Комментари хушас

17 Кăрлач, 2017

Интернет ура çине пуссан та пичет малаллах талпăнать

Этемлĕх яланах çĕннине шырать. Информацие çĕнĕлле сарасси пирки пуçватать. Кирек епле хаçата е журнала кун çути кăтартассишĕн те, вăл пĕчĕк тиражлă пулсан та, ăста специалистсен пысăк ушкăнĕ ĕçлет. Вĕсем — журналистсем, фотокорреспондентсем, дизайнерсем, корректорсем, редакторсем. Паллах, набор операторĕсем те, калăплавçăсем те вăй хураççĕ. Кăрлачăн 14-мĕшĕнче сăмахăн хăватлă вăйĕпе усă куракансем Чăваш патшалăх филармонийĕнче хăйсен уявне паллă турĕç.

Темиçе вун çул каялла журналистсем хăйсен уявне çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче палăртатчĕç. Ăна «Правда» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнипе çыхăнтарнăччĕ. Самана ылмашнă май историе çĕнĕлле хакларĕç. Халĕ Раççей Пичечĕн кунне кăрлачăн 13-мĕшĕнче уявлатпăр. Вăл Пĕрремĕш Петĕр патша указĕпе килĕшÿллĕн 1703 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче /çĕнĕ стильпе — кăрлачăн 13-мĕшĕнче/ кун çути курма пуçланă «Ведомости» хаçатпа çыхăннă. 2000 çултанпа эпир кăрлачăн виççĕмĕш вырсарникунĕнче /кăçал вăл кăрлачăн 15-мĕшне лекрĕ/ Чăваш пичечĕн кунне паллă тăватпăр.

Уяв тĕлне филармони фойинче çĕнĕ кĕнекесемпе тата почта продукцийĕпе паллаштаракан курав йĕркеленĕ. Морис Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалăх академи симфони капелли калемçĕсен тата хăнасен кăмăлне çĕклерĕ. Пичет ĕçченĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламларĕ. Вăл сăмахăн хăватлă вăйне çынсен ырлăхĕшĕн усă курмаллине каларĕ. «Массăллă информаци хатĕрĕсенче ырă кăмăллă та пултаруллă, харпăр ĕçне чунтан парăннă çынсем, чăн-чăн патриотсен ĕçлемелле. Шанатăп: Чăваш Енĕн медиауçлăхĕнче шăпах çакăн пек çынсем вăй хураççĕ те», — терĕ вăл. Регион ертÿçи палăртнă тăрăх — массăллă информаци хатĕрĕсем яланхиллех социаллă пĕлтерĕшлĕ миссие пурнăçлаççĕ: вĕсем информацие сараççĕ кăна мар, вулакансене, куракансене тата итлекенсене вĕрентеççĕ тата общество умĕнчи çивĕч ыйтусене палăртаççĕ, влаçпа халăх хутшăнăвне йĕркелеме пулăшаççĕ. «Эпĕ сире пахалăхлă тата тухăçлă ĕç-хĕлĕршĕн тав тăватăп. Хăвăр ĕçĕре юратăр. 2017 çулта çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртĕр, яланах çĕннине шырăр! Çĕнĕ çĕнтерÿсемпе çĕнĕ çитĕнÿсем сире», — ăнăçу сунчĕ Михаил Васильевич.

Уяв ăшă сăмахсем калани, юрлани-ташлани кăна мар, çулталăка пĕтĕмлетни те, пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунине тепĕр хут тишкерни те, çĕнĕ тĕллевсем палăртни те. Калăпăр, 2016 çул юбилейсемпе пуян пулнă. «Хыпар», «Тантăш», «Республика» хаçатсен тата Патăрьел, Куславкка, Комсомольски, Вăрмар, Пăрачкав районĕсен хаçачĕсен редакцийĕсем юбилейсене палăртнă. Кăçал вара «Советская Чувашия» хаçат хăйĕн çĕр çулхи юбилейне уявлĕ. ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов кăçал пичет кăларăмĕсен тиражĕсене упраса хăварас тĕллевпе нумай ĕç тунине палăртрĕ.

Александр Степанович шухăшĕпе, электронлă изданисем вăй илсех пырсан та хаçатсене хăнăхнă йăлапа кăларассине пăрахăçа кăлармалла мар. «Çĕнĕ çул-йĕр шырамалла, пурнăçпа тан пыма май паракан çĕнĕ бизнес-модельсем тупмалла. Улшăнусенчен хăрамалла мар», — палăртрĕ министр. Çавăн пекех вăл 2016 çул журналистсемшĕн тухăçлă пулнине, вĕсенчен нумайăшĕ республика тата Пĕтĕм Раççейри конкурссене хастар хутшăннине палăртрĕ, чăваш кĕнекине кăларас тата ăна халăхра сарас ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Пичет ĕçченĕсене çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Чăваш журналисчĕсен союзĕн председателĕн заместителĕ Анатолий Данилов тата ыттисем саламларĕç.

Ĕçре палăрнисем, пысăк çитĕнÿ тунисем тĕрлĕ наградăна тивĕçрĕç. «Елчĕк районĕн «Елчĕк ен» хаçачĕн тĕп редакторĕпе Николай Алексеевпа Вăрмар районĕн «Хĕрлĕ ялав» хаçачĕн тĕп редакторĕ Зинаида Павлова «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕç. Награда илме тивĕçнисен йышĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем те пуррине палăртма кăмăллă. Система администраторне Нина Ивановăна ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе, «Хресчен сасси» хаçат редакторне Валентина Петровăна ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хучĕпе чысларĕç. Коррупципе кĕрешес енĕпе ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ «Хыпар» хаçатăн политика, вырăнти хăйтытăмлăх пайĕн редакторĕ Николай Коновалов тата Ĕç çыннин çулталăкне пĕтĕмлетсе йĕркеленĕ конкурсра мала тухнă социаллă пурнăç пайĕн тишкерÿçи Роза Власова Диплома тивĕçрĕç. Чăваш журналисчĕсен Çемен Элкер премине кăçал Чăваш наци телерадиокомпанийĕн радиохыпарлав редакторне Владимир Егорова тата «Чăваш Ен» Чăваш патшалăх телерадиокомпанин «Чебоксары ТВ» студин шеф-редакторне Ольга Петровăна пачĕç. «Çамрăксен хаçачĕн» штатра тăман корреспонденчĕ Альбина Любимова-Юрату «Чуна уçса калаçар» ярăмшăн Николай Никольский премийĕн лауреачĕ пулса тăчĕ. Патăрьел районĕн «Авангард» хаçачĕн экономика пайĕн редакторĕ Ольга Павлова Леонид Ильин премине тивĕçрĕ.

Уява пĕтĕмлетнĕ май çапла калас килет: паян Интернет ураран «пусасшăн» пулсан та пичет сывлать кăна мар, пурăнать-ха. Малашне те пурăнĕ! Апла тăк темĕнпе те кăсăкланакан, çивĕч ăслă, йăрă та çивĕч журналистсен уявне малашне те паллă тăвăпăр.

Роза Анатольева.

ФОТОРЕПОРТАЖ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.