Метеорит ÿксен те ун пирки пĕлтерме чупаççĕ...

21 Кăрлач, 2016

Камсем вĕсем - журналистсем? Тăваттăмĕш влаç, пур çĕре те сăмса чикекенсем, çĕр çине метеорит персе ансан та путвала мар, ун çинчен каласа кăтартма чупакансем... Журналист - пурнăç йĕрки, диагноз... Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсем ячĕпе иртнĕ уявра пирĕн ĕçе çамрăк ăру çакăн пек хак пачĕ. Кăрлачăн 16-мĕшĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен, издательствăпа полиграфи ĕçченĕсемпе ветеранĕсем Чăваш патшалăх филармонине пуçтарăнчĕç. Кăсăклăх фойеренех пуçланчĕ: хăнасене И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕсем, "Куча мала" телекурав-театр студийĕн ачисем кĕтсе илчĕç. Кунтах - çĕнĕ кĕнекесен куравĕ. Кăмăл пуррисем "чĕрĕ скульптурăсемпе" сăн ÿкерĕнчĕç, ятарлă плакат çине салам сăмахĕсем çырса алă пусрĕç, чĕрĕ кĕвĕ вара кăмăла çĕклерĕ... Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.