«Кукаçипе кукамай чĕлхипе калаçакан халăх илĕртрĕ»

22 Кăрлач, 2014

Ача чухне почтальон килнине курсан сиккипе хирĕç чупаттăмăр. Вăл пысăк сумкинче чакаланнине сывламасăр тенĕ пек пăхса тăраттăмăр. Хаçат-журналпа пĕрлех çыру е открытка тыттарсан пиртен телейлĕрех çын та çукчĕ. Посылка килнине пĕлтерсен вара вĕçсе кайманни кăна. Паян та ял çынни почтальона чи çывăх çыннине кĕтнĕ пек кĕтет. Тепĕр чух кÿршипе курнăçаймасан та почтальонпа тĕл пулатех. Эрнере пĕр-икĕ хут та пулин. Хăш самантра çÿхелсе юлчĕ-ши почтальон сумки?

«Раççей Почтин» Чăваш Енри управленийĕн хаçат-журнал саракан уйрăмĕн пуçлăхĕпе Агрепина Максимовна МихайловĂпа калаçатпăр.

Чечеклĕ пусма

- Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче почтăра тавар куçаракан пайра инженерта ĕçлерĕм. Калăпăр, посылка Камчаткăна çиттĕр тесен ăна хăш пуйăспа, хăш вакунпа, мĕнле документсемпе ăсатмалла? Çакăншăн явап тытнă. Канашри çыхăну уйрăмĕнче кунне 10 пин таран посылка йышăнса ăсатни те пулнă. Ĕçлесе ĕлкĕрме май çукран эпир те унта Шупашкартан пулăшма çитеттĕмĕр. Вăл вăхăтра мĕн пур япала çукрахчĕ. Хам та анне патне, Самар тăрăхне, çине-çинех Инди чейне яраттăм. Эпĕ ÿснĕ тăрăхра, Пилеш варĕнче, пулман вăл, Шупашкарта вара ирĕклĕччĕ. Хитре чечеклĕ пусма таврашĕ мĕн чухлĕ ăсатман-ши тата? Халĕ ялта та тем те пур.

- Агрепина Максимовна, çирĕм çул ĕнтĕ пичет кăларăмĕсене валеçекен уйрăм ертÿçинче ĕçлетĕр. Вулакансен йышĕ улшăнса пынине сиртен лайăхрах, тен, никам та пĕлмест пулĕ.

- Эпĕ ас тăвасса хаçатсен республикăри пĕрлехи пĕтĕмĕшле тиражĕ 650 пинччĕ. Халĕ - 400 пин. Паянхи кун пин çын пуçне 324 пичет кăларăмĕ тивет. Çак кăтартупа эпир Раççейре тăххăрмĕш вырăн йышăнатпăр, федерацин Атăлçи тăрăхĕнче - 4-мĕш. Пушкăрт, Тутар, Мордва республикисем маларах.

Хăй вăхăтĕнче Шупашкарта Мускавра тухса тăракан 7 хаçат пичетленетчĕ. Халĕ «Аргументы и факты» тата «Российская газета» çеç юлчĕç.

Çынсем кашни кун тухса тăракан хаçатсене вуласшăн мар. Ытларах сад-пахчапа, кил-çуртпа, сывлăхпа е канупа çыхăннă кăларăмсене çырăнса илме тăрăшаççĕ.

 

Кукаçи халапĕ

- Мĕншĕн вулама пăрахса пыратпăр-ши?

- Интернетпа телевидени хуçаланаççĕ. Ачасем шкултан килсенех мультфильм курма лараççĕ. Пирĕн вăхăтра ялта колхоз председателĕн кăна телевизор пулнă. Пысăк уявсем чухне вĕсем патне концерт пăхма каяттăмăр. Кĕртетчĕç пире. Урайне шăкăрин выртса хайхи пĕчĕкçĕ телевизора пăхаттăмăр.

Каçсерен инке кĕнеке вуласа паратчĕ. Чăваш юмахĕсене. Çăвар карса итлеттĕмĕр.

Кукаçи вара халап яратчĕ. Вăл е ку халапа эрне таран калатчĕ. Çав тери вăрăм та кăсăклăччĕ вĕсем. Ывăнса çитсен «паянлăха çитĕ, ыран тăсăпăр» тетчĕ. Малаллине пĕлессишĕн ыранне мĕнлерех кĕтеттĕмĕр.

Кукаçисен пÿртĕнчех учительсем ачасене вĕрентнĕ. Кукаçин, укçа тÿлеттернĕрен, пĕчĕк чух вĕренме май килмен, çавăнпа вăл кăмака çинче чаршав хыçне пытанса вĕрентекенĕн кашни сăмахне ăша илнĕ. Патша саманинче Варшавăра çĕр йĕркелÿçисемпе пĕрле службăра тăнă вăл. Вĕсенчен çĕр ĕç майне вĕренсе килнĕ.

1921 çулта, выçлăх çулĕнче, ялта пĕртен пĕр çын тырă туса илнĕ. Ман кукаçи - Максим Меркулович Еремеев.

Ял халăхĕ текех çумăр пулмасть тесе тыррине типĕ çĕрех акнă. Кукаçи вара çумăр пуласса пĕлнĕ. Вăл шĕпĕр çуса кайнă хыççăн тин вăрлăх сапса хăварнă. Çавăнпах çăкăрлă пулнă. Кукамай кÿршĕсем кĕвĕçесрен тулă çăнăхне мăян вăрри хушса çăрнине калатчĕ.

