» тепĕр аксакалĕ Валентин Григорьев журналистикăна киличчен агроном пулнă, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă. <...> Пирĕн редакторăн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алина Изман та журналист ĕçне хăй тĕллĕн вĕреннĕ. Вăл та ача чухнех хăйне çак профессире курнă пулин те ĕмĕтне тÿрех пурнăçлайман, мĕншĕн тесен шкул хыççăнах университета вĕренме кĕреймен. Çак хушăра бухгалтер специальноçне алла илнĕ /анчах пĕр кун та ку енĕпе ĕçлемен/, фабрикăра урай çунă, утиял çĕленĕ… Чун туртăмĕ ăна пурпĕрех журналистика сукмакĕ çине илсе çитернĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн чăваш филологийĕн факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕрсен, 2-мĕш курсра чухне, Шупашкар районĕн «Тăван Ен» редакцийĕ штатра тăман хастар корресподента ĕçе илнĕ.

Алă айне лекнĕ

«Чăваш Ен» ПТРК журналисчĕ Алексей Енейкин И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ÿнер факультетĕнче вĕреннĕ чухне Шупашкарти Андриян Николаев космонавт урамĕнче телестудипе пĕр çуртра пурăннă. Кунта ĕçлекенсене кашни кунах урамра тĕл пулнă, сăнран пурне те палланă. Алла диплом илнĕ хыççăн çулталăкран телерадиокомпание ĕç шыраса кĕнĕ вăл. «Сире ÿнерçĕ кирлĕ мар-и?» — ыйтнă каччă. «Ÿ нерçĕ мар, журналист питĕ кирлĕ», — хуравланă ăна. Ал айне лекнĕскере кăларса яман, стажировкăна юлма ыйтнă. Тепĕр уйăхран ăна ĕçе илнĕ. Журналист пуласси пирки нихăçан та шухăшламан вăл, кунта ăна ăнсăртлăх илсе çитернĕ: кирлĕ вăхăтра кирлĕ çĕре пырса кĕнĕ.

Чăваш наци телерадиокомпанийĕн редакторĕнче çулталăк тăрăшакан Мальвина Петрова — хăвăрт утассипе тĕнче класлă спорт мастерĕ. Г.Лебедев ячĕллĕ лицейран вĕренсе тухнă хыççăн виçĕ çĕре документ тăратнă. Ăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУна йышăннă, анчах Мальвина çиччĕ виçсе пĕрре каснă: учитель профессине суйламан. Юриста вĕренме кĕнĕскер документсене пуçтарса журналистика факультетне тăратнă. Лицей хыççăн кунта çав тери кичем пулнă ăна. Пĕрремĕш курсра вĕреннĕ чухнех эстафетăна хутшăннă. Имшеркке студенткăна Григорий Вакку преподаватель сăнасарах пăхнă та: «Эсĕ хăçан та пулин чупса курнă-и?» — тенĕ. Паллах, кÿреннĕ Мальвина. Унăн сăмахĕсене йывăра илнĕскер ытти чухнехинчен те вăйлăрах чупнă: пĕрремĕш вырăна тухнă. Хăйĕн вăй-халне ниçта хурайманнипе аслă шкулта вĕреннĕ хушăрах Олимп резервисен Шупашкарти училищине çул тытнă. Унтан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă.

Артист пултарулăхĕпе пĕрлех журналист ăсталăхне туптакансем те пур пирĕн. Акă «Тăван радиора» «Ирхи салам» ертсе пыракан Вася Васина илер. Унăн ăшă кулли, шÿчĕ хаваслă кăмăл çуратать. Çапах та Вася хăйĕн пирки: «Эпĕ журналист мар, актер», — тет. Çапла, вăл Шупашкарти культурăпа ÿнер институтĕнчен вĕренсе тухичченех çара кайнă, хыççăн тÿрех К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне вырнаçнă. ЮТВ каналпа «Ĕмĕр сакки сарлака» ертсе пыракан Чăваш халăх артистки Людмила Семенова та юлашки çулсенче журналист пулса тăчĕ. Чăваш наци телерадиокомпанийĕнче «Каçхи тĕлпулу» ертсе пыракан ЧР халăх артистки Августа Уляндина та çак йышрах. «Эпĕ журналиста вĕренмен, телекурава килсен опыт майĕпен пухăнчĕ. Акă 5 çул ĕнтĕ халăх умне тухатăп», — терĕ Августа Васильевна.

Наци радиовĕн «Ирхи кăмăл», «Каçхи микс» ертÿçи Владислав Московцев, филолог специальноçне алла илнĕскер, кунта киличчен суту-илÿ тытăмĕнче ĕçленине пытармарĕ.

Юнкортан — министра

Журфак пĕтернĕ е кĕске хушă МИХ тытăмĕнче ĕçлесе пăхнă хыççăн кăмăл-туйăмне улăштарнисем пирки те каласа хăварар-ха. ЧР транспорт министрĕ Владимир Иванов «Пионер сасси» /халĕ «Тантăш»/ хаçатăн хастар юнкорĕ пулнă.

