Комментари хушас

21 Кăрлач, 2017

Сăмах вăйĕпе çынсене пулăшмалла

Раççей тата Чăваш пичет кунĕн уявĕнче сăмах ăстисем Чăваш патшалăх филармонийĕнче пуçтарăнчĕç. Хăнасене аслă шкулта вĕренекен пулас журналистсем кĕтсе илчĕç. Вĕсем валеçсе панă кĕсье хунарĕсем куракансен залне çăлтăр çутиллĕ лапама çавăрма пулăшрĕç. Çакă ĕçе чунран парăннине, çак çула ахальтен мар суйласа илнине ăнланса илме пулăшрĕ.

Фойерех уяв кăмăлĕ ху­çаланчĕ. Морис Яклашкин ертсе пыракан Чăваш патшалăх академи симфони капелли хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнларĕ. Республикăра тухса тăракан хаçат полосисемпе илемлетнĕ колоннăсем çине салам сăмахĕсем çырса хăварма май килчĕ. Ятарласа уйăрнă вырăнта чылайăшĕ сăн ÿкерĕнчĕ. Чăваш кĕнеке издательствипе Раççей почти йĕркеленĕ куравпа кăсăклансах паллашакан чылайăнччĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пичет ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламланă май сăмах хăватне çынсен ырлăхĕшĕн усă курмаллине палăртрĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче хăйсен ĕçне тата çĕршыва юратакан çынсен ăсталăхне кăтартма май пурри çине пусăм турĕ вăл. Хыпар саракансем тăнăçлăха сыхласа хăварма, лару-тăрăва тĕрлĕ енлĕ кăтартма, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума пулăшаççĕ. Михаил Васильевич çĕнĕ çĕнтерÿсемпе çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ.

ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов пичет кăларăмĕсен тиражĕсене упраса хăварма тĕрлĕ ĕç тунине палăртрĕ. Çак çурçуллăхра вулакансен йышне ÿстернĕ кăларăмсен шутĕнче «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата асăнса хăварчĕ вăл. Министр уява килнисене республикăри тĕп мероприятисене вăхăтра тата анлă çутатнăшăн тав турĕ. Журналистсем республика тата Раççей шайĕнчи конкурссене хастар хутшăннине, мала тухнине палăртрĕ Александр Степанович.

Пичет ĕçченĕсене çавнашкалах ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Чăваш журналисчĕсен союзĕн председателĕн çумĕ Анатолий Данилов тата ыттисем саламларĕç.

Уявра ĕçре палăрнисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç. «Хыпар» Издательство çурчĕн система администраторĕ Нина Иванова ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвне, «Хресчен сасси» хаçат редакторĕ Валентина Петрова ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хутне тивĕçрĕç. Коррупципе кĕрешес енĕпе йĕркеленĕ конкурсра çĕнтернĕ «Хыпар» хаçатăн политика, вырăнти хăйтытăмлăх пайĕн редактарне Николай Коновалова тата Ĕç çыннин çулталăкне пĕтĕмлетсе ирттернĕ конкурсра мала тухнă социллă пурнăç пайĕн тишкерÿçине Роза Власовăна Дипломсемпе хавхалантарчĕç.

Чăваш наци телерадиокомпанийĕн радиохыпарлав редакторне Владимир Егорова тата «Чăваш Ен» Чăваш патшалăх телерадиокомпанин «Чебоксары ТВ» студин шеф-редакторне Ольга Петровăна — Çемен Элкер премине, «Çамрăксен хаçачĕн» штатра тăман корреспондентне Альбина Любимовăна — Николай Никольский премине, Патăрьел районĕн «Авангард» хаçачĕн экономика пайĕн редакторне Ольга Павловăна Леонид Ильин премине илме сцена çине чĕнчĕç.

Асра юлнă уяв саманчĕсем çанă тавăрса ĕçлеме, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хав­халантараççĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.