Кукаçи патне тăтăшах сĕнÿ-канаш ыйтма пыратчĕç.

- Макçăм пичче, акана тухмалла мар-и-ха? Çĕр пиçмен-и?

- Çук-ха, кăшт тăхтăр-ха. Ана çине кайса çаврăнса килем, - тетчĕ.

Календарьсĕр-мĕнсĕрех хăçан уйăх çаврăнасса, карталанасса, таврăнасса туятчĕ. Тÿпене пăхса ыран мĕнле кун пуласса систеретчĕ.

4 лаша, 3 ĕне, 2 кĕлет пулнă вĕсен. 1934 çулта кулак ятне илтсе мĕн пур пурлăхне туртса илесрен выльăх-чĕрлĕхне сутса Çĕпĕре тухса кайнă. Виçĕ çул иртсен каялла таврăннă.

Кукамай юрлама-ташлама юратнă. Кирек кам хăтланкаларăшне те туса кă-тартма ăстаччĕ.

 

Чунăм ыйтнипе

- Апла эсир ăна пăхнă пулать. Сирĕн пирки те юрлама юратать тенине илтнĕ.

- Ялта чăнласах та тăтăшах юрлаттăм. Хулана килтĕм те - ăçта юрламалла?

- Тутар республикинче çуралнă, ачалăхăр Самар тăрăхĕнче иртнĕ. Куйбышеври çыхăнупа политика техникумне пĕтернĕ. Шупашкара мĕнле килнĕ-ха?

- Ыттисем пек укçаллăрах çĕре суйласа илме те пултарнă. Калăпăр, Ленинград, Архангельск е Камчатка тăрăхне. Май пулнă. Лайăх вĕреннисене суйлама ирĕк паратчĕç. Чунăм ыйтнипе чăвашсен тĕп хулине килес терĕм. Атте-анне чăвашла тухакан мĕн пур хаçат-журнала çырăнса илнĕ. Паян кун та куç умĕнче «Тăван Атăл» журналăн хуплашкинче пичетленнĕ модăсен çурчĕ тăрать. Мĕнле чипер курăннă вăл ун чухне. Кукаçипе кукамай чĕлхипе калаçакан халăх хушшинче пурăнасси илĕртрĕ.

Шупашкара килсенех мана вырăс ялне - Пăрачкава - ячĕç. Çитсе пынăçемĕн, Сăр урлă каçнă вăхăтра, кĕпер çинчен чиркÿ тăрри курăнса кайрĕ. Чĕрене мăнаçлăх туйăмĕ ярса илчĕ. Пăрачкавра çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕнче виçĕ çул ĕçлесен Шупашкара чĕнсе илчĕç. Вара кунтах тĕплентĕм.

Ман шутпа - чăвашăн нимрен те вăтанмалла мар. Ытти халăхран пĕртте начар мар эпир. Тен, лайăхрах та. Пирĕн Андриян Николаев, Надежда Павлова, ыттисем пур. Мускаври Съездсен керменĕнчи сĕтел-пукана та Çĕмĕрлере тунă тетчĕç. Хамăра хамăр хисеплесчĕ кăна.

- Каллех ĕç патне таврăнар-ха. Почтальонсене халĕ пушă сумкăпа çÿретесрен тавар суттараççĕ-и?

- Почтальонăн шалăвĕ ĕç калăпăшĕнчен килет. Хальхи вăхăтра чылайăшĕ эрнере 1-2 хут тухакан хаçата çырăнса илет. Ăçтан ĕлĕкхи пек тапса тăтăр почтальон сумки? Улатăр районĕнчи Суйкăн ялĕнче ик-виçĕ çын кунсерен тухса тăракан хаçата çырăннă тейĕпĕр. Унта ирĕксĕрех машина яма тивет. Çул укçи хаклă, водителе тÿлемелле. Тăкаксене саплаштарассишĕнех суту-илÿпе те ĕçлеме тивет. Пурнăçĕ хăй хистет çапла тума. Ман шутпа - ял халăхĕшĕн те ку усăллă. Почтальон киле килсе кĕпе-йĕм çумалли порошок е тип çу парса хăварни начар-и вара?

- Хальхи почтальонсем пенсие тухиччен ĕçлĕç-ха. Малашне мĕн пулса пĕтĕ-ши? Мĕнле шухăшлатăр: хаçат ĕмĕрĕ нумая-ши?

- Паллах, вулакансен хисепĕ чаксах пырать. Анчах паха хаçат-журнал пур пĕрех пулĕ. Хам пирки калас тăк, куç курнă чух тăтăшах çырăнса илĕп, вулăп. Хаçат-журнал ал айĕнче пулнине, ăна темиçе хут вулама е кăранташ тытса йĕрлеме май килнине нимĕн те çитмĕ. Пичет сăмахĕн - пурăнмаллах!

Агрепина Максимовна сăн ÿкерме юратать. Ĕмĕчĕ - чаплă фотоаппарат туянасси. Ĕçлеме пăрахсан, пушă вăхăт ытларах тупăнсан пĕр-пĕр фильм ÿкерес ĕмĕт пур. Ĕмĕчĕсем çитсе пыччăр. Çывхаракан çуралнă кунĕпе чун-чĕререн саламлатпăр ăна.

Елена Николаева.

С. Журавлев сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.