Журналист профессине алла илнĕ Хĕрлĕ Чутай районĕн каччи Александр Егоров та пĕр хушă хаçатра ĕçленĕ. Анчах та хăй мĕн калас килнине редактор уççăн пĕлтерме ирĕк паманни килĕшмен ăна. Хаçатран кайнă хыççăн хăй ĕçне йĕркеленĕ те халĕ сĕтел-пукан тăвас енĕпе тăрăшать Александр. Çапах çамрăк чухнехи кăсăклăхĕ сÿнмен. Тен, çавăнпа Пичет çуртĕнче пÿлĕм тара илнĕ. Хаçат-журналăн çĕнĕ номерне алăран ямасăр кашни сас паллине шĕкĕлчет. Йăнăшсене курсан килсех асăрхаттарать.

«Канаш Ен», «Хресчен сасси» хаçатсемпе тачă çыхăну тытнă Сергей Суранов журналист халĕ — Игнатий, Сĕнтĕрвăрри епископĕ, Шупашкар епархийĕн викарийĕ.

Çак статьяна хатĕрленĕ май пичет тытăмĕнчен пăрахса кайнă чылай журналистпа çыхăнма май килчĕ. Харпăр пурнăçĕ пирки уççăн пĕлтерме килĕшменнисем те пулчĕç. Хăйсен ирĕкĕ: вăрттăнлăхрах юлтăр.

Профессие чун туртăмне кура суйлатпăр. Юратнă ĕç кăна хавхалану кÿрет. Анчах этем кăмăлĕ çапла çав: паян пĕр майлă шухăшлатăн, ыран — тепĕр тĕрлĕ… Çавăнпа ĕнтĕ профессие те улăштарма тивет. Анчах лайăх е япăх журналист пулни кунтан килмест. Хăшĕ-пĕри ĕмĕр тăршшĕпе пĕр çĕрте тăрăшсан та нимĕнпе те /ĕç кĕнекине вараламаннисĕр пуçне/ палăраймасть. Теприсем вара кĕске хушăрах кăсăклă статйисемпе, кăларăмĕсемпе çынсен юратăвне çĕнсе илеççĕ. <...>

Паллă ятсем ăçта çухалнă?

Валентин Петров — «Тăван Ен» Шупашкар районĕ, «Хыпар» хаçатсен корреспонденчĕ. Халĕ вăл Крым кĕперне хывнă çĕрте ĕçлет. <...> «Пичет ĕçне каялла килесси пирки шухăшламан. Тен, Крым кĕперне хута ярсан ку ыйту патне таврăнăп», — пĕлтерчĕ вăл.

Геннадий Верблюдов — «Хыпар» Издательство çурчĕн фотокорреспонденчĕ. 20 çул ытла ку профессире тăрăшнăскер халĕ икĕ çула яхăн ĕнтĕ Мускавра пурăнать. Вăл хăна çурчĕ-ресторан, автосервис, суту-илÿ, бизнес центрĕсене арендăна паракан фирмăра ĕçлет. Çĕнĕ пурнăç пуçланăшăн питĕ кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. Пушă вăхăтра Спиридон Тримифунтский ячĕллĕ чиркĕве çÿрет. Служба хыççăн Çветтуй Матрона мăнастирне тирпейлеме каять, чиркÿри нимĕнле ĕçрен те пăрăнмасть. <...>

Евгений Кадушкин — «Çамрăксен хаçачĕн» ЧР Çамрăксен патшалăх премине тивĕçнĕ корреспонденчĕ. Халĕ вăл строительство организацийĕн ертÿçи.

Дмитрий Митяев — Чăваш наци радиовĕн редакторĕ, «Каçхи микс» тата ытти кăларăм ертÿçи. Радиона киличчен вăл, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер, Шупашкарти наркологи диспансерĕнче 2 çул ĕçленĕ. Халĕ Дима Мускавра фармацевтика компанийĕнче менеджерта тăрăшать. Экономика енĕпе иккĕмĕш аслă пĕлÿ илет. Авланма ĕлкĕреймен-ха. «Радиора кăларăм ертсе пырасси — чун киленĕçĕччĕ», — терĕ телефонпа çыхăнсан Дима. Çавăнпа-тăр вăл Шупашкар FM радио уçнă. Ку — пĕрремĕш чăвашла интернет-радио!

Оксана Сюзюкина (сăн ÿкерчĕкре хĕрĕпе— «Тантăш», «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ» кăларăмсен корреспонденчĕ. Паян вăл Германире пурăнать. Унтах юрист профессине алла илнĕ, аспирантурăра вĕреннĕ. Унăн нимĕç чĕлхипе çырнă монографийĕ кун çути курнă. 2015 çултанпа Оксана — юридици наукисен докторĕ. Мăшăрĕ — итальян, астрофизик ăсчах. Ачисемпе нимĕçле, итальянла калаçаççĕ. Паллах, Оксана вĕсене чăвашла та, вырăсла та вĕрентет.

Людмила Александрова Якимова — «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-службине ертсе пынă хыççăн шалти политика управленийĕн консультантне куçрĕ.

Тулли верси...